Кăвак çеçке
Юлташăм тухрĕ ирхине
Йĕпе окопăн хĕррине.
Сасартăк курчĕ вăл çеçке.
Кăвак çеçке илемлĕ-çке.
Ăна татса, конверт ăшне
Чиксе ăсатрĕ инçене.
Çеçке йăпатĕ инçетре
Фиалка куçлă пĕр хĕре.
Çеçки типсен те, пӳртĕнче
Çеçке пек туйăнĕ тĕнче.
Надежда евдокимова (2017-01-15 19:23:58):
Сăвви кеске пулсан та шухăшĕ питĕ тарăн. Кăмăллатап çакăн пек сăвăсене.вулас килет.