Анлă та хăватлă пултарулăх


Чăваш халăх поэчĕн, РСФCР Государство преми лауреачĕ Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕ, асамат кĕперĕ пекех, нумай тĕрлĕ тĕспе çиçсе тăрать. Лирикăра, драматургипе прозăра, публицистикăпа критикăра — литературăн кирек мĕнле жанрне илсен те, унăн таланчĕ хăйне евĕр палăрать, вăл ыттисем майлă мар, ухсайла çырать. Вăл çырнине, унăн стильне яланах уйăрса илетĕн, ыттисемпе пăтраштармастăн.

Поэтăн хăйне ешĕр чĕлхине, стилĕн ытти уйрăмлăхĕсене эпир драматургире те, сăмахран, çак кĕнекене кĕнĕ «Тутимĕр» трагедие вуланă чухне, асăрхаса юлаттăр. Ăна вăл, хăй каланă тăрăх, чĕререн хавхаланса, питĕ кĕске вăхăтра, пĕр уйăхра, çырса пĕтернĕ. Чăвашсен наукăпа тĕпчев институтĕнче упранакан «Тутемĕр» алçырăвĕ те çавнах çирĕплетсе парать: пĕрремĕш сценăпа юлашки сценăна çырнă вăхăт тăршшĕ чăнах та пĕр уйăхран ытла мар. Поэт питĕ тăрăшса, мĕн çырнине чĕре-чĕре, темиçе хут тӳрлетсе-юсаса ĕçлени курăнать унта.

Сăвăç кашни йĕркене тенĕ пек нумай хут тĕрĕслесе тухать, янравлăрах та витĕмлĕрех сăмаксем шырать, композицие лайăхлатать. Трагедири сценăсене, унти çынсене те пĕрре çеç мар улăштарса пăхать вăл, хăшпĕр вырăнсене тĕпренех юсать, теприсене пачах кăларса пăрахать, вĕсем вырăнне урăх сценăсем кĕртет тата ыт. те. Трагедие мĕнле вĕçлесси пирки те вăл лайăх шухăшлать. Малтанах трагеди çапла вĕçленмелле пулнă: вилнĕ утамана, хăйĕн юратнă каччине асăнса, хĕр кулянса йĕрет. Ухсай ку сценăна, ытти поэтсен те тĕл пулать тесе, кайран кăларса пăрахатъ те хăйне майлă вĕçлет. Çавăн пекех тӳрлетӳсем, малтанхине юсаса лайăхлатнисем кашни йĕркерех, кашни сценăрах тупма пулать.

Пĕр уйăхра трагеди çырнă тенине, тен, тепри ĕненмĕ те. Çапах та литература историйĕнче çавнашкал тĕслĕхсем, аслă поэтсем питĕ хавхаланса кĕске вăхăтра чаплă произведенисем çырни пулман мар. Сăмахран, авă, А. С. Пушкин Болдино салинче, çав çулхи кĕркунне халер чирĕ сарăлнипе, ирĕксĕр ларма тивнĕ чухне питĕ тухăçлă ĕçленĕ, нумай паха произведенисем çырнă.

Пĕтĕмĕшле илсе пăхсан, паллах, пысăк произведени çырасси пĕрре ларнипех пулмасть, ку питех те кăткăс ĕç темиçе тĕрлĕ тапхăр хушши пулса пырать. Малтанах произведенин тĕп идейи çуралать, çав шухăш автор ăспуçĕнче уçăмлăрах та уçăмлăрах палăрса, йĕркеленсе çитет, ăна мĕнле майпа, мĕнле сăнарсем урлă вулакан патне çитересси çинчен вăл нумай хушă шухăшласа çӳрет, кирлĕ материал пухать, художество мелĕсем суйласа илет, вĕсене танлаштарса, виçсе пăхать, пухăннă материала кирлĕ пек вырнаçтарса тухать, çавăн хыççăн тин хут çине ӳкерме тытăнать. Пуçра пĕрре йĕркеленсе калăпланнă материала хут çине çырса хума кайран вăхăт та нумаях кирлĕ пулмасть. Ухсай хăй каланă тăрăх, унăн мĕнпур япалисем малтан çапла пуçра çырăннă, унтан вăл вĕсене хăвăртрах хут çине куçарнă.

Мĕншĕн-ха Тутимĕр сăнарĕ Ухсая çав териех килĕшнĕ, питĕ тăрăшса, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек, çырма хистенĕ тесен, çапла тума унăн хăйĕн сăлтавĕсем пулнă. Ĕпхӳре, Пушкăртсен наукăпа тĕпчев институтĕнче, Пишпӳлекпе Пелепей районĕсенчи МТС хаçачĕсенче ĕçленĕ хушăра поэт авалхи чăваш юмах-халапĕсемпе, халăх юррисемпе тĕплĕн паллашнă. Пушкăртра пурăнакан чăвашсен фольклор материалĕсене вал архивра нумай тупнă, ăна пуçласа уçса пăхнă çынсенчен пĕри пулнă. Çав материалсемпе поэт хăйĕн «Тутимĕр» трагедине çырнă чухне те анлăн усă курнă. Тутимĕр çинчен Силпи чăвашĕсем хушшинче те нумай сăмах-юмах çӳренĕ, çав паттăр çинчен Ухсай хăй хурăнташ-тăванĕсем каласа панине те пайтах илтнĕ.

Унсăр пуçне çакна та палăртмалла: кашни çыравçăнах хăйĕн тăван халăх историне, унăн ĕмĕртен пынă кунçулне лайăх пĕлни кирлĕ, унсăрăн ĕлĕк-авал пулса иртнине те, паянхи пурнăçа та тĕрĕс ăнланма çук. Çавăнпа ĕнтĕ Ухсай чăваш халăх исторйĕнчи паллă событисене тимлесех вĕренет, тĕпчет, вĕсен тупсăмне тупма тăрăшать.

Хĕрĕхмĕш çулсем тĕлнелле тĕнчере лару-тăру çивĕчленнĕ тата пĕрремĕш социализм çĕршывне хирĕç вăрçăллă провокацисем те нумайланнă май чăваш литературинче патриотла тема вăйлансах пырать. Халăъ ирĕклĕхĕшĕн хăюллăн кĕрешнĕ Тутимĕр пек паттăрсен сăнарăсем вара çынсене Тăван çĕршыва хӳтĕлеме хатĕрлес ĕçре уйрăмах кирлĕ пулаççĕ.

Вăхăт ыйтнине тивĕçтерсе тата хăйĕн пултарулăхне пысăкрах, анлă сюжетлă произведенисем çырса та тĕрĕслесе пăках шутпа поэт хăйĕн асăннă трагедине çырма тытăннă та.

Ухсайччен те чăваш çырулăхĕнче трагедисем çырнă. Кунта Талмăрсан романтикăллă трагедийĕсене тата ыттисене те асăнмалла. Анчах вĕсен пурнăçа, чăнлăха çывăхах трагедисемех пулса çитеймен. «Тутимĕр» трагеди вара чăннипех Ухсай пултарулăхĕнче, пĕтĕм чăваш литературинче ăнăçлă пьесăсенчен пĕри шутланать, вăл нумай çул ĕнтĕ чăвашпа вырăс театрĕсен репертуарĕсенчен тухмасть.

Чăн та, ку трагедире те рамантикăлла сăрсем пачах çук мар. Тутимĕр, Эрпике сăнарĕсенче, уйрăм сценăсенче рамантикăлла ӳстерсе каланисем сисĕнеççĕ пулин те, Ухсай кунта реализм еннелле татăклă утăм тăвать, пурнăçа тĕрĕс те ĕненмелле, кашни япалана хăй вырăнне лартса, ӳкерсе парать.

Революцичченхи Раççейре хресченсен йышлă сийĕсем тĕрлĕ пусмăра хирĕç тухни, восстанисем пуçлани пĕрре çеç пулман. Кунта И. Болотников, К. Булавин, С. Разин, Е. Пугачав, У. Кармелюк, ячĕсене асăнни те çителĕклĕ. Хресчен вăрçисене Атăлпа Урал тăрăхĕнчи ытти халăхсемпе пĕрле чăвашсем те хастар хутшăннă. Чăваш çĕршывĕнче хăйĕнче те ун пек пăлханусем, Шурча вăрçи йышши восстанисем тăтăшах пула-пула иртнĕ.

Вырăс хресченĕсен пăлхавĕсене чылай чухне вырăнти пусмăра тӳсеймесĕр тата ирĕклĕх шыраса Дон е Атăл çине тухса тарнă, халăхра казак ят панă çынсем пуçарнă тата ертсе пынă. Чăвашсем те хăйсене пĕрмай хĕсĕрленĕрен урăх çĕрсене — Шуратăлпа Çарăмсан таврашне, Оренбург енне е Çĕпĕре — куçа-куçа кайнă, анчах кунта та вĕсен пурнăçĕ çăмăл пулмал. Пĕр вайпутсенчен тарса, вĕсем каллех теприсен хытă аллине лекнĕ. «Тутимĕр» трагедире çырса кăтартнă Галахов воевода, унăн арăмĕ Полина чăвашсене мĕнле кăна асаплантармаççĕ, вĕсене мĕнле кăна мăшкăл кăтартмаççĕ. Çавăнпа та çилли тулнă чăвашсем хăйсем чунтан курайман Галахов кил-çуртне тустарма пуçлаççĕ те.

Хăйсене тарăхтарса çитернĕ хуçасене хирĕç пĕтĕм халăх, вăйпитти те çамрăкки, ватти-вĕтти — пурте тенĕ пекех кĕрешеççĕ, пăлхавçăсене май килнĕ таран пулăшаççĕ. Тутимĕрпе пĕрле çапăçма унăн савнă хĕрĕ Эрпике те пырать. Çак сăпайлă та тип-терлĕ чăваш хĕрачи те текех капла пурăнма май çуккине, пĕрмай пĕр сăмахсăр чăтса ларма юраманнине ăсĕпе мар пулин те, чунĕпе туять. Çавăнпа ĕнтĕ вăл хăйĕн каччипе пĕрле кирек ăçта кайма та, ăна йывăр килсен пулăшма, кирлĕ пулсан унпа пĕрле вилĕме хирĕç куçа-куçăн тăма та хатĕр.

Унта чăваш хĕрарăмĕн ырă паллисем: ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхĕ, таса юратăвĕпе шанчăклăхĕ килĕшӳллĕн пĕрлешсе тăраççĕ. Нарспипе Сетнерĕнни пекех, ун чухнехи пурнăç йĕркисене пула, Тутимĕрпе Эрпикен хĕрӳ юратăвĕ часах татăлать, вĕсенчен килмен сăлтава пула ăнăçсăр пĕтет: Тутимĕр вăхăтсăр вилет. Çапах та вĕсен юратăвĕ, чун тасалăхĕ пире чĕререн хумхантаракан ырă тĕслĕх пулса юлать. Икĕ чĕре пĕр-пĕрне савни кăна мар, пурнăç тĕллевĕсем те, шухăш-кăмăлĕ те пĕр пулни, çакăншăн вĕсем иккĕшĕ те пĕрле кĕрешни вĕсен юратавне татах çирĕплетсе, иксĕлми вăй парса тăраççĕ.

 

Савни килсен çутатăп куçăма,

Тӳрлетĕп эп хăва пек пилĕке.

Тутимĕре çитерĕр салама,

Вара лăпланăп эпĕ, Эрпике,—

 

тесе юрлать хĕр, çуна сулса вĕçекен тăрнасене ăмсануллăн пăхса.

Поэт пире тахçан ĕлĕк пулнă ĕçсем çинчен каласа парать, çавах та ун чухнехи çынсен шухăш-туйăмĕ, вĕсен ăраскалĕпе кунçулĕ пире халĕ те хытах хумхантараççĕ. Халĕ те Тутимĕрпе Эрпикен хурлăхлă историне пăхакансем сцена çинчен куçĕсене илмеççĕ, вĕсемпе пĕрле савăнаççĕ е хурланаççĕ. Çапла ĕнтĕ, ырă сăнарсем çынсен чун-чĕринче ырă шухăш-ĕмĕтсем вăратаççĕ, хăйсем пекех тӳрĕ те хăюллă çынсем пулма, халăх телейĕшĕн çирĕп тăма вĕрентеççĕ.

Автор пьесăра çырса кăтартни пире çывăх пулни, эпир ăна чĕрепе йышăнни, унти сăнарсем вăйлăн та витĕмлĕн ӳкерĕнсе юлни, чĕрĕ çынсем пакех курăнни, пире паян кун та хумхантарни произведени чăннипех талантлă пулни çинчен калаççĕ те.

Хăйĕн шухăшне, мĕн калас тенине автор мĕнле майпа ыттисене пĕлтерет-ха, вулакансене ĕнентерет-ха? Кунта Ухсайăн тысăк ăсталăхĕ çинчен каламасăр иртес килмест. Ку трагеди çамрăклах çырнă пысăк произведенисенчен пĕри пулсан та, унта унăн хăватлă таланчĕ ун чухнах палăрни сисĕнет. Произведение композиципе сюжет енчен илсе пăхсан та, ăна чăннипех пултаруллă писатель çырнине куратăн.

Поэт персонажсен характерĕсене, калаçу чĕлхине кашнине кура расналатать, çавна май вĕсене пĕр-пĕринчен лайăх уйăрса илетĕн, кашнинче хăйне евĕр характер куратăн. Пьесăри кашни сценăн хăйĕн тĕллевĕпе тĕп шухăшĕ пур, вĕсене çырасса та çавна шута илсе çырнă. Тĕслĕхрен, акă, халăх пухăвне, савнисем калаçнине, çапăçу пынине тата ытти сценăсене те кирлĕ пек, тивĕçлĕ чĕлхепе çырса панă. Тутимĕр, Эрпике, Асамат, Курак, Тяпук, Полина тата ытти çынсен калаçăвĕнче вĕсем çеç усă куракан сăмах çаврăнăшĕсемпе пуплевсем тĕл пулаççĕ.

Трагедире монологсем ытлашши нумаях мар. Пĕр еннен, монолог вăл вылякан артистран та пысăк ăсталăх ыйтать, кунта актер питĕ пултаруллă пулни кирлĕ. Ухсай çапла шутласа, монологсене чакарнă та диалогсем кĕртнĕ тесшĕн мар эпир. Монологсем вĕсем классицизм трагедисенче ытларах курăнаççĕ, вĕсем унта юрăхлăрах пулас. Реалист Ухсай, диалогсене юратарах парать, çакă вара персонажсен чĕлхине халăх калаçăвĕпе çывăхлатать, пьесăри мĕнпур ĕçсене, шухăш-туйăмсеме ĕненмеллерех тăвать. Классицизм произведенийĕсенче геройсем хăйсене чăнах та пурнăçри пекех мар, сцена çинче мĕнлерех кирлĕ, çавăн пек тыткалаççĕ, питĕ хитре те чаплă сăмахсемпе калаçасçĕ, реалистла драмăсенче вара геройсем чăн пурнăçри пекех курăнаççĕ. Çакă вăл театр искусствин чăнлăхĕпе витĕмлĕхне чылай ӳстерет.

Ухсай типизаци мелĕсене те лайăх пĕлет. Пьесăри персонажсенче кашни хăйне майлă тип, пĕр-пĕр социаллă ушкăн çыннисен тивĕçлĕ паллисене кăтартса парать, çав хушăрах вăл хăйне евĕрлĕ конкретлă характер та, Ф. Энгельс каланă пекех, «çав çын» пулса юлать. Кашни тип конкретлă, индивидуаллă сăнар пулса, хăйне пĕлнĕ пек тыткалать, хăй пек калаçать, вăл шăпак çапла çын пулмаллине, урăхла çын пулма пултарайманнине куракан пĕтĕмпех ĕненет.

Сюжета пĕлсе йĕркелес ăсталăхĕ те Ухсайăн пысăк. Сюжет аталанăвĕ вак-тĕвексем çинче ытлашши чарăнса тăмасть, пĕр палăртнă тĕп йĕрпе хăвăрт малалла кайса пырать, картинăсем те çине-çинех улшăнаççĕ: ĕçсем пĕрре килте, тепре вăйăра, унтан Галахов патĕнче, вăрманта тата урăх çĕрте те пулса иртеççĕ, çакă пĕтĕм пьесăна динамизм кӳрет, вулакансене те кăсăклантарать. Трагеди вал çапла пулмалла та: кунта вăрăм сăмахсем вырăнсăр, ытларах ĕçсем курăнччăр, çынсем хăйсем мĕн тума пултарнине, чун-чĕрине кăтартса паччăр. Чĕлхе те кунта янравлă та сулмаклă пулни кирлĕ, суя та пуш сăмах, пĕрре çеç пулсан та, пĕтĕм произведение пăсса хурать, ăна вара ĕненес килмест. Ухсай сăмах тĕшшине уçма пĕлет, сăмах виçине лайăх туять.

Асăннă произведенире Ухсай халăх сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе, илемлĕх мелĕсемпе анлăн усă курать, хăй пьесине юрăсемпе халапсем, такмаксем чылай кĕртет. Кашни пайрах тенĕ пек« пĕр-ик юрă пур: хĕрсен юрри, салтак юрри, ташă такмакĕ, Тăван çĕршыв çинчен хунă юрă тата ыт. те. Алçырăвĕнче юрăсем татах пулнă, сăмахран, ӳсĕр çын юрри, кайран вĕсене автор кăларса пăрахнă. Юрăсем пьесăри çынсен шухăш-кăмăлне уçса параççĕ, вĕсен шалти туйăмĕсемпе килĕшсе тăраççĕ. Вĕсем пĕр-пĕр шухăша кĕскен те витĕмлĕн палăртма, куракансен чун-чĕрине сăмахпа каласа та, юрă юрласа та витерме кирлĕ. Театр искусствине эпир синтезлă искусство тетпĕр пулсан, Ухсай асăннă трагедие çырнă чухне çакна яланах асра тытма тăрăшнă. Унăн ытти прозведенийĕсенче те драматургиллĕ материал сахал мар, вĕсенчен нумайăшне сцена çинчен кăтартма меллĕ. Ухсай театр валли ятарласа çырнă «Нарспри», «Тутимĕр», «Шуйттан чури» пьесăсене те илес пулсан, вăл Чăваш театрне атăлантарма мĕн тери вăй хуни куçкĕретех паллă.

Трагедире фольклор тĕслĕхĕсемпе анлăн усă курни ăна хăйне евĕрлĕ илемлĕхпе сăнарлăх кĕртсе пуянлатать. Халăхпа тата çыхăннă кашни писатель творчествинчех фольклор паллă вырăн йышăнать, ăна кашни хăй пĕлнĕ пек шĕкĕлчет. Пĕри унта илемлĕх мелĕсем, уйрăм тĕлĕнтермĕш тĕслĕхсем шырать, фольклора экэотика енчен тĕпчет. Тепри фольклора хăйĕн произведениĕсене çаплипех, нимĕн те улăштармасăр кĕртет, унăн çырас ăсталăхе те фольклор мелĕсенчен çӳле хăпараймасть, вĕсен картинчен тухаймасть. Тен, çакă вăл писательтен хăйĕнчен кăна килмест, литература хăй те мĕнле шая çити ӳссе çитĕнни çинчен калать пулĕ.

«Тутимĕр» трагедире те фольклор тĕслĕхĕсем чылай тĕл пулаççĕ, анчах вĕсене автор хăй произведенине пур чухне те пĕр улăштармасăр кĕртмест, хăйĕн тĕллевĕсене кура урăхлатса çĕнетет. Тепĕр майлă каласан, кунта фольклор оригиналлă произведени çырма кирлĕ никĕс е материал вырăнне çеç пулать.

Кунта фолыклорăн илемлĕх мелĕсем çумне Ухсай хăйĕн пултарулăхăпе ăсталăхне хушать, вара вĕсем иккешĕ, пĕрлешсе кайса, çĕнĕ пахалăх патне илсе пыраççĕ. Сăмахран, фольклорти хăшпĕр тĕслĕхсене илсе, Ухсай весемпе пĕлсе усă курса, хăйĕн сăмах çӳпçине пуянлатать, çĕнĕ сăнарсем тăвать. Калăпăр, вăл халăх юррисенче тĕл пулакан вĕлле хурчĕ, кикак хуркайăк, сарă çулçă, хура пĕлĕт, аслатиллĕ çумăр йышши ăнланусене илет те вĕсем урлă хăйĕн геройĕсен чун-чĕрине, вĕсем хăйсене тĕрлĕ самантра мĕнле туйнине уçса парать. Çапла туса, вăл халăх сăмахлăхĕн иксĕлми пуянлăхĕ паянхи кун та ахах-мерченĕн çиçсе тăнине, хальхи пурнăç çинчен, уйрăмах иртсе кайнă вăхăт çинчен, çырма фольклор паха материал пулнине çирĕплетсе парать.

«Тутимĕр» трагеди çинчен сăмаха вĕçлес умĕн çакна та палăртса хăварас килет. Çĕнĕрен пичетлесе кăларас умĕн автор ку тратедие тепĕр хут пăхса тухнă, хальхи пуçпа шутласа, хăшпĕр тӳрлетусем кĕртнĕ, уйрăм вырăнсене юсанă, кирлĕрех сценăсене вăйлатнă. Ку тĕлĕшпе «Тутимĕр» трагеди тĕпчевçĕсене каллех çĕнĕ матермал, поэт пултарулăхĕн çул- йĕрне тишкерме çĕнĕ фактсем парать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-05-04 23:32:30):

Çак ĕç те, вăхăта кура, интереслĕ тĕпчев объекчĕ пулса тăрать. Кунта усă курнă сăмахсем («госсударство», «герой», «произведени» — халĕ вĕсем вырăнне тăтăшах чăваш сăмахĕсене усă кураççĕ), сăмахмайлашăвĕсем ăна çырнă вăхăта уçăмлăн кăтартаççĕ — пĕр Ф. Энгельса асăнни мĕне тăрать!

Лайăх хаклав.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: