Камиль
— Итле-ха, итле, ырă çыннăм! — чĕнчĕ такам хыçра.
«Мана чĕнеççĕ-ши?» — терĕм те çаврăнса пăхрăм. Шăтарасла ман çине çӳллĕ арçын пăхать. Тумтирĕ лӳчĕркеннĕ, куçĕ-пуçĕ те яках мар, сухалĕ тăрлавсăр ӳссе кайнă тата, çӳçне кастарма васкамасть курăнать. Хĕрĕнкĕ мар хăй, тăп-тăр урах. Чăнласах мана чĕнет иккен.
— Кала-ха, тархасшăн, хăш пӳлĕмре ларать-ши çакăнта Камиль?
— Камиль? — тĕлĕнтĕм эпĕ. — Пĕлместĕп, пирĕн организацире çуккă ун пек ятлă çын...
— Мĕнле çук, ан тĕлĕнтер! — эпĕ çакă çынна пĕлменнишĕн халь-халь чышкă парас пек тăчĕ арçын. — Камиле пĕлместĕн тĕк, мĕн туса çӳретĕн кунта? Халех кутран тапса кăларса ямалла сана кунтан. Камилĕ хăй пĕлес пулсан çакна...
— Мĕнлерех вăл апла пулсан, тен, ăнкарăп?
— Астумастăн-и вара, унччен «Сельхозтехникăра» КамАЗпа ĕçлетчĕ вăл. Эпĕ те пĕрле шоферта çӳреттĕм унпа. Эх, çамрăкчĕ эпир! Эх, тĕрлеттереттĕмĕр! Эрех-сăра пĕрле ĕçнĕ, пĕрне-пĕри хăварман пĕр стаканран та.
— Çук, асаилейместĕп «Сельхозтехникăри» Камиле...
— Кайран ПМКа начальникне турттарма кайрĕ. Пултарать çав Камиль! Çĕнĕ çуртра çĕнĕ хваттер илчĕ, виçĕ пӳлĕмлине. Арăмне кӳршĕ организацире главбуха лартма пулăшрĕ... Пĕлместĕн-и вара?
— Çук-ха, ниепле те асаилейместĕп... Мĕн тума кирлĕ мана санăн Камилӳ, тепĕр тесен!
— Мĕнле мĕн тума? Кунта ĕçлет вăл! Хăв çав çынна палламас тесе тăратăн. Пĕлетĕн эсĕ ăна, питĕ лайăх пĕлетĕн! Вăн, кайран партие кĕчĕ вăл, Чулхулана ВПШана вĕренме ячĕç. Килчĕ те райкомра ĕслеме пуçларĕ. Пĕрмай хуçасемпе юнашар çӳретчĕ, ах, йăпăлтиччĕ! Çук, мана нихçан та манман вăл. Тĕл пулсан яланах ал паратчĕ. Хисеплĕ калаçатчĕ. Кайран горгаза парткома ячĕç, унтан сельхозэнергире инженер пулчĕ. Тем пысăкăш çурт туса лартрĕ. Техники те, стройматериалĕсем те бесплат пулнă. Асаилтĕн-и?
— Çук, ара, пĕр Камиль те, эпĕ астăвасса, парткомра ĕçлемен!
— Ну, калатăн та... Чăн ячĕ унăн Камиль мар-ха. Хура пулнăран тутар ятне тăрăхласа панăччĕ эпир. Чăн-чăн ячĕ — Николай Александрович. Тавнах курман çав. Ялта пурăнатăп та, кунта, райцентра, пит сайра килетĕп. Пĕр вунă тенкĕ сăра ĕçме параймастчĕ-ши тенĕччĕ те...
Çак вăхăтра коридор вĕçĕнче пирĕн пуçлăх Николай Александрович курăнса кайрĕ. Ăна асăрхасан сухаллă арçын мана манчĕ те ăна хирĕç вирхĕнчĕ.
— Камиль юлташăм, мĕнле-ха эсĕ пурăнатăн? — икĕ хутлă çурт кисренмелле кăшкăрчĕ вăл. — Миçе çул курманни сана!
Кĕçех вĕсем пуçлăхăн пӳлĕмне кĕрсе çухалчĕç. Эпĕ пĕр хушă коридорта хускалмасăр тăтăм. «Шел, — шухăшларăм хам, — нумаях калаçса тăраймарăмăр ку арçынпа. Хуçа пирки тата мĕн чухлĕ пĕлнĕ пулăттăм...»
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...