Йĕри-тавра темĕн чухлĕ чĕрчун...


Йĕри-тавра темĕн чухлĕ чĕрчун: мулкачсем, упасем, кашкăрсем, тилĕсем… Пуринпе те алă тытсах паллашрăм. Хĕл Мучипе юнашар – Юр Пике. Хĕл Мучи эп хăнана килнĕшĕн савăнчĕ, чей ĕçтерчĕ, кукăль çитерчĕ, тортпа хăналарĕ. Вăл мана, «Лайăх ача», – тесе мухтарĕ. Укçа, машина, темĕн чухлĕ елка парнисем парса савăнтарчĕ.

Юр Пике мана хăй çĕлесе эрешленĕ платье парнелерĕ. Ташламаншăн ятларĕ. «Лайăх вĕрен», — терĕ.

Эпĕ вĕсемпе таçта та çитсе куртăм. Савăннипе маччана çитиех сикрĕм. Пыл та çу çисе пурăнтăм. Хĕл Мучи панă укçапа кирлĕ япаласем илсе тултартăм. Эпĕ тем çӳллĕш сикнине курсан физкультура учительне, «Çав хĕрачана «5» паллă лартса пар», – терĕ Хĕл Мучи. Çил çунатпа ярăнтарчĕ. Пулăсем, китсем, акулăсем кăтартрĕ. Крокодилпа та ярăнтарчĕ. Йăтса çӳрерĕ. Юр Пике те мана карусельпе ярăнтарчĕ, вăл та парне, пысăк хитре пукане пачĕ. Эпĕ уншăн питĕ савăнтăм, савăннипе тĕнче тавра чупса çаврăнтăм. Юр Пике питĕ илемлĕ юмах вуласа пачĕ.

Эпĕ те Хĕл Мучипе тĕл пулса «Ăçта пурăнатăн?» – тесе ыйтсан, вăл мана, «Çурçĕрте», — терĕ. Пăлансем çине лартăмăр та вĕçтертĕмĕр кăна. Ӳкме пуçларăм та, Хĕл Мучи сухалĕпе ярса илчĕ, ӳкме памарĕ. Хирĕç бегемот килет. Вăл та лартса кайма ыйтрĕ. Лартрăмăр. Юр Пике патне çитрĕмĕр.

Хĕл Мучи пире Юр Пикепе иксĕмĕре вăрмана кайма хушрĕ. Хăй таçта тухрĕ, патаккине пăрахса хăварчĕ. Бегемот пӳрте кĕрсе тăрсан хăрасах кайрăм. Хĕл Мучин патаккипе бегемота яра патăм. Куç умĕнчех бегемотран юмахри тĕлĕнтермĕш пулса тăчĕ. (Ахаль патак пулман-мĕн Хĕл Мучин, асамлă патак пулнă). Шăп çав вăхăтра Хĕл Мучи каялла таврăнчĕ. Хăйĕн патаккипе пĕрех сулчĕ те, юмахри тĕлĕнтермĕш куç умĕнчен çухалчĕ. Хĕпĕртесех кайрăм. Хĕл Мучи мана мороженăйпа хăналарĕ, киле те леçсех ячĕ.

 

Галина Аркадьева, Марта Калашникова

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2009-12-26 22:00:11):

Хĕл мучипе Юр Пике пирки хăйне евĕрлĕ юмах çырнă хĕр ачасем! Маттурсем!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: