Тумлам
Çиçет, куçа йăмăхтарса ялтăрать апрель юрĕ. Çӳлтен ӳксе çĕмĕрĕлнĕ кĕленче ванчăкĕсем евĕр çуталса сирпĕнеççĕ çунатлă шевлесем. Сенкер кăвак тӳпе Кĕмĕллĕкӳль шывĕ пекех тăп-тăрă та тап-таса...
Эпĕ, çурхи туйăмпа хĕрнĕскер, иртенпех ĕнтĕ картишĕнче кĕрмешетĕп: хĕвел питĕнче тухса пыракан тислĕке хырса пухатăп, юлашки тăвăл вăхăтĕнче лартса хăварнă кĕрте кăнтăр енчи пахчаналла ывăтатăп. Манăн йăлăхтарса çитернĕ юртан часрах тасалас, хăвăртрах симĕс курăклă çĕре ирĕке кăларас килет.
Тĕрĕссипе, çуркунне пуçланать кăна-ха. Çаплах шурă пĕркенчĕк айĕнчи шăплахра тĕлĕрет уй-хир. Çав-çавах харăлтаттарать хĕл ыйхине анатри вăрман. Çил çеç, выляса ашкăнма юратакан нӳрĕ çил, çурхилле шухă. Пĕр хушă вăл шăп-шăпăртах. Калăн, ăна çĕр çăтса янă. Анчах минут иртет е иртеймест те-и, вăл сан патна çитсе те тăнă. Тахăш хушăра, тахăш самантра. Çукаланать вара, ачашланать, пит-куçа çупăрла-çупăрла йăпшăнать. Çавăнтах хăлха патне хăпарса каять те: «Килчĕ ырă çуркунне, килчĕ ячĕ ăшăтса...» — пăшăлтатса хыпарлать васкавлăн.
Ĕшеннĕскер, канма чарăнтăм. Пĕр хушнă тытăнса ĕçленĕ хыççăн мĕнле лайах вăл туртса ямашкăн! Васкамасăр, ирĕкленсе.
Кĕреçе аври çине таяннă та тăратăп пируса хĕмлентеркелеее. Хам тавра тĕтĕмĕн çип пек çӳхе хумлă-хумлă ункисем явăнаççĕ. Вĕсем е пĕрлешсе, илемлĕн чӳхенсе вĕçкелеççĕ, е, арканса, чăл-пар саланаççĕ; унтан каллех пĕрлешеççĕ те каллех сапаланса ирĕлеççĕ...
Тăраттăмччĕ çапла крыльца умĕнче ним ассăр, сасартăк çат! турĕ ĕнсе çине тумлам. Малтан вăл сиввĕн çех чĕпĕттерсе илчĕ, унтан, шăраннă тăхлан пĕрчи çапăнчĕ тейĕн, вĕтелемеллех пĕçерттерсе кайрĕ.
Текех хам çинче ташласа ан килентĕр тесе, пăрăнса тăтăм. Ман пуç тăрринче сăннине аялалла тĕлленĕ тăсмак пăр çакăнса тăрать-мĕн. Ун тăрăх ерипен-ерипен, аран çеç палăрмалла, шыв сăрхăнать.
Пăр сăмси вĕçне шĕпĕн евĕр тухса ларнă тумлам ӳснĕçем ӳсет, пысăкланнăçем пысăкланать. Ĕнтĕ вăл самаях парка. Хĕвел çинче кĕмĕл шăрçа пекех ялтăрать хăй.
Пухăнчĕ тумлам, пухăнчĕ; юлашкинчен йывăррăн сулăнчĕ те йăлтăртатса-çуталса уйрăлчĕ, унтан пăт! турĕ, çĕр çумне çапăнса. Ун хыççăн тепре, тепре...
Çутă шăрçасем ӳкнĕ вырăн малтан йĕпенчĕ кăна, каярах пĕчĕк шăтăк пулса тăчĕ...
Тумламсем çаплах çатлатаççĕ. Чарăнмасăр çатлатаççĕ вĕсем. Çавна пула кӳлленчĕк те анлăланнăçем анлăланать. Пăньк!.. пăньк!.. янăраççĕ халь аялалла чăмакан чăмăрккасен сассисем.
Шăтăк тулсах-тулсах пычĕ. Тепĕртакран куç пекех пулса ларчĕ вăл. Чăп-тулли. Унтан...
Унтан шыв, халичченех лăпкăн пухăнса пына сăпай шыв, сасартăк çĕкленчĕ, такам юри вĕрсе кăпартнă евĕр каррăн çĕмленчĕ, вара çыранран çĕмĕрттерсе тухрĕ те йăрăл-л юхса кайрĕ анаталла...
Акă мĕнле пуçланать иккен вăл çурхи хăват, акă еплерех-мĕн унăн вăйĕ!..
Эпĕ, тĕлĕнсе хытнăскер, хам хыçа Хĕвекла пырса тăнине те сисмен, хăй сасă парсан тин асăрхарăм.
— Мĕн аппаланатăн эсĕ кунта çак териех? — Аллисене хулпуççи çине хурать вăл. — Эпĕ сана апат çиме чĕнетĕп, эсĕ хăлхана та чикместĕн. Те вара пачах илтми пулса ларнă...
— Эпĕ-и? Çырма юхтаратăп! Кур, мĕнле шаркать, ав! — тавăратăп, ача пекех çунатланнăскер.
— Чăнах та-иç!.. Эпĕ, пӳртре ларса, нимĕн те курмастăп, кунта, ак, çуркунне пуçланнă!..
Пĕр хушă эпир шарламастпăр, ташши хăвăртлăхне ӳстерсе пыракан тумламсем пăнклатнине çех сăнатпăр. Пăртакран Хĕвекла пуçне çĕклет те:
— Мĕне те пулин аса илтерме пултарать-и çакă? — ыйтать, ăшшăн пăхса. Куçĕсем хăйĕн, тумлам евĕр тулли те çаврака куçĕсем, кулаççĕ. Вут-хĕмĕн çунса кулаççĕ. Вĕсем çакнашкал çиçнине эпĕ малтанхи хут туй хыççăнхи пĕрремĕш ир курсаттăм.
— Теплелле çав... — тавçараймасăр, ирĕксĕрех хулпуççисене сиктерсе илетĕп.
— Шутла эс, шутла. Лайăхрах шутла. Ну?..
— Пĕлместĕп... Темĕне аса илтерме пултарать ĕнтĕ вăл...
— Эх, эсĕ те çав, çавна та чухлаймастăн... Асăрха. çакăнта ак, çак вырăнта, малтанах нимĕн те çукчĕ. Çапла вĕт? Каярах тумлам çумне тумлам хушăнчĕ, çырма пулса тăчĕ. Этем пурнăçĕ те çавнашкалах мар-и: çукран пур пулать, ӳсет, аталанать, унтан, аслă çырмана тухса, саркаланса юхма пуçлать... Асна ил, темиçе çул каярах кăна-ха хамăр ачаччĕ, çара уран чупаттăмăр, халĕ хамăрăн ачасем пур. Икĕ куçăмăра — икĕ тумлам: Люба та Олег... Ну, мĕнле шутлатăн, тĕрĕс калатăп-и эпĕ?
Эпĕ ăна хирĕç нимĕн те тавăрса каламарăм, ăшшăн çеç пăхса култăм. Ăшшăн, чĕререн.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...