Йĕп
Виктор кунта, çеçенхирти çак пĕчĕк станцие, культурăпа çутĕç шкулĕ пĕтернĕ хыççăн килчĕ.
— Клуб унта халĕ çеç уçрăмăр-ха, — асăрхаттарчĕç ăна культура пайĕнче. — Çавăнпа сирĕн, ĕçе тивĕçлипе пуçарса ярас тесен, нумай вăй хурас пулать...
Вăйне ун, чăнласах та, чылай хума тиврĕ.
Клуб валли уйăрнă пысăк мар шатрунра юлашки вăхăтченех тырă хатĕрлекен пунктăн лабораторийĕ пулнă-мĕн. Ик-виç эрне каярах вăл çĕнĕ çурта куçнă. Çавна май вара ку пӳрчĕ пушанса юлнă.
Виктор такам пурăпа кукăрткаласа пысăк саспаллисемпех «Клуб» тесе çырса хунă чус хăма алăкран кĕрсе тăчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: стена бомба-снаряд ванчăкĕсемпе арканнă пекех ирсĕрленнĕ, урайĕнче купи-купипе çӳп-çап йăваланать... Вара ирĕксĕрех çанна тавăрмалла пулчĕ. Пĕр эрне вăл ним канмасăр тенĕ пекех платниксемпе тата штукатурсемпе тан ĕçлерĕ. Малярĕ те хăех пулчĕ.
Халĕ, акă, клуб хатĕр. Стенасем тип-тикĕс те яп-яка. Кĕтесĕсем катăлса пĕтнĕ кăмака та качча каяс хĕр арчи пекех тăпăл-тăпăл. Уçă чӳречесем умĕнче сĕт евĕр шурă каркăçсем лăпкăн хумханаççĕ...
— Ну, мĕнле, йĕркене кĕчĕ-и пăртак? — Лутра та тултармăш пек тулли кĕлеткеллĕскер, хатĕрлев пункчĕн директорĕ — ăна Николай Сергеевич тесе чĕнеççĕ — урата урлă йăваланса каçрĕ те урай тăрăх мечĕк евĕр кусса кайрĕ. Ара çав, утса мар, кусса. Кĕскерех ураллă пулнăран-и, ăна кирек хăçан та арбуз пысăкăш мăкăрăлса тухнă хырăмĕ сĕтĕрсе çӳренĕн туйăнать.
— Пулчĕ пек ĕнте, — хуравларĕ Виктор. Вăл, тулашĕнчен палăртмарĕ пулин те, ăшĕнче: «Аха, ăна та килĕшрĕ эппин...» — терĕ, хĕпĕртесе.
— Пек кăна мар, питĕ шеп пулнă! — çирĕплетрĕ директор, çаплах унăн-кунăн кускалама чарăнмасăр. — Кунашкал клуба ялсенче мар, хулара та сайра тĕл пулатăн. Калăпăшĕпе çеç пăртак кĕçĕнрех вăл. Ну, ку темĕн мар, халлĕхе пирĕн йыша çитмелле. Çĕнни пирки килес çул шутлăпăр.
Кăмакапа стенасене шуратни ерсе вараламасть-и тесе, пуклак пӳрнипе сăтăркаласа тĕрĕслерĕ, чӳрече умĕнче ӳркенсе хумханакан каркăçсене те тытса пăхмасăр чăтаймарĕ.
— Ха, сцени, сцени епле лайăх пулнă! — савăнăçлăн хушса хучĕ, гобеленранах çĕленĕ чаршава сирсе пăхса. — Кун пек-тĕк, малашне концертсемпе спектакльсемсĕр тилмĕрсе лармăпăр ĕнтĕ. Çапла-и, политработник?
— Пăллах, — паçăрхи пекех лăпкăн тавăрчĕ клуб заведующийĕ, — пултарнă таран тăрăшăпар.
— Ĕçлемелле, унсăрăн юрамасть. Эпир капла та шыв ĕçмесĕр касăлнă выльăхсем пекех типсе пурăннă, — каçăр хырăмĕ çине аллисене хĕреслетсе хурса, урай варринче чаранса тăчĕ Николай Сергеевич. — Ну, клуб уçăлнă ятпа мĕнле мероприяти ирттерме палăртнă-ха паян?
— Çамрăксем кĕрсе тухрĕç те танци тăвасшăн калаçрĕç. Анчах ун валли музыка çук...
— Мĕнле çук? — хирĕçлерĕ çавăнтах директор. — Пур! Ав, ман кабинетра радиола ахалех ларать. Кай та ил. Анчах эсĕ ăна рабочисем ĕçрен тухнă çĕре майласа лартма тăрăш. Пĕтĕмпех хатĕр пултăр.
Хе, калаçрĕ, ун пек япалана Виктор туххăмрах майлаштарать. Ăна вăл, çав кивĕрех «Урал» радиолăна, хуçа (темшĕн-çке, ара, директора кунта «хуçа» теççĕ) пӳлĕмĕнче темиçе те курнă, пĕрре кăна мар ăмсанса пăхса иртнĕ.
Хĕпĕртенĕскер, самантрах кантура тапса сикрĕ. Тутисемпе чĕрнисене пĕрлĕхенрен те хĕрлĕрех сăрласа лартнă секретарша: «Эй, эсĕ, ăçта илсе каятăн ăна хăйсĕрех?» — тенине хиреç те алă çех сĕлтрĕ:
— Ан вĕрилен, хушнă. Хăй хушнă.
Ĕнтĕ радиола вырăнĕнче. Виктор ăна, пурне те курăнтăр тесе, симĕс пустав витнĕ пĕчĕк сĕтел çине уйрăммăн лартрĕ. Тата ĕçлеттерсе пăхмалла. Анчах... йĕппи çук-мĕн.
— Николай Сергеевичсен нумай ун пекки, — терĕç вăл радиолăпа кĕрмешнине курса пухăннă вĕт-шакăрсем.
Директор кӳршĕри тимĕр витнĕ, верандăллă пысăк çуртра пурăнать тенине илтнĕ-ха Виктор. Анчах унта пĕрре те кĕрсе курман. Сăлтавĕ пулман. Çавăнпа аван мар пек... Çапах та хăюлăх çитерчĕ, кайрĕ.
Пăлтăр патне икĕ енĕпе те решетке тытнă ансăрхарах çул кĕрет. Пахчасенче тĕрлĕрен чечексем ешереççĕ, пӳ тулма пуçланă хĕрĕнни пек кĕлеткеллĕ çамрăк улмуççисем саркаланса лараççĕ.
Виктор пусма тăрăх хăпаратчĕ — алăк яриех уçăлса кайрĕ. Уçăлчĕ те... ăна хирĕç чипертен те чипер пике тухса тăчĕ. Пĕчĕкрех сăмси кăшт кăна каçăр. Вутла çунакан хура пăнчăллă хăмăр куçĕсене çиелтен тутар. пĕкки евĕр авăнса ӳкнĕ çӳхе йĕрсем ытамланă. Кулă пухса тăракан тутисем кĕç-вĕç сарăлса ирĕлессĕн туйăнаççĕ...
— Ой, каçарăр, — чăнласах та айăпа кĕнĕ çын пек чакса тăчĕ хĕр. — Асăрхамасăр, пырса çапăнăн...
— Чăрмантарса çӳренĕшĕн сирĕн мар, манăн каçару ыйтмалла, — терĕ пусма картлашки çинче хытсă тăнă Виктор, айăплăн кулса.
— Мĕн калаçатăр çак эсир, нимĕнле чăрмав та çук, — чĕвĕлтетрĕ лешĕ, пĕтем ăша-чикке сар çу çинче кивекен куçĕсемпе çупăрласа. — Кĕрĕр, кĕрĕр, иртĕр. — Çамрăк хурăн пек яштака пĕвĕ ун пăртак хумханса илчĕ. — Алăк умĕнче тăма сăмавар тӳрлетекен мар вĕт...
— Эпĕ... мĕн... сирĕн пата пĕр ĕçпеччĕ-ха, — пике çине çăктăнлансах пăхнине туйса, куçĕсене тартрĕ каччă. — Радиолăна хускатасшăнччĕ те, йĕппи çукрах иккен, çавăнпа...
— И-и, унашкал япала пирĕн темĕн чухлех. Тархасшăн!.. — Хĕр çинçе кĕли çинче вăр-р çаврăнчĕ те тăп-тăп пусса малтан утрĕ, Виктор ун хыçĕнчен кĕчĕ.
Темиçе пӳлĕмлĕ хваттерте тирпейлĕ те таса. «Пăх-ха, мĕнле тăрăшать вăл... Культурăллă çын».
Пике нумай кĕттермерĕ, тĕпелтен вĕçнĕ евĕр ярăнса тухрĕ те: — Акă, — сĕнчĕ тулли курупка йĕп.
— Çакăн чухлĕ-и?! Нумай-çке ку...
— Илĕр, илĕр. Пирĕн хамăра валли тата пур, — кăмăллăн янăрарĕ ачаш сасă, — Анчах, каçарăр та, ташă таврашĕ пулмасть пулĕ те сирĕн унта?
— Ташă тума палăртнă çав, — персе ячĕ япшар та хитре хĕр умĕнче вăтанса кайнă каччă. — Кăмăлăр пулсан, пырса курăр...
— Тăрăшăп, — кĕскен хуравларĕ пике; хура пăнчăллă хăмăр куçĕнче ун вут хыптаракан темĕнле вăйлă хĕм çиçсе илчĕ, кăшт мăкăрăлнă çӳхерех тути çинче çиçĕм евĕр çутă кулă ялкăшса сӳнчĕ. — Май килсен, вăхăт пулсан, паллах...
Ĕçне пĕтернĕ çамрăксем çăвăнса-туса вăхăт ирттермерĕç: тӳрех клуба кĕпĕрленсе пырса кĕчĕç. Çавăнтах музыка янăраса кайрĕ. Вара вĕсем, мăшăрăн-мăшăрăн тытăнса тăчĕç те вальс майăн хăвăрттăн çаврăна-çаврăна юхма пуçларĕç.
Виктор пластинка хыççăн пластинка лартрĕ. Хăй алăк çинелле пĕр вĕçĕмсĕр пăха-пăха илчĕ. Анчах леш хĕр курăнмарĕ: «Çук пуль ĕнтĕ, килмест-тĕр, ахаль çеç каларĕ пулмалла».
Йĕкĕт тепĕр ташă валли пластинка хатĕрлетчĕ, сисмен те, ун умне пике çитсе те тăнă. Вăл йĕтĕр пек çаврака пилĕкне тăп тытса тăракан çӳхе платье тăхăннă, урисенче — шĕвĕр пуçлă шура туфлисем.
— Ну, мана йышăнатăр-и? — ялкăшса тăракан куçĕсем ун çурхи хĕвел кулли сапаларĕç.
— Йышăнатпăр, паллах, йышăнатпăр, — хĕпĕртерĕ Виктор.
— О, мĕн чухлĕ халăх пухăннă! Эпĕ никамах та çук пуль тесе... — Хĕр, хура хăрпăкĕсене хĕссе, йĕри-тавра пăхса илчĕ. Унтан каччă енне çаврăнчĕ те: — Чимĕр-ха, паçăр эпир васканипе паллашаймарăмăр та. Кӳршĕллĕ пурăнса пĕр-пĕрин ячĕсене пĕлмесен аван мар, теççĕ... Аня, — терĕ, тӳрленсе тăрса, куçĕсем каччă чĕрине малтанхи пекех ыррăн лăпкарĕç.
Виктор хăй ятне каларĕ те хĕрĕн вăрăм пӳрне-семлĕ çӳхе аллине çемçен чăмăртарĕ.
— Эпĕ хампа пĕрле пĕр пластинка та хĕстерсе килтĕм-ха. Май пулсан, ăна та çавăрттарса илĕпĕр. Юрать-и? — çемçен, чĕререн тухакан сасăпа ыйтрĕ Аня.
Кĕвĕ вĕçленчĕ. Хальхинче каччă хĕр илсе килнĕ пластинкăна лартрĕ — «Недотрога» танго.
— Апла пулсан, — нумай пĕрĕмсемлĕ чечеклĕ платйин аркине сарса, чĕркуççийĕсене кăшт куклетрĕ Аня, — хам юратнă кĕвĕпе ташлама хăвăра чĕнме ирĕк парсамăр. — Вăл аллисене артистсем пек меллĕн çĕклесе тытрĕ те чăмăркка кăкăрĕсемпе йĕкĕт çумне ачашшăн сĕртĕнчĕ.
Янăрать музыка. Ыталанса тăнă мăшăрсем урай тăрăх васкамасăр шăваççĕ. Вĕсемпе пĕрле — Викторпа Аня та. Хĕр кĕввĕн кашни хĕлĕхне, унăн паллă мар кукăр-макăрне те лайăх ăнланать. Каччă та унран юлмасть. Вăл пур хусканăва та мĕн пултарнă таран çепĕçрех тума тăрăшать.
— Эсир аван ташлатăр, — Виктора çеç илтĕнмелле шăппăн пăшăлтатать Аня.
— Эсир те, — тавăрать йĕкĕт, ăна хăй çумнерех тытса.
— Вара эсир мана, музыканта, çапла та ташлаттарасшăн мар-и? — Виктор куçĕсенченех пăхса кулса илет хĕр.
— Эсир, мĕн, консерваторире вĕренетĕр-им?
— Çук, эпĕ музыка училищи пĕтернĕ.
— Халĕ канма килнĕ эппин?
Аня темшĕн çийĕнчех ответлемерĕ.
— Канма тени тĕрĕсех пулмасть пулĕ, — терĕ вăл пăртакран. — Пурăнмаллипех килнĕ эпĕ.
— Пурăнма тетĕр те, ăçта ĕçлетĕр вара эсир? — лăпланмарĕ Виктор.— Сирĕн специальноçпа ĕçлеме кунта, çак пĕчĕк станцинче, ĕç те çук пулĕ...
— Ĕçлес тесен, ĕçĕ тупăнĕ-ха вăл. Анчах Коля хушмасть. Эпĕ илекен укçа иксемĕре те çитет, тет. Хăй килĕшмест пулсан, эпĕ те хистеместĕп. Пурнăçĕ ман капла та начарах мар. Кичемрех çеç. Çакă начар вара... Малашне ĕнтĕ эпĕ яланах сирĕн пата килме пуçлатăп. Юрать-и? — каччă çине ыйтуллăн пăхрĕ пике. — Килте ларса йăлăхтарчĕ.
— Ак тата. Клуба килекен çынна эпĕ епле чарма пултараятăп-ха? — хулпуççийĕсене сиктерсе илчĕ Виктор. Унтан: — Чарма хăтланса пăх-ха, пиччĕр чĕрĕллех çисе ярĕ, — хушса хучĕ шӳтлесе. — Ун пеккинчен хăратăп эпĕ.
— Мĕнле пичче, кам? Николай Сергеевич-и? Пичче мар вăл манăн, упăшка, — ним пулман пекех тавăрчĕ Аня. — Эпир унпа нумай пулмасть кăна пĕрлешнĕ-ха...
«Упăшка»?!. Çакна илтсен, Виктор пуçе йывăр чукмарпа çапнă пекех янраса кайрĕ. Куç умне çавăнтах юн нумай çухатнипе вăйсăрланнă çыннăнни евĕр хура пăнчăсем йăтăнса тухрĕç, акăш-макăш вĕçкеле пуçларĕç. Сивĕ те тискер панчăсем. Çук, пĕр ăшă хĕлхем те çук вĕсенче!
«Упăшка... Хатĕрлев пункчĕн тăватă теçеткерен иртнĕ «хуçи» те ури çине ĕне пусман музыкантка... Питĕ те шеп!.. Питĕ те шеп!..»
Йĕкĕт пĕр самантрах куçсăр та хăлхасăр пулса ларчĕ: хăй умĕнче сиккелесе ташлакан Аньăна та курмасть, кĕвĕ çеммине те илтмест. Урасем, минут каярах кăна-ха йăкăш-йăкăш шунă урасем, халĕ, йывăçланнă тейĕн, тĕлсĕр-мелсĕр çеç куçкалаççĕ. «Недотрога моя, недотрога...» — кĕрлеççĕ юрă сăмахĕсем. Каччă чĕрине вĕсем йĕппе, паçăр панă курупкари темиçе теçетке йĕппе пĕр харăс тăрăнтарнă пекех хаяррăн чиккелеççĕ...
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...