Раççей сăрчĕсем
1
Эп çуралнă çĕршыв çырмаллă, сăртлă.
Эп çуралнă çĕршыв-хирсем, вăрмансем.
Ачашпа — ачаш, усалпа — шăртлă
Калаçаççĕ манăн ентеш-тăвансем.
Ялĕсем кунта айлăмра та, сăртра та —
Анаткас е Тукас сахал мар таврара.
Хăрах урупа сăрт çинче тăратăн,
Хăраххи чӳхенет çырмара, шывра.
Экзотика çук — тинĕссем те, тусем те...
Попугай курăнмасть, ӳсмест хăть банан.
Çаплах пурăнатăн, ĕçлен, тӳсетĕн —
Савăнан, мухтанан, йăпанан.
Çулталăкăн вăхăт тăваттă тетпĕр —
Тăваттăш те питĕ хитре ку енче.
Ĕçлетпĕр, саватпăр та хĕпĕртетпĕр
Айлăмра, сăртра, ун тайлăмĕнче.
Калас-тăк, хăйĕн темскерĕ пур сăртăн,
Çавăнпа ачаран юрататăп ăна.
Пĕчĕклех ун енне пăхкалаттăм вăрттăн,
Çурлапа тыр вырма çул çитсен мана.
Хушатчĕ аннем: «Халь кăшт выр-ха. Канăн,
Хĕвел çав сăртпа танлашсан», — тесе.
Выраттăм, çулаттăм, çапаттăм. Манăн
Хул-çурăм пиçрĕ, канасса кĕтсех.
Телей те, инкек те сăртахчĕ маншăн
Кайран, сăмса айĕ мамăклансан:
Манран савнине уйăрма тăхтаманшăн
Вăрçаттăм ăна эп, чунтан хурланса.
Анчах ирсерен икĕ çивĕт çиçсессĕн,
Сăртран иртнĕ чух, сар хĕвел шевлипе,
Савни аллисем аллăма перĕнсессĕн,
Сăртах тав тăваттăм савăннипе!
Çапла пĕр сăртран теприне хăпараттăм,
Пĕрин тăрринчен сăнаса теприне.
Çитеттĕм, каçаттăм та хăвараттăм,
Каллех куç хываттăм вара умрине.
2
Кунсем чупнăçемĕн çулсем вăрăмланчĕç,
Куллен анлăланчĕ те ӳсрĕ тĕнче.
Кĕç урăх сăртсем куç умне купаланчĕç,
Мухтавлă Русь тухрĕ вĕсен хыçĕнчен.
Ландшафт ландшафтах — хурăнсар, юманлăх...
Куна Чăвашра та курма пулать.
Çапах та Русь тĕсĕ, асра юлмалăх,
Куçа та, чуна та хĕссе тыткăнлать.
Çук, çук, çулçӳрен кăмăлне кайни мар ку —
Эпир тахçантан тăванла пурăнни.
Хресчен е салтак, бурлак е таркăн —
Чăваш та вырăс пĕр пек курăнни.
Пире чăннипех ĕмĕрсем пĕрлештернĕ,
Пĕр пек сăнчăрпах кăкарнă шăпа...
Пайтах тăшмансем пире иштернĕ,
Икшерĕн çыхса, юнланнă шывпа.
Кайран Патти-хан Атăл тăрăх вут янă,
Хăварнă арканчăк та кĕл, тусан,
Лутра утсене васкамасăр утланнă,
Хăрхăм-хĕр чĕччисем çине пусса.
Ун чух та, кайран та тăван сăртсем урлă
Çĕр çитмĕл енчен çĕр çитмĕл çилпе
Килсе шуса иртнĕ çĕр çитмĕл хурлăх,
Хăратнă мулпа, турăпа, хĕçпе.
Анчах та эпир вилĕме пуç таймасăр,
Сăрт пек çиреп тăнă тăван çĕр çинче —
Юлташ аллине алăран кăлармасăр
Пĕр пĕтĕм тăванлăх вăчăринче.
Ку чăнлăх çут кун пек, яр-уçă тĕнчешĕн,
Миçе ятсăр сăртăн тăприйĕ пире,
Пĕрле вырттарса, çивитти пек витмен-ши
Кунçул вĕçĕнчи юлашки чикĕре?
Аттемĕн сăпки — Качака тăвайккиччĕ,
Аттем халь Мамай сăртĕнче çывăрать.
Çапла-мĕн шăпамăр пурне те пĕр килчĕ,
Паян та пире вăл пĕрлех уттарать.
3
Йĕри-тавралла тинкерсем, вулаканăм:
Капламăн-капламăн сăртсем те сăртсем.
Чуну-чĕрӳпе, ăшупа эсĕ канăн,
Вĕçем хушшипе çӳресессĕн иртсе.
Кашнин хыçĕнче — çĕнĕ сăн, çĕнĕ сăрă.
Кашни хăйне май тарават, пуян.
Ав кӳлĕ çиçет — куçкĕски пек тăрă,
Пăхсассăн, хăвна та çап-çутă туян.
Ав, кӳлĕ хĕрнех чупса аннă хырлăх,
Çап-çамрăк — лартни вунă çул те пулать?
Сăрт çийĕн — сенкерлĕх. Ку —ырлăх, ырлăх!
Тĕнче те санпа савăнать, кулать.
Ма савăнас мар-ха? Пурах савăнмалăх:
Тĕп пулнă кунта инкек те нуша.
Пĕр çут ĕмĕтпе пурăнать пур халăх,
Пĕр пысăк тĕллев васкатать шухăша.
Çитес вăхăтсен ытарма çук илемĕ
Хальхи сăнсенчех курăнать-тĕк тасан,
Эппин, ахаль мар тар тăкать ĕç этемĕ,
Эппин, ахаль мар вăй хурать, шутласан.
Темле Улăп евĕр куратăп ăна эп.
Ак çакă сăртсем те, шутлатăп вара, —
Çав Улăп çăпатисене сырнă майăн
Çĕре тăкăнса купаланнă тăпра.
Нумай-çке сăртсем! Эппин, Улăпсем те
Нумаййăн çӳренĕ пулать ку енче,
Чăнах та çапла ку. Туятăп, сисетĕп:
Юмах вăй-хăвачĕ хальхи çынсенче.
Шăп çав хăватпа ӳсет тырă-пулă.
Лартатпăр завод, купалатпăр хула.
Вĕçет уçлăхра хĕрлĕ çăлтăрлă Улăп —
Кунçул урапи тек чупать малалла.
Раççей сăрчĕсем! Çӳлĕ мар курăнатăр.
Çук-çук, эсир мар вăл Эльбрус та Казбек.
Эсир паян кун та мана туйăнатăр
Ĕçченĕн мăнаçлă сăпайлăхĕ пек.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...