Тĕлĕкре Юрпике пултăм


Хĕлле. Урамра çил-тăман вĕçтерет, чарăнма шутламасть те. Пӳртрех ларма тивет. Телевизор ятăм. Унта «Енчен те эпĕ Юр Пике пулсан» юмах пырать. Кĕçех вăл вĕçленчĕ. Мана каллех кичем пулса кайрĕ. Çывăрма выртрăм та тĕлĕк тĕнчине лекрĕм. Эпĕ Çурçĕре Хĕл Мучи патне хăнана кайнă пек. Ăна сывлăх сунтăм та хамăн Юр Пике пулас килни çинчен пĕлтертĕм.

Хĕл Мучи тĕлĕннине палăртмарĕ,

— Ачам, малтан санăн асамçă патне каймалла. Вăл сана ылтăн çурта парĕ. Кайран çĕр айĕнчен пăртан тунă арча тупăн. Çурта çуннă май арча çинчи пăр ирĕлсе пĕтĕ. Унта асамлă мечĕк тупăн. Эсĕ ăна ил те çĕр тăрăх кустарса яр. Вăл ăçталла каять, çавăнталла ут. Мечĕк пĕлĕт çине кусса çитсен, эсĕ унран чĕнтĕрлĕ çитсă ыйтса ил. Унтан эсир уйăх патне çитетĕр, эсĕ унран çăлтăрсем парнелеме ыйт. Çаксем пурнăçлансан асамлă мечĕкне çавăнтах хăвар. Тинĕс тĕпĕнче кĕмĕл йĕппе пурçăн çип выртаççĕ. Вĕсене ил те хăвна валли кĕпе çĕле, ун çине темиçе çăлтăр сапса илемлет.

Эпĕ Хĕл Мучие тав турăм та вăл кăтартнă çулпа утрăм.

Асамçă килте пулмарĕ. Пӳрте пăхса çаврăнтăм та ылтăн патак куртăм. Эх, хĕпĕртесех кайрăм! Часрах ăна çавăрса тытрăм та качака пулса тăтăм.

Асамçă тăваттăмĕш кунне çеç таврăнчĕ. Пӳртĕнче качака такине курсан тĕлĕнсех кайрĕ. Эпĕ ăна хам мĕнле майпа качака пулса тăни çинчен каласа парсан вăл йăлтах ăнланчĕ. Унăн тепĕр патак та пулнă иккен. Вăл çав патака аллине илчĕ те хăй тĕллĕн темскер мăкăртатрĕ. Эпĕ каллех этем пулса тăтăм! Асамçăна хамăн ĕмĕт çинчен каласа патăм. Вăл мана пулăшма шантарчĕ, ылтăн çурта пачĕ. Çуртипе пăрлă арчана ирĕлтертĕм, асамлă мечĕк тупрăм, пĕлĕтрен чĕнтĕрлĕ çитсă ыйтса илтĕм.

Уйăх патне кайнă чухне шăтăка кĕрсе ӳкрĕм. Каç пулсан шăтăк тавра усалсем кĕшĕлтетме пуçларĕç. «Уйăхăм, тархасшăн, мана улăхма пулăш!» — тесе ӳкĕтлерĕм. Вăл мана итлерĕ, эпĕ уйăх çине вĕçсе хăпартăм. Вăл та мана пулăшрĕ, çутă çăлтăрсем парнелерĕ, вĕсене хам çĕленĕ кĕпе çине çакса ятăм…

Сасартăк темĕнле сас-чӳпе вăранса кайрăм. Паян Çĕнĕ çул-çке! Кĕçĕр çак юмаха малалла курайăп-ши?

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2009-12-26 22:03:51):

Çĕнĕ Çул умĕнхи ĕмĕтсем пурнăçланасса шанатăп.Галина та хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: