Каçар, анне
— Эпир кам, эпир кам?.. Пире хирĕç тăракан, тăракан.., — çухăрашса пырать шартлама сивĕ кун юр хусе лартнă çуна çулĕ тăрăх аллăран иртнĕ арçын. Хăлаçланать, тайкаланать, çул çине тăрăна-тăрăна каять. Усал сăмахĕсемпе ятлаçа-ятлаçа илет, хушшăн-хушшăн юрă ĕнĕрлеме хăтланать. «Вĕлеретĕп! Эп сире-и?» — такампа ятлаçать.
Тӳнсе кайрĕ те тăраймарĕ, малтанах темĕн мăкăртаткаларĕ, кайран сасси те илтĕнми пулчĕ, кăштах вăхăт иртсен юр лартрĕ, çын курăнми те пулчĕ.
— Ăçта çухалса çӳрет-ши, асатте çулне те çитрĕ, çемйипе пурăнма пĕлеймерĕ. Çемйи чăтайманнипе тухса кайрĕ. Мăнуксем те пысăкланса кайрĕç пуль — кайнă чухне асли те пилĕк çулта çеçчĕ. Мĕнле пурăнаççĕ-ши? Кама хыврĕ-ши ку? Хам çынсемпе ятлаçса-çапăçса курман, кӳршĕсемпе те йĕркеллех пурăннă. Кинпе те — шăкăл-шăкăл. Ашшĕ те çур ĕмĕр хушшинче ман çине те, ачасем çине те алă çĕклемен. Çав тери ачаш пăхрăмăр-ши кăна? Ыттисем йĕркеллĕ çынсемех пулчĕç. Ывăлĕ те, хĕрĕ те çемйисемпе, кӳршĕ-аршăпа та йĕркеллех, ĕçре те хисĕплеççĕ. Ку этем ĕретлĕ пурăнма пĕлмерĕ: çемйи те тухса тарчĕ, куршĕсене те сивĕтрĕ, нимĕнле ĕçре те тытăнса тăраймарĕ. Халĕ ăçта сулланса çӳрет-ши, çанталăкĕ те сивĕ, ӳсĕрскер таçта çул çинче выртмасть-ши? — шухăшласа утрĕ ватă хĕрарăм.
— Каллех ывăлна шыратăн-и, хăвна пĕр йĕркеллĕ кун кăтартмасть, кăн-кăвак пит-куçпа çӳретĕн, хуптар эс ăна тĕрмене. Хăвна та, ял-йыша та çăмăлрах пулать. Миçе çынна хĕнерĕ — пур-пĕрех хĕрхенеççĕ. Айăпламаннине кура иртĕхсех кайрĕ, çынна вĕлерме те пултарать вăл, — сăмах хушрĕ хирĕç пулнă арçын.
— Тĕрĕсех калатăн-ха, анчах та тăван ывăл-çке...
— Сана вăл тăван амăшĕ вырăнне хурать-и? Чире вăхăтра сыватас пулать, унсăрăн шала каять. Кайран чавса çывăх та çыртма çук.
Больницăри палата. Чирлĕ ывăлĕ умĕнче амăшĕ ларать.
— Ху айăпна пула çак инкеке çаклантăн вĕт-ха. Çын пек пурăн тесе миçе каларăм сана. Хăвăн куштанлăхна пула çемйӳсĕр тăрса юлтăн, чутах шăнса вилмен вĕт-ха. Йĕркеллĕ пурăнсан ачусем те, мăшăру та таврăнĕç.
— Нимех те пулман вĕт-ха, пĕр-ик эрне сывалатăп та — сып-сывах пулатăп. Арăм вăл темех мар — тепре те тупма пултаратăп. Эп хам ĕçлесе çиетĕп вĕт, вăй пур ман, çынран пулăшу кĕтместĕп.
Çулран инçех мар çăва. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Вил тăприсем çинче чечексем ӳсеççĕ. Хăшне-пĕрне çум пусса илнĕ. Кам кăна çук-ши кунта, вилĕм никама та хĕрхенмест: ватти те, вĕтти те, яшши те, вăй питти те, арçынни те, хĕрарăмĕ те. Çулланнă арçын вил тăпри умĕнче тăрать, амăшĕн сăн ӳкерчĕкĕ çине пăхать, тăпра çинчи çумне тата-тата пăрахать. Куçĕнчен çутă тумламсем юха-юха анаççĕ, аллинче эрех кăленчи.
— Каçар, аннеçĕм, сан ывăлу пулма тивĕç пулмасан та, каçар. Анне... Паянхи кун эсĕ мана кĕтсе илмеллеччĕ вĕт-ха, ватă марччĕ, пурăнмаллаччĕ сан, чирлеменччĕ те вĕт, пурăнмаллаччĕ... Анчах... Каçару ыйтма тивĕçĕм çук пулсан та — каçарсам. Чĕрĕ чух ыйтмаллаччĕ, халĕ мар, пĕлетĕп. Пур чухне упрама пĕлместпĕр, мĕн пулса тухасси пирки шухăшламастпăр, çухатсан кăна çын хакне ăнланса илетпĕр? Мăнуксемпе шăкăл-шăкăл калаçса утас чухне çĕр айне кĕрсе выртрăн??? Ачамсене те курманни нумай пулать. Çитĕнсе те çитрĕç пуль?
Аннеçĕм, тĕрĕсех ятлаттăн эс мана. Эпĕ, тăван ывăлу, санăн тăшману пултăм. Эрех, ытла та хăватлă-çке, ман пурнăçа вăлах пĕтерчĕ.
Арçын кĕленчене тытса пăхса тăчĕ, аллипе хыттăн пăчăртарĕ, çапса çĕмĕрес тесе çĕклерĕ, анчах та аллине вăйсăррăн лаш усрĕ:
— Çук, эп сан умăнта вăйсăр.
...Таçтан пĕчĕк çумăр пĕлĕчĕ килчĕ, шăпăр-шăпăр тумламсем ӳкме пуçларĕç. Шултра тумламсем çĕре патлатрĕç. Палăк çинчи амăшĕн пит çăмарти тăрăх икĕ хура йĕр юхса анчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...