Ылтăн курăк
Пурăннă тет пĕр пĕчĕк хĕр ача. Вăл Анюта ятлă пулнă. Унăн чи çывăх тусĕ — Шарик йытă. Пĕррехинче Шарик чирлесе ӳкет. Анюта Шарик патне пырсан лешĕ этем чĕлхипе калаçма пуçларĕ тет. «Анюта, манăн чĕрĕлес пулсан ылтăн курăк тупмалла, çав ылтăн курăк хуçи — Алим ăсчах».
Анюта тăхăнчĕ те çула тухрĕ. Таçта та çитсе пăхрĕ, пур çĕрте те шырарĕ, шыраман кĕтес хăвармарĕ, асамлă курăк тупаймарĕ. Çӳресен-çӳресен ывăнчĕ, канма выртрĕ. Çав вăхăтра ун çумне хаяр асамçă пырса ларнă-мĕн. Вăл никама та юратман, уйрăмах ачасене. Çакскер Анютăна улталама шут тытнă. «Ман керменте ылтăн курăк ӳсет», — тесе Анютăна улталать. Хĕр ача ĕненсе хыççăн пырсан, ăна питĕрсе лартать. Çав керментех ырă асамçă та ларнă-мĕн. Ăна та сăнчăрпах сăнчăрласа лартнă Алим. Анюта ăна пулăшасшăн, анчах мĕнле — пĕлмест. Ырă асамçă çăра уççине ăçта пытарнине пĕлет-мĕн. Хĕр ача вăл каланă вырăна каять те уçăсен пуххине илет. Асамçăна сăнчăртан хăтарать, иккĕшĕ те пĕрле тухса тараççĕ. Хаяр асамçă вĕсене хăвалама пуçлать. Хăваласа çитме тытăнсан ырă асамçă темле сăмахсем калать те, вăрман ӳссе ларать. Хаяр асамçă вăрман урлă вĕçсе каçаймасть.
Икĕ юлташ кермене çитеççĕ. Асамçă хĕр ачана шыв, вут-çулăм тата ылтăн курăк парнелет. Анюта килелле çул тытать. Ăна хирĕç вут-çулăм килет. Хĕр ача асамçă панă шывпа пĕрĕхет, вут-çулăм сӳнет. Вăрманти йывăçсем хăратса шавлама пуçлаççĕ, хĕр ачана шиклентереççĕ. Анюта вут-çулăм кăларать, чăштăртаттарса хăратакана хăваласа ярать. Анюта вăрмантан хитре уя тухать, чечеклĕ çулпа килелле чупса каять. Шарике ылтăн курăк çитерет те йытă сывалать. Урăх нихăçан та чирлемест.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...