Аса илме те хăрушă
Утравсем çинчен тарса тухнă çынсене портран аяккараха, вăрмана, илсе кайрĕç. Чылайччен вĕсем кунта малашне мĕн тумаллине, ăçталла каймаллине ним пĕлмесĕр кĕтсе тăчĕç. Пĕр-ик сехет иртсен тин йывăçсем айĕнчен тахăшĕ хулăн сасăпа хыттăн кăшкăрса ăнлантарма тытăнчĕ:
— Нимĕçсем ĕнер порт çывăхĕнчи чукун çула та чылай çĕрте çĕмĕрсе пĕтернĕ. Çавăнпа та сирĕн тепĕр станцине çитиччен çуранах каймалла пулать, урăх нимĕнле май та çук... Каясса чукун çул тăрăх мар, вăрманпа сывлăшран курăнмалла мар кайма тăрăшас пулать...
— Миçе километр унта çитме? — ыйтрĕç темиçен пĕр харăс.
— Инçех мар, пĕр вунă километр. Кăнтăрлапа çитме пултаратăр.
— Унтан вара мĕнле?
— Унтан пуйăссем çӳреççĕ. Таллина каятăр. Приказ çавăн пек. Халĕ ĕнтĕ тытăнса ан тăрăр, утăр. Сире ятарласа ертсе каякансем пулмаççĕ...
Вăрманти кукăр-макăр, шăтăк-путăклă, тĕллĕн-тĕллĕн шурлăхлă вырăнсемпе иртекен çулсем тăрăх утма питĕ кансĕр пулнипе, çитменнине кашниннех чылай япаласем, ачасем пулнă пирки çынсем çав вунă километра хăвăрт утса тухаймарĕç, çывăхри станцие каç пуласпа тин çитрĕç. Ку, тен, лайăх та пулчĕ-и, мĕншĕн тесен кăнтăрла фашист самолечĕсем ку таврара пĕрмаях çăхансем пек явăнса çӳреççĕ.
Ывăнса çитнĕ, халран кайнă çынсене ансăр чукун çул тăрăх çӳрекен пуйăсăн ахаль чух вутă, чул, кирпĕч турттарнă уçă платформисем çине лартса илсе кайрĕç. Çав тери кансĕр, нӳрĕ, сивĕ пулчĕ пулин те Ян хăйĕн аслашшĕ çумне тайăнса çĕрĕпех çывăрчĕ, анчах тĕлĕкре вăл пĕрмай ĕнерхи хăрушлăхсене курчĕ пулмалла та, час-часах карт та карт сиксе илчĕ. Юули те, амăшĕ çумне йăпшăннăскер, çавăн пекех тискер тĕлĕксемпе аташрĕ пулмалла, нумай хутчен шариех кăшкăрса вăранса кайрĕ.
Пĕчĕк кăна пăравус çĕр каçах мĕн вăй çитнĕ таран малалла ыткăнчĕ, пуйăса Лахула, Рапла, Кохила станцисем урлă ирттерсе, ирхине пĕр вунă сехет тĕлĕнче Таллина илсе çитерчĕ. Кунта нумаях кĕтсе тăмалла пулмарĕ, вĕсене часах пысăк пуйăс çине лартрĕç те васкасах Российăна ăсатрĕç...
Кун хыççăн хăйсем ăçта-ăçта пулнисене Ян каллех уçăмлăн астăваймасть. Пуйăс питĕ хытă вĕçтерсе пычĕ... Кайсан-кайсан тахăш тĕлте çĕрле вĕсене çак пуйăс çинчен антарса урăххи çине лартрĕç. Ку та питĕ хăвăрт ыткăнчĕ. Чӳречерен пĕрмай вăрман курăнса пычĕ, вĕçĕмсĕр вăрман. Унтан çав вăрман хушшинчи пĕр пĕчĕк станцире вĕсене каллех антарчĕç те лавсем çине лартса илсе кайрĕç. Каç пулнă чух вĕсем темле пысăк яла пырса кĕчĕç.
Ян халран кая пуçларĕ, унăн çав тери пуçĕ ыратрĕ... Малтанхи каç вĕсем ялти икĕ хутлă шкулта çывăрчĕç, ирхине вара темле ватăрах вырăс хĕрарăмĕ, кивĕ сăран пиншак, арçын атти тăхăннăскер, вĕсене хăй патне илсе кайрĕ. Пысăк пӳртре вăл пĕр вун ултă çулсенчи хĕрĕпе кăна пурăнать-мĕн, унăн икĕ ывăлĕ — фронтра.
Лайăхах пурăнчĕç Янсем ун патĕнче... Темĕн те пĕр курса пĕтнĕ хыççăн кăштах лăпланчĕç, ашшĕ çинчен нимĕн те пĕлменни çеç хытă пăшăрхантарчĕ.
— Ăçта-ши вăл халь? Мĕн тăвать-ши çак самантра?
Вĕсем ашшĕ пирки калаçма пуçласан кил хуçи хĕрарăмĕ — тĕлĕнмелле ырă кăмăллă Аграфена Петровна — яланах лăплантаратчĕ:
— Ан кулянăр-ха ытлашши, сывах пулĕ-ха! Пурте пĕтеççĕ-им вара? — тетчĕ. Унтан хăйĕн ывăлĕсен стена çинче çакăнса тăракан сăнĕсем çине кăтартатчĕ: — Манăн иккĕшĕ те килтен кайнăранпа пĕрер çыру кăна ячĕç те, çапах та шанчăка çухатмастăп-ха, сывах пулĕ тетĕп...
— Васкаса тухнипе эпĕ ашшĕн сăнӳкерчĕкне те пулин илеймен вĕт-ха! — ӳпкелешсе илетчĕ Ян амăшĕ. — Хама хам çавăншăн ниепле те каçарма пултараймастăп... Ачасем пăхса пурăнатчĕç хуть...
— Уншăн та ан хуйхăрăр, — тетчĕ Аграфена Петровна. — Пурăна киле ӳкерчĕкне кăна мар, хăйне те курăр-ха, вăл авантарах та, савăнмалларах та пулĕ...
— Ой, ылтăн хĕрарăм эсĕ, Аграфена инке! — мухтаса илетчĕ вара ăна Ян амăшĕ.
Вĕсем кил хуçине кăна мар, ытти ял çыннисене те часах хăнăха пуçларĕç. Амăшĕ темиçе кунтанах колхозра ĕçлеме тытăнчĕ, тырă та вырчĕ, авăн та çапрĕ; аслашшĕ валли те ĕç тупăнчĕ: чăн малтан вăл, колхозра молотилка пăсăлсан, ăна хăвăрт кăна тӳрлетсе ĕçе ячĕ, унтан колхозăн юхан шыв çинчи пысăках мар электростанцине çӳреме тытăнчĕ, унти çамрăк механиксене пулăшрĕ. Ял çыннисем вĕсене çакăншăн питĕ хисеплетчĕç. Янпа Юули ялти ачасемпе туслашса вырăсла вĕрен-ме пикенчĕç, пилĕк çулхи пĕчĕк Элыа Аграфена Петровнăран уйрăлма та пĕлмерĕ, вăл та пăт-пат вырăсла ăнлана пуçларĕ.
Çапла пĕр хушă пурнăç йĕркеллех шурĕ темелле. Анчах фронтран килекен хыпарсем хăрушлансах пычĕç — тăшман çаплах пирĕн çĕр çине шалтан шала кĕрсе пырать иккен-ха. Пĕррехинче фашистсен икĕ самолечĕ Янсем пурăнакан ял çине те пырса тухрĕç... Чăн та, вĕсем хальхинче бомбăсем пăрахмарĕç, тупă-пулеметсемпе те пемерĕç, ун вырăнне çĕр çине темĕн чухлĕ тĕрлĕ тĕслĕ листовка сапса хăварчĕç...
«Германин никам çĕнейми çарĕ Хĕрлĕ Çара çапса аркатрĕ ĕнтĕ: кĕçех вăл Мускава, Ленинграда илет. Паян-ыранах сирĕн патăрта пулатпăр. Ниçта та тухса ан кайăр, ан тарăр, фюрер çарĕ сире валли çăлăнăç илсе пырать, эсир тинех чăн-чăн телейлĕ пурнăçпа пурăнакан пулатăр!» — тесе çырнăччĕ вĕсем çине.
Ян çав листовкăсенчен пĕр-иккĕшне урамран илсе кĕрсе аслашшĕне парсан ватă Пауль тарăхнипе малтан кăвакарса, унтан хĕрелсе, тарласа кайрĕ.
— Урнă кашкăрсем! Кама ĕнентерме шутлаççĕ-ши çак суя сăмахсемпе? Ухмах тесе шутлаççĕ-ши вĕсем пире? — терĕ те вăл çилĕпе листовкăсене чăр та чар çуркаласа ывăтрĕ.
Çакăн хыççăн тепĕр ик кунтан чăнах та инçетрен тупăсем йывăррăн ухлатни илтĕне пуçларĕ, каçсерен таçти вăрмансем хыçĕнчи пĕлĕте пысăк çутăсем ӳкрĕç — çав тери вăйлă пушар çутисем. Фашистсем совет ялăсене çунтарнă ĕнтĕ унта...
Пĕр ирхине вырăн çинче выртнă çĕртех Ян хăйĕн амăшĕпе аслашшĕ хуллен калаçнине илтрĕ.
— Нимĕçсем кунтан вăтăр-хĕрĕх километрта кăна. Районтан приказ килнĕ — пурин те тухса каймалла. Пире, аякран килнисене, чăн малтан ăсатаççĕ. Е паян, е ыран...
Вара каллех хускалса тухрĕ Янсен кил-йышĕ. Малтан пĕр талăка яхăн лавпа кайрĕç вĕсем, унтан каллех пуйăспа. Хăш-хăш станцисенче вĕсен пуйăсĕ çуршар кун ытла та кĕтсе тăчĕ, мĕншĕн тесен çул пушă пулмарĕ — фронт еннелле эшелон хыççăн эшелон иртрĕ. Вĕсене, паллах, пĕр самант та чарса тăма юраман.
Юлашкинчен вĕсем Горький хулине çитсе тухрĕç.
...Халĕ акă Янсен кил-йышĕ, çул çинче темĕн тĕрлĕ тертленсе пĕтнĕ хыççăн, аран-аран пăрахут çине вырнаçрĕ те Атăл тăрăх пырать. Каютăра ăшă, çутă, килти пекех туйăнать. Тач чăнах хупман каюта чӳречи хушшăн-хушшăн чĕтренсе тăкăртатни тата сайра хутра пăрахут кĕскен-кĕскен кăшкăртса илни çеç вĕсем килте мар, çул çинче пулнине, пăрахут пынине аса илтерет.
«Чăваш республикине илсе каяççĕ... — шухăшларĕ Ян паçăр аслашшĕпе амăшĕ каланине аса илсе. — Федя пиччесен çĕршывне, эппин... Кам пĕлет, тен, ăнсăртран эпир ăна тĕл пулăпăр? Ой, лайăх пулĕччĕ!..»
Анчах самантранах урăхла шухăшларĕ: «Çук çав, ун пек пулма пултараймасть. Халĕ вăрçă вĕт... Вăрçă вăхăтĕнче офицер епле килте пултăр-ха? Фронтра ĕнтĕ вăл, фашистсемпе çапăçать. Тен, хальччен аманнă та-и...»
Вăл вилме пултарасси çинчен Янăн шухăшлас килмерĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...