Тахçан, пĕрремĕш кун, эп çуралсан...
Тахçан, пĕрремĕш кун, эп çуралсан,
Телей куççулĕпе пите çусан,
Ырра пуль, лайăха пуль тет анне,
Эп куртăм тет çĕн уйăх тухнине.
Тахçан, пĕрремĕш кун, эп çуралсан,
Фронтри аттем çапăçăва тухсан,
Çĕкленчĕ, тет, алхасрĕ тет, пушар,
Атте шутларăм тет: ку ырра мар.
Паян атте эп хам. Ача çумра.
Пушар та тĕтĕм явăнмасть умра.
Çĕн уйăха хупларĕ çеç тĕтре —
Темме-çке çурăлса тухать чĕре.
Валерий Михлеев (2011-10-17 16:29:28):
Мĕнле каласан та, ку сăвă автăрăн пысăк пултаруллăхĕ пурри çинчен, унăн тахçан-тахçан çырнă сăвви паянхи кунра та хăйĕн çивĕтлĕхне çухатманни çинчен кăтартса парать.