Пăрахут анаталла каять
Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ. Эрне ытла хĕвел пĕрре те курăнмарĕ, вĕттĕн-вĕттĕн сапакан çумăрпа хутăш йĕпе юр çурĕ, кунĕн-çĕрĕн çил вĕрчĕ, тăхлан тĕслĕ йывăр пĕлĕтсем кĕç-вĕç çĕре анса ларас пекех аяллăн шурĕç. Атăл шывĕ сăнсăрланса, тĕксĕмленсе кайрĕ, пĕрмай хумханса тăчĕ, çил вăйлăрах вĕрме тытăнсан хум тăррисем кăпăкланса хаяррăн сиккелерĕç, пĕр-пĕрне çапăна-çапăна арканчĕç.
Çулталăкри чи илемсĕр те салхуллă вăхăт — хура кĕркунне çитрĕ. Ĕнтĕ Атăл хĕрринчи вăрмансем çаралса, хуралса юлчĕç, уйрăм вырăнсенче тĕл пулакан чăрăшлăхсем çеç яланхи пекех ем-ешĕллĕн курăнаççĕ. Каç-каç Атăла çăра тĕтре хупласа лартрĕ, тепĕр чух çав тĕтре чаршавĕ кăнтăрла та сирĕлмерĕ. Ун пек чухне пăрахутсене питĕ кансĕр пулчĕ, вĕсен йĕркеллĕ çӳреме май килмерĕ, туран анаканнисем те, анатран хăпара-каннисем те унта та кунта, Атăл варринчех якорьсем ярса, чăтлăхра çухалса кайнă çынсем пек, пĕр-пĕрне сас парса хурлăхлăн кăшкăртрĕç.
«Эпĕ кунта-а!» — тенĕ пекех илтĕнчĕ вĕсем кăшкăртни... Тĕрĕссипе, Атăл тăрăх пăрахутсем çӳремелли вăхăт иртнĕ ĕнтĕ, навигаци хупăнмалла. Анчах та 1941 çулхи кĕркунне яланхи йĕркесене тытса пыма, сроксене пăхăнса ĕçлеме ниепле те май килмен. Темиçе уйăх каялла пирĕн мирлĕ те телейлĕ пурнăçпа пурăнакан Тăван çĕршывăмăра тискер тăшман килсе тапăннă, Хура тинĕсрен пуçласа Пăрлă океан таранах, те-миçе пин километр тăршшĕ тăсăлнă фронтра, хăрушла хаяр та йывăр çапăçусем пынă. Фронта мĕн кирлине — вăрçă техники, хĕç-пăшал, апат-çимĕç — вăхăтра илсе çитерме пур йышши транспортăн та пĕр чарăнмасăр, çĕрĕн-кунĕн пĕтĕм вăйпа ĕçлеме тивнĕ. Кунсăр пуçне, ун чухнехи йывăр кунсен-че фронт çывăхĕнчи районсенчен мирлĕ халăха — ватăсемпе вĕтĕсене, хĕрарăмсене — васкасах инçетри вырăнсене, вăрçă çук çĕре турттарса тухмалла пулнă. Эвакуированнăйсем хĕвел тухăçнелле чукун çулсем тăрăх та, автомобиль çулĕсемпе те, пăрахутсемпе те вĕçĕ-хĕррисĕр, пинĕн-пинĕн килсе тăнă...
...Темиçе кун хушши юрпа хутăш çумăр çунă хыççăн Атăл çинче пăр муклашкисем пула пуçларĕç. Малтанлăха вĕсем кăпăшка кăначчĕ-ха, анчах çанталăк сивĕтнĕ май вĕсем хытрĕç, пĕр-пĕрин çумне çыпăçса текех пысăкланса пычĕç. Пăра-хутсемшĕн çав пăр таткисем — чăн тăшмансемех вара, вĕсем чăрмантарма çеç мар, пысăк сиен кӳме те пултараççĕ. Чи ăста капитансем те çавăн пек чух рейса тухса кайма килĕшмеççĕ — юрамасть.
Анчах пристань çинче фронт таврашĕнчен куçса килнĕ те-миçе çĕр çын — пĕр-ик эрне каялла çеç вут-çулăм ăшĕнчен тухнă, вилĕмрен ăнсăртран çăлăннă, темĕн тĕрлĕ тертленсе, асапланса пĕтнĕ ват стариксемпе карчăксем, кăкăр ачисене чĕркесе тытнă хĕрарăмсем, шкула каймалли вĕтĕр-шакăрсем — кĕтсе лараççĕ пулсан, вĕсенчен нумайăшĕ çуллахи тумсем çеç тăхăннипе шăнса хыта пуçланă, хăшĕсем чирлесе те кайнă пулсан мĕн тумалла-ха? Çук ĕнтĕ, темле йывăр килсен те кун пек çанталăкра пăрахута вырăнтан хускатма шыв çинчи пур саккунсем те чараççĕ пулин те — каймаллах, çитес çĕре илсе çитермеллех вĕсене, урăхла май килмест!..
Акă Горький хулинчи пĕр пристань пуçĕнчи «Диспетчерская» тесе çырнă каюта алăкĕ хыçĕнче темиçе арçын питĕ шавлăн калаçни илтĕнет. Хĕрсе кайсах тавлашаççĕ унта. «Юрамасть кайма. Ирччен пăрахут Атăл варринчех шăнса ларать. Çынсене вара тата ытларах асап кăтартса пĕтеретпĕр!..» Пĕри калать çавăн пек, тепри... Пурте пĕр шухăшлă пулнă пек туйăнать. Унтан сасартăк виççĕмĕшĕ хулăн сасăпа хыттăн, приказ панă пек калама тытăнать:
— Тавлашни усăсăр, юлташсем! Каймаллах. Пристаньре сакăр çĕр çын ытла. Ачасем, ваттисем. Чирлисем нумай. Ăçта чикмелле вĕсене? Горький хули те, облаçĕ те туп-тулли, тек пĕр çын та йышăнма пултараймаççĕ. Кусене Шупашкара илсе çитерес пулать, вĕсене Чăваш республикине вырнаçтарма палăртнă...
— Анчах эсир çанталăкĕ мĕнлине куратăр-и? Шута илетĕр-и çавна, çук-и? — çапах та хирĕçме тăрать пĕри.
— Çил çурçĕртен вĕре пуçларĕ çав. Норд-ост. Сивĕтет, — илтĕнчĕ тембр сасă. — Пĕртте шанчăклă мар. Питĕ шикленмелле.
— Пĕлетĕп, анчах ним тума та çук, — терĕ вĕсене хирĕç хулăн сасă. — Вăрçă, юлташсем, вăрçă! Нимĕнле йывăрлăх умĕнче те чарăнса тăма юрамасть. Çынсене çăлас пулать. — Сасă пĕр вăхăтлăха шăпланчĕ, унтан каллех илтĕне пуçларĕ. — Çапах та эпĕ «Парижская коммуна» Шупашкара чиперех çитсе килессе шанатăп. Питех кирлĕ пулсан пулăшма буксирсем ярăпăр. Çур сехетрен вăл çак причал патне килет. Çынсене йĕркеллĕ, тĕркешӳсĕр вырнаçтарăпăр. Вун иккĕре пăрухат хускалса каймалла...
— Ку мĕн вара, приказ-и?
— Приказ. Ăна пурнăçа кĕртмесен пире пурне те çар трибуналне параççĕ. Каçару пуласса ан кĕтĕр.
— Пĕтĕмпех паллă апла...
Чăнах та, тепĕр çирĕм-вăтăр минутран çак причал çумне темле хурлăхлăн та вăрăммăн кăшкăртса çу каçа самаях вараланнă, сăнсăрланнă пысăк пăрахут пырса тăчĕ. Унăн сарлака трубинчен пĕр вĕçĕм хуп-хура тĕтĕм палкать, трюмра хăватлă машинăсем такама çилленсе калаçнă пек хуллентереххĕн кĕрлеççĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе машина пайĕнчен тухакан шурă пăс чашкăра-чашкăра илет.
Çакна курса дебаркадерăн иккĕмĕш хутĕнчи кĕтмелли залра ларакансем пĕр харăсах шавлама, тăрмашма, унăн-кунăн кумма тытăнчĕç. Темиçе çĕрте ачасем макăрса яни илтĕнчĕ, тахăшĕсем теприсене ятран чĕнсе кăшкăрчĕç. Аяла анмалли ансăртарах пусма çинче пробка пулса ларчĕ — темĕн тĕрлĕ çыхăсем, чăматансем, карçинккасем, ещĕксем йăтнă, пĕчĕк ачисене аллисене тытнă, утаканĕсене çавăтнă çынсем ытла та пĕр харăс пырса чыхăнчĕç унта. Малтисем хирĕнкелесе тух-сан тин çынсем пĕр майлăрах шума тытăнчĕç.
Пăрахут çинчи матроссем те, пристаньре ĕçлекенсем те çынсене ӳкĕтлерĕç, лăпкăрах йĕркеллĕрех пулма ыйтрĕç:
— Ан васкăр, юлташсем! Елкĕретĕр!..
— Никама та пăрахса хăвармастпăр, пурне те илсе каятпăр вĕт! Пăрахут пысăк! Вырăн çитет!
— Малтан ачасене илсе кĕртĕр! Ан хĕсĕр ĕнтĕ, ан кĕпĕрленĕр, хуллентерех пырăр!
Анчах усси питех пулмарĕ. Пурте васкарĕç, пĕр-пĕрне тĕрткелерĕç, малтисен урисем çине пусрĕç. Çавăнтах вăрçкаласа илнисем те илтĕнчĕç. Мĕн тăвас тетĕн, ку çынсем ниепле те лăпкă пулма пултарайман çав — ытла та нумай хурлăх курнă, темĕн те пĕр тӳснĕ вĕсем юлашки вăхăтра, сывă юлассăн та, вилĕмрен хăтăлассăн та туйăнман вĕсене. Халĕ те нумайăшĕ хăйсем хăрушлăхран хăтăлнине ĕненсех çитеймен-ха...
Пĕр сехет ытла иртрĕ çынсем пăрахут çине вырнаçиччен. Шала кĕрсен те вăрахчен шавларĕç-ха вĕсем, ниепле те лăплан-са çитеймерĕç. Пĕрисен ачисем çуйăхаççĕ, теприсем ку таранччен пĕрле килнĕ юлташĕсенчен уйрăлса кайнă — вĕсене шыраççĕ, теприсем тата ачи-пăчине часрах вĕри шыв ĕçтерсе ăшăтма васкаççĕ.
Чăн юлашкинчен трап тăрăх пăрахут çине пĕр çемье кăштăртатса кĕчĕ. Ыттисенчен уйрăм, кая юлса кĕнипе ку çемьене пурте курчĕç — çӳле улăхса пăрахут палубине тухма ĕлкĕрнисем те, дебаркадер çинче тăраканнисем те. Трап çине малтан пĕр вун-вун ик çулхи арçын ача ярса пусрĕ. Вăл ун-тан-кунтан лапчăннă пысăках мар сарă чăматан йăтнă та ун йывăрăшне пула сылтăм еннелле чалăшсах кайнă. Пуçĕ çинчи хура пустав карттусĕ куçĕ çинех анса ларнă, мăйĕнчи ула-чăла шарфĕн пĕр вĕçĕ пилĕкрен те аяларах усăннă, кĕске кăвак пиншак аркисем уçăлса кайнă — тӳмисем татăлнă пулмалла.
Ун хыççăн çӳллĕ, ырхан, кăштах курпунланнă старик утрĕ; унăн пичĕ шăрт пек хытă шап-шур сухалпа витĕннĕ — яланах хырăнса пурăннăскер, халĕ нумайранпа бритва тытман курăнать. Вăл — тумтирĕ çӳхе пирки пулмалла — хул пуççийĕсене хĕрарăм шалĕпе витнĕ, пĕр аллипе вараланса пĕтнĕ утиялпа чĕркенĕ пысăк çыхă йăтнă, тепринпе туя çине таяннă. Старик урисене хуллен, асăрханса илсе пусрĕ, анчах вăл пуринчен ытларах хăй шуçасран та мар, хăйĕн пальти аркинчен тытса пыракан кăн-кăвак куçлă, мамăк пекех шурă çӳçлĕ хĕр ача такăнса ӳкесрен хăрарĕ пулмалла. Юлашкинчен вара трап çине куçĕ-пуçĕ курăнмиех темле симĕс тумтирпе чĕркенĕ ача çĕк-ленĕ, хăрах аллипе карçинкка йăтнă хĕрарăм кĕчĕ. Ку ĕнтĕ çак ачасен амăшĕ пулас. Сăнран вăл питĕ те ĕшенчĕклĕ, çав тери шуранка, пысăк кăвак куçĕсем путса ларнă. Тӳрех курăнать — темиçе талăк хушши çывăрман вăл...
Хĕрарăм трап тăрăх темиçе утăм тусанах карçинкки карлăк хăминчен çакланнипе вăл каялла сулăнса кайрĕ, аллинчи ачи шариех кăшкăрса ячĕ, карçинкки вара çĕре ӳкрĕ. Хĕрарăм пĕшкĕнме тăчĕ, ачи тата хытăрах макăрма тытăнчĕ. Çав самантрах ун патне кăвакара пуçланă пысăк уссиллĕ матрос чупса пычĕ те карçинккана çĕртен вăшт кăна çĕклерĕ.
— Ан пăшăрханăр, гражданка, утăр, эп пулăшăп сире...Вĕсем виççĕмĕш класалла пăрăнса кĕчĕç. Карçинкка йăтнă матрос çынсем хушшипе хĕсĕнсе маларах иртрĕ те унталла-кунталла пăхкаларĕ. Пушă вырăн ниçта та курăнмарĕ. Пур çĕр-те те çынсем, япаласем — пăрахут çине малтантарах кĕнисем пур вырăнсене те йышăнса пĕтернĕ иккен. Кая юлнă кил-йыш ним тума пĕлмесĕр тăчĕ. Хĕрарăм халĕ те нăшăклакан ачине хуллен кăна çурăмĕнчен лăпкарĕ, ачашланă май унпа пĕрле малалла сулăнкаларĕ.
— Мĕн тăвас пулать-ши? — терĕ матрос татах йĕри-тавралла пăхкаласа.
— Ачасене те пулин вырнаçтарасчĕ... — терĕ старик вăйсăр сасăпа. — Пĕчĕкки чирлесе кайрĕ-ха пирĕн. Температура... Хамăр ура çинче тăрса та пыраттăмăр-ха, анчах ачине питĕ кансĕр пулать...
— Çук, ун пек ĕç тухмасть, — килĕшмесĕр пуçне пăркаласа илчĕ матрос. — Юрамасть ун пек! Пурне те вырнаçтарас пулать. Çулĕ çывăхах мар.
— Мĕн тăвас-ха эппин вырăн çук пулсан?
Матрос шухăша кайнă пек пулчĕ. Унтан çĕре лартнă карçинккана каллех çăтăр-çатăр йăтрĕ те тепĕр аллипе малалла кăтартрĕ:
— Атьăр манпа пĕрле! Ан юлăр!
Пурте кĕпĕрленсех ун хыççăн утрĕç. Тепĕр ик минутран малтанхи пекех унталла-кунталла кумакан çынсем темле пичкесем, михĕ куписем хушшипе пырса, машинăсен уйрăмĕнчен иртсе тăваттăмĕш класс вĕçĕнчи пĕр ансăр алăк умне çитсе чарăнчĕç. Матрос хăйĕн бушлачĕн кĕсйинчен уççи кăларса алăка уçрĕ те:
— Тархасшăн, кĕрсе вырнаçăр хăвăр пĕлнĕ пек! — терĕ. Старикпе хĕрарăм та ун çине самаях тĕлĕнсе пăхса тăчĕç.
Курчĕç вĕсем: çак ватă матрос вĕсене пассажирсем ларса çӳремелли каютăна та, служба пӳлĕмне те мар, хăй пурăннă çĕре илсе пынă-мĕн. Каютăра икĕ вырăн, вĕсенчен пĕрне килти утиялпа витсе хунă, минтерĕ те пур; пĕчĕк сĕтел çинче — чейник, икĕ стакан, сĕт тытнă графин...
Ярмат (2016-05-13 21:22:18):
Иртнĕ вăрçă ытла та хур кăтартрĕ Совет халăхне. Инкек çывăхлатать тесе ахаль каламаççĕ çав.
Никамта (2017-02-05 18:36:43):
Шупашкартан инще те мар калаве ощта