Телей уççи


Кĕçех хĕрарăмсен уявĕ çитет. Мĕн парнелемелле-ши аннене? Мĕнпе савăнтармалла? Асаннерен ыйтрăм та, вăл мана телей уççи парнелеме хушрĕ. Ăçта-ши вăл телей уççи, хăш тĕнчере-ши? Асанне вăл ăçтине пĕлмест, мана тинĕс çăлтăрĕнчен ыйтса пĕлме хушрĕ. Çула пуçтарăнтăм, тинĕс хĕррине çитрĕм. Тинĕсе ишсе кĕтĕм, çул çинче пĕр пĕчĕкçĕ пулăпа тĕл пултăм,

— Ăçта пурăнать-ши тинĕс çăлтăрĕ?

— Тинĕс патшалăхĕнче.

Патшалăха ишсе кайрăм. Кĕçех каланă çĕре çитрĕм. Тинĕс çăлтăрĕ çывăратчĕ, манăн ăна вăратас килмерĕ, анчах та вăл хăех вăранчĕ те,

— Мĕн кирлĕ сана хĕрĕм? — тесе ыйтрĕ.

— Телей уççи шырама тухрăм. Эсĕ вăл ăçтине пĕлетĕн-и?

— Эпĕ пĕлместĕп, анчах та çӳл тӳпери çăлтăрсем пĕлеççĕ пулĕ, çавăнталла çул тыт.

Эпĕ вĕçме пачах та пĕлместĕп-çке. Мĕн тăвас? Çăлтăрсем патне епле çитес?

Ман кĕсьере тем чакаланать. Мĕн-ши ку? Пĕчĕк çеç гном иккен. Савăнсах кайрăм, вăл мана пулăшатех! Гном пулăшма шантарчĕ, анчах та малтан тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлме хушрĕ. Тупмалли юмахсене пурне те пĕлтĕм! (Эпĕ уроксенче тупмали юмахсене яланах тăрăшса вĕренетĕп-çке). Гном темскер мăкăртатрĕ çеç, ман алăсенче çунатсем ӳссе те ларчĕç, эпĕ çăлтăрсем патнелле вĕçе пуçларăм. Пĕр хитре, илемлĕ, пысăк çăлтăр патне вĕçсе çитрĕм, унран телей уççи тупса пама ыйтрăм.

Çăлтăр мана хĕвел патне çул тытма сĕнчĕ. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, хĕвел мана пулăшрĕ! Вăл мана телей уççи парнелерĕ. Уçă кăмпа евĕрлĕ, айккисенче виçĕ ылтăн чул тĕпренчĕкĕ.

Хĕвелпе сыв пуллашрăм, килелле вĕçрĕм. Киле вĕçсе çитрĕм те телей уççине аннене — юратнă аннене парнелерĕм.

— Аннеçĕм, нихăçан та ан чирле, пурнас кун-çулу вăрăм пултăр! Телей сана, аннеçĕм!

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: