Юрлать сунтал


Пăхма йăваш — шăна та вĕлереймĕ,

Сăмах çапмасть, итлет вăл ытларах,

Тавлашура хушша-хуппа кĕртеймĕн,

Çынпа вăрçма-и?

Тур çырлахтăрах!

 

Анчах иртет те ял урамĕ тăрăх,

Кашни çĕлĕк хывать ун умĕнче.

Йăваш тесе, сăпай тесе ан тăрăр,

Хисепĕ мĕншĕн — ыйтăр çынсенчен.

 

Писеввĕн çĕкленет те шурăмпуçĕ,

Мучи пуçлать черетлĕ çĕнĕ кун,

Çĕре ытарайми саван ик куçĕ

Ик хĕвел пек йăлтăртатаççĕ ун.

 

Хăй çамрăк мар та, пур-ха вăйĕ-халĕ,

Лаççа пырсан, тытать те мăлатук —

Юрлать кăна, юрлать вара сунталĕ,

Çак юрăран хитри мучишĕн çук.

 

Сăн-питĕнче сахал-и пĕркеленчĕк,

Суран сахал сурать-и ӳтĕнче?

Нуши-хуйхи, йăх-яхĕ, хĕнĕ-терчĕ

Сахал-и пулнă пурнăç тăршшĕнче?

 

Вунтăххăртах фашист камне вăл пĕлнĕ,

Вут-çулăмра ута-ута куллен.

Виç хут çунса, виç хут путса та «вилнĕ»,

Çапах та курăр: пурăнать, пĕтмен!

 

Кăтарт-ха, теççĕ, çакса тух-ха, теççĕ, —

Сахал-и санăн орден та медаль?

Мăнтарăн кӳршисем... Çавна пĕлмеççĕ —

Мучин пуç каçăртса çӳрес-и халь?

 

Хăй паттăр пулнипе ун мухтанас-и,

Йăхра та ун пекки вĕсен пулман,

Ялйыш телейĕ, ачапча хавасĕ —

Темле наградăран пин хут аван.

 

...Юрлать сунтал.

Юрри ытла илемлĕ.

Хăй илтмелле юрлать мучи хуллен.

Анчах юрри — Тăван çĕршыв илтмелĕх

Мăнаçлăн, сарлакан янрать иккен.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: