Ăс укçăна çĕнтерет
Паллă ĕнтĕ: пуянни —
Мулне шанса пурăнать;
Çăкăр çитти-çитменни —
Чеелĕхпе ĕç тăвать.
Пуян: «Хамран пиçмесен,
Маншăн укçа тăвать», — тет.
Çукки: «Чипер май килсен,
Эпĕ ç(и)еле тухăп», — тет.
Чылай чухне, чăнах та,
Пуян çынсем мулпах та
Самай хăртаç этеме:
Хĕн вĕсене çĕнтерме!
Ну, тепĕр чух пай тупаç
Хăшсем те çук çынсенчен:
Чавса таран лăп лартаç
(Умран мар, хуть - хуçĕнчен)!
Сăмах çине пĕр юмах
Чĕлхе вĕçне килчĕ ман.
Пуçлама çеç пит хăйсах
Каяймастăп-ха малтан. (...)
Пурăннă, тет пĕр ялта
Пуян çынпа ун матки.
Укçи те пур путвалта,
Хырăмĕ те тем тачки.
Тăват ывăл, виçĕ кин
Пулнă-мĕн ку кил хуçин.
Тата ӳсет пĕртен-пĕр
Марье ятлă яштак хĕр.
Кĕçĕн ачин, Петрин те,
Мăшăр тупма çул çитет.
Кирлĕ пулин, Марйин те
Пĕвĕ-сийĕ çитĕнет.
Петри те хĕр пăхкалать,
Ку та качча пуçтарнать.
Пуян çынтан инçех мар
Пурнать мĕскĕн Митрапхан.
Кил-çурт та ун пит начар,
Укçи те ун çуралман.
Тин Питĕрте шаккаç тет,
Яма хутаç шыраç тет.
Пурнать мĕскĕн Митрапхан —
Паранк хыпать, шыв сыпать.
Хĕлле, ĕçрен аптрасан,
Кĕрĕк арки йăвалать.
Ачисем те ун çук мар:
Ывăл ӳсет, хĕр çитнет.
Ачи, Сахар, пит хастар:
Пур кил-çурта хăй питрет.
Матиçĕ пек чипер хĕр
Пулман унти ялсенче.
Ĕçлет кана пĕлмесĕр,
Пăхан — шав ĕç аллинче.
Пуян ачи çак хĕре
Хăйне пĕлми юратать,
Така пусас эрнере
Матка тума шухăшлать.
Сахар сисет Матиçе
Пуян илес тенине.
Пит ратлансах ку ĕçе
Хумарĕ вăл чĕрине.
Вăл, хăй пуян Марьене
Качча илес тенĕрен,
Петĕрпе хăй йăмăкне
Чут çеç тытса хĕнемен.
Анчах хăйĕн çиллине
Шăла çыртса пусарса,
Пуян пичче ачине
Çĕнес тенĕ мел тупса.
Вăхăт иртет, кун шăвать.
Петри ĕнтĕ Матиçе
Вăрлас тесе шухăшлать, —
Вăрттăн тăвас тет ĕçе.
Пĕр каçпарах тĕл пулса:
— Пыр хай тĕле паян! — тет.
А хăй, киле таврăнса,
Лаша тавраш хатĕрлет.
Унтан ăйăр кӳлет те
Шатлаттарать вăрмана.
Унта пырса çитет те
Кӳртсе лартать катана.
Кĕтет, кĕтет Матиçе —
Матиç сасси илтĕнмест.
Сукмак çине темиçе
Тухса пăхать — çук, килмест!
Матиçĕ çав вăхăтра
Сахарĕпе канашлать;
Хăй шухăшне Сахара
Кала-кала кăтартать...
— Ак мĕн, Матиç: вăрмана
Ху ан кай эс, мана яр;
Ху тумтирна пар мана.
Пĕр шӳт тăвар, пĕр кулар.
Матка тесе, арçынна
Пĕрер «хĕве хуптарар».
Палласси çук вăл мана...
Атя, хĕрле тăхăнтар.
Матиç, чăнах, пиччĕшне
Шӳт çеç тăвас пек сунса,
Пур хĕр упраç таврашне
Арчисенчен кăларса
Тумлантарать Сахара.
Пĕр вун тăват минутра
Хĕрле пулать ку Сахар:
Матиç тейĕн, — паллă мар.
Тутисем те Матиçĕн, —
Кăшт урăхла кулиçĕн.
Утни-юртни пĕтĕмпех —
Каснă-лартнă Матиçех.
Хайхи Сахар хутаçпа
Матиç мулне çĕклет те,
Хăй ăшĕнче, хаваспа,
Йăл-йĕл кулса илет те:
— Ĕнтĕ, Матиç, сыв пул! — тет.
Хăй вăрмана вĕçтерет...
Петĕр, кĕтсе ырнăран,
Чут çеç киле каяйман.
Сахар пынине курсан,
Тин чун кĕрет ку ачан.
— Эо-и, ача? Килтĕн-е?
— Килтĕм!.. Эй! — тет лашине. (...)
1905-1914
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...