Чул çыран хĕрринче
Чул çыран хĕрринче пĕчĕк пӳрт,
Юр тултарнă мăрйийĕ таран...
Мăнакка, хăвăртрах уçса кӳрт,
Çитсе ӳкрĕм паян эп аран.
Ураран ӳкерен шартлама
Кун каçа муталарĕ пире.
Ни ĕçпе, ни вутпа ăшăнма,
Тумтирри тумтир мар-çке çире!..
Чĕрт, аппа, вучахна... Çак яшка...
Салтăнам... Ăшăнма эп ларам...
Малашне те пулсан çакнашкал —
Тĕнчере пурăнни те харам...
Куллен-кун хăшкăла-хăшкăла
Хырăмшăн хырăмпа шăвăнан.
Çынлăхран кăларан мăшкăла
Хăçанччен тӳсмелле-ши, тăван?..
Çун, вучах! Ĕнтĕркенĕ вăй-хал,
Тепĕр хут йăл илсе амалан.
Курасси, тен, нумай,
Пурнасси, тен, сахал...
Мĕн пулать, мĕн килет —
Тапалан!..
Шухăшсем
Манăн чи юратнă сăвăсенчен пĕри...
Никифор Мранькка çырнă произведенин чĕлх...
Мĕншĕн хускатнă-ха вăл çак шухăша вун ç...
Ват çынсен уйрăлăвĕ, пурнăçа хакласа кал...
Ун куçĕ хупăнсан — пĕр çăлтăр сӳнетех...
Сăмах та çук , пит вăйлă , тахçан вуланă...
Эпĕ те шанса пурăнатăп-ха...
Калав питĕ килĕшрĕ...
Илемлĕ...
Килĕшет)Питĕ "техĕмлĕ" сăвă!Кĕрхи ĕççи в...