Юманпа Чĕкеç


Темиçе ĕмĕр каярах Çавал тăрăхĕнче, Матьшу хĕрринчи пĕр ялта, питĕ çиллес те хаяр чăваш Ахмат пурăннă тет. Ӑна Хусан мăрси хан валли халăхран хырçă-алман пухма хушнă. Çавăнпа ку чăваша алманçă тенĕ, вăл пурăнакан яла вара Алманч ят панă. Алманçă кĕрĕс-мерĕс кĕлеткеллĕ, пичке хырăмлă, кӳпшек питлĕ пулнă. Çавскер ял халăхне хăй аллинче тытнă, пуйнăçемĕн пуйса пынă.

Пуянни пуян, анчах телейĕ пулман унăн: ачи-пăчи, пĕрин хыççăн тепри, ураланичченех çĕре кĕнĕ. Юлашки ывăл çуралсан, ăна Юман ят панă. Вăл çав йывăç пек çирĕп пултăр, чир-чĕре ан парăнтăр тенĕ ĕнтĕ. Чăнах та, ача патвар ӳссе çитĕннĕ. Каччă çулне çитсен, ялти тимĕрçĕ хĕрне — ĕçчен те сăпайлă Чĕкеçе — килĕштернĕ вăл. Ку хĕр çурхи хĕвел пек ырă та ăшă кăмăллă, чечек евĕр чечен те чипер, пĕвĕпе ятуллă, кăмăлĕпе савăк, ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе çутă пулнă. Чĕкеç чунĕ Юманшăн çуннă. Каччă чĕри те Чĕкеç еннеллех туртăннă, анчах Ахмат шыв арманĕ хуçин самăркка хĕрне, Эминене, кин тума тĕллев лартнă: ăна кăкăр ĕмнĕ чухнех çураçса хунă-мĕн.

Алманçă та сăхă пулса çуралман. Малтанхи вăхăтра вăл та ыттисемпе пĕрлех хан улпучĕ-вăйпучĕ пусмăрне тӳснĕ. Чăн ĕнтĕ, пĕчĕкçĕ утар тытнăран кӳршĕ-аршăран кăшт тутăрах пурăннă.

Таврари чăваш ялĕсем пурте Карамыш мăрсана пăхăнса тăнă. Ун çинчен çакăн пек хавха сарăлнă: чăрăшран вăрăм йывăç çук, мăрсаран усал этем çук. Карамыш Упаçырми ялĕ çывăхĕнче хулаш тутарнă. Чăвашсем мăрса нукерĕсемпе пĕрле ун тавра ур, хальхи пек каласан, тарăн канав алтса çаврăннă, тăпра купаланă, çӳллĕ карман тунă. Карамыш кашни ялтах алман, ясак пуçтаракан, уйăрса лартнă. Çынсене хăех суя тунă, çаптарнă, асаплантарнă. Пăхăнманнисене вута пăрахса çунтарнă. Чăвашсене хан çарĕ валли сулсем, кĕперсем тутарнă, лава янă, çамрăкраххисене хăй патне — хĕсмете — илнĕ. Креппăçри е хулашри çара чăвашсен тăрантарса усрамалла пулнă.

Ахмат алманçа çапла тухнă: пĕррехинче, хĕвеллĕ шăрăх кун, йăлтăр-ялтăр тумлă Карамыш мăрса пысăк мар хуралĕпе Ахмат патне чей ĕçме кĕрет. Ахмат чаплă хăна умĕнче чупса кăна çӳрет, ури çĕре перĕнмест, кунак мĕн каласан та «алай» тет. Хăйĕн чавка çăмарти пек пăнчăллă-пăнчăллă питне тар тапса тухнă. Вăл кукша пуçлă мăрсана, унпа пĕрле ерсе килнисене май пур таран сăйлать. Карамыш пылне те тăранайми çиет, кăрчамине те сипетсĕр ĕçет, усĕрĕлсе пуплеймиех пулать. Кучченеçе пĕр чĕрес пыл, карсинкка тулли хĕп-хĕрлĕ панулми парса ярать Ахмат. Çавăнтанпа ун утарĕнчен хулаша чĕресĕ-чĕресĕпе пыл ăсанать, утар хуçи вара алманçă пулса тăрать. Мăрса унăн ятне Ахматран Ахмел туса хурать.

...Юманпа Чĕкеç хушшинчи юрату вăйлансах, çулăмлансах пычĕ. Вĕсем мăшăрланма та хатĕр ĕнтĕ. Çакăн пирки Юман пĕррехинче ашшĕпе калаçса пăхрĕ.

— Кам пирки калаçатăн э-сĕ? — тăруках тулхăрма тытăнчĕ ашшĕ. — Санăн çураçнă хĕрӳ пур-çке. Пӳлĕх умĕнчи çылăхран хăра. Пурнĕ хĕр мулĕ сана ĕмĕр пурăнма çитĕ. Арман хуçин урăх ача-пăча çук. Пĕртен-пĕр Эмине çеç. Алманчра кам хуçа! Халлĕхе эпир хуçа. Алманчра кам пуян! Халлĕхе аçу-аннӳ пуян. Манер çук шеп лартăпăр туйна. Ял тĕлĕнĕ.

— Ĕç тĕлне пĕлмен Эмине хĕрлех кăвас чĕресĕ пек пулса кайнă. Çĕлен чĕлхине чухлать тенине те илтме пулать ялта ун çинчен. Çитменнине, уринче та айăп пур: уксахлать. Мана Чĕкеçех илсе парăр.

Ашшĕн сăнĕ хура кĕркунне пек тĕксĕмленчĕ, пичĕ сумăрсăр пирченĕ ана пек пĕркеленчĕ.

— Ка-ма! Эсĕ шухăшласа калаçатăн-и? Чĕкеç мулсăр мулкач пулнине хăвах пĕлетĕн-çке. Йĕмсĕр янавар. Çара пакарта. Эминен вара ячĕ мĕне тăрать. Мăрса хĕрĕпе пĕр ятлă вăл.

Авланасси пирки каччă ашшĕ-амăшĕпе калаçса татăлаймарĕ. Чун савнă хĕрне качча илме чарни Юмана хуйха ертрĕ.

Алă шăнсан, алсиш тăхăнма хушнă. Пуçа йывăр килсен, ăслă-тăнлă çын патне кайма каланă. Шанчăклă тусран хакли çук, ватă çынран ăсли çук. Юман ăс ыйтма Тевет мучи патне кайрĕ.

— Эй-яй-яй... Ватăлтăм — халтан тайăлтăм, вăй-хал сутăн илес — ылтăнăм-кĕмĕлĕм çук. Санăн хуйху мана паллă, ăс паракан хам пулам-и! — пуçне каçăртрĕ Тевет мучи.

— Кăмăлу пулсан — тем пекчĕ, — терĕ каччă. «Эй-яй-яй... Чавса инçе те мар — çыртма çук. Телей те юнашарах — савăнса пурăнма çăткăнлăх чарать», — шухăшларĕ ун чухне Тевет мучи Ахмат алманçă çинчен. Сасăпа вара сапла каларĕ:

— Ĕнер çанталăк уярччĕ, паян çут тĕнче тĕксĕмленчĕ — пурпĕр тĕлĕнместпĕр. Ĕнер эпир телейлĕччĕ, паян телей çухалчĕ — пĕрех тĕлĕнмĕпĕр. Мĕскĕне юлар мар, пулар хамăр хастар. Авланма чараççĕ пулсан, ху качча тух...

Мучĕш мĕн сĕннине Юман малтан тавçăрса илеймерĕ, пĕр хушă шухăшларĕ те лăпланам пек пулчĕ. Анланчĕ вăл: унăн Чĕкеç патне киле кĕмелле. Кулса ячĕ те, мучие тав туса, хăвăрт тухса кайрĕ.

Чăнах та, ырă пускил хурăнташпа пĕрех-мĕн, унăн ăслă сăмахĕ ылтăнран та хаклă иккен.

...Матьшу хĕрринче вăрăм йăмра, çил тивмесĕр кун иртмест. Ай-хай мĕскĕн тăлăх хĕр, ах! теменни пĕр кун çук. Каскăн кăра çилпелен йăмра тăрри авăнать, йывăр хуйхă-суйхăпа Чĕкеç пуçĕ усăнать. Пĕр кунхине тăр кăнтăрлах сасартăк асар-писер çил тухрĕ, пӳрт тăррисене вистерĕ. Чĕкеçсен вити тăррине çĕре çавăрса çапрĕ. Çил тамалсанах, Чĕкеç анкартинчен картишне пĕр лав пĕлтĕрхи улăм турттарса кĕчĕ. Виçĕ юплĕ сенĕкпе улăма йăта-йăта илсе вите тăррине витме пикенчĕ. Шăп çак вăхăтра картишне Юман килсе кĕчĕ, хĕре сывлăх сунчĕ те çапла хушрĕ:

— Эсĕ, Чĕкеç, кĕреплепе вите тăррине хăпар, улăмне

аяптан сенĕкпе эпĕ парса тăрăп. Асăрхануллă пул: ан ӳк. Икĕ çамрăкăн ĕç ăнса пычĕ. Юман улăм çĕклесе панă майăн савнă хĕрĕ çине вăрттăн пăха-пăха илчĕ. Чĕкеçĕн сăнĕ салхуллă, анчах вăл пурпĕр ытарайми илемлĕ, кашни хусканăвĕ килĕшӳллĕ. Вите тăррине витсен çамрăксем кăмакара пĕçернĕ çĕрулми çирĕс, Чĕкеç хатĕрленĕ сулхăн квас ĕçрĕç.

— Атте-анне мана Чĕкеçе качча илме чарать... — вăраххăн пуçларĕ сăмахне Юман.

— Чĕкеç çĕрме пуян Ахмел ывăлне качча тухма шутламан та, — сасартăк кăмăлсăррăн пулчĕ ăна хĕр. — Сан çураçнă Эмине пур. Çав чиперкке ĕмĕтне татнăшăн пӳлĕхçĕ мана çитмĕл хут та тытса хуçлатĕ, ĕмĕр-ĕмĕр асап кăтартĕ.

— Атте-анне мана Чĕкеçе качча илме чарать, — çав сăмахах тепĕр хут каларĕ Юман. — Чунăмçăм, хĕвелĕм, ху илсем мана качча, куçам эп сан патна пурăнма. Асапне пĕрле тӳсĕпĕр. Вите тăррине çил çавăрса çапсан, пĕрле витĕпĕр...

Хĕр чĕнмест. Юман ăна ăшă куçĕсемпе сăнать, çепĕç сăмахсем калать:

— Мана çырнă хĕрупраçăн пилĕкĕ çимçе, куçĕ пиçнĕ çĕмĕрт тĕслĕ, çӳçĕ йĕпкĕн хура. Ячĕ Чĕкеç, хăй те çав вĕçен кайăкран пĕртте кая мар...

Хĕр каччăна итлерĕ-итлерĕ те, унăн пичĕ çине хĕвел çути ӳкнĕ пекех пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕ килĕшменнипе Юман çуначĕ хуçăлмаллипех хуçăлман иккен. Чĕкеç темшĕн-çке вăтанса кайрĕ, пуçне аялалла пĕкрĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ каччă Чĕкеçе пĕрремĕш хут чуптурĕ. Хальхинче хĕр те унран пăрăнмарĕ. Анчах алманçă ывăлĕ Чĕкеç патне киле кĕме ĕлкĕреймерĕ: ашшĕ ăна, темиçе лавпа тир тиеттерсе, Хусана кăларса ячĕ.

Чуна килĕшекен каччăпа пĕрлешме сăмах татнă хыççăн Чĕкеç çунатланчĕ тейĕн. Пуртне çуса тасатрĕ, картишне тирпейлерĕ, анкартинче утă çулчĕ. Ун аллинче ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Хăй пĕрмаях Юман таврăнасса кĕтрĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе сĕтел çине чавсаланса ларчĕ. Сайра вăрман çинче юр тăмасть, шухăшлă çынра сăн тăмасть. Чĕкеçĕн те пиçнĕ çырла сăнĕ иксĕлме пуçларĕ. Юман çул çинче вăрă-хурах тĕлне пулса инкек-синкек курасран та хăрать вăл. Тĕлĕнмелли çук: чуна ăшăтакан имлĕх Юманпа пĕрле çӳрет, пур савăнăçа та вăл кӳрет.

Хĕршĕн инкек кĕтмен çĕртен сиксе тухрĕ. Хаяррăн вĕрекен Улайкка çĕрле сасартăк йынăшса ячĕ те пачах шăпланчĕ. Ырă мара сиссе, Чĕкеç пуртă тытрĕ, картишне тухрĕ. Пĕлмен çав хăюллă хĕр унта хăйне мĕн кĕтнине: ăна йывăç тукмакпа пуçран çапса минретрĕç те, шăналăкпа чĕркесе, арман пĕви хĕррине йăтса кайрĕç. Пичĕсене хупланă икĕ тискер арçын мĕскĕн хĕр мăйĕнчен йывăр чул çыхрĕс. Çав хушăра хăйсем пĕрехмай кĕл турĕç:

— Ырă пӳлĕхçĕ, каçар. Çылăх тесе ан шутла, кирлĕрен çапла тума тивет, хуçа хушнипе хĕр пурнăçне тататпăр, — мăкăртатрĕ пĕри.

— Эсĕ, Чĕкеç, ан кутăнлаш, арман пĕвине лайăх сыхла, татса кайма ан пар, — пăшăлтатрĕ тепри.

Çав эсреметсем хĕр утне сулласа шыва пăрахасшăнччĕ, сасартăк тĕмсем хыçĕнчен темиçен сикрĕç тухрĕç, хăлхасăр çын та илтмелле кăшкăрса ячĕç:

— Эй, мĕн тăватăр эсир!

Эсреметсем иккĕшĕ те самантрах куçран çухалчĕс. Вĕсене усалран та усал ĕçе вĕçне çитерме чаракансем Юман тусĕсем — Ухатер маттурĕсем — пулчĕç. Хĕр мăйĕнчен çыхнă сулмаклă чула салтса шыва пăрахрĕ Ухатер. Ун кĕпи çухавине вĕçертрĕ, юн таппине тĕрĕслерĕ.

— Сывлать, чĕри тапать, — кĕçех пĕлтерчĕ юлташĕсене.

авăн хыççăн Ухатерпе унăн юлташĕсем Чĕкеç килĕнчен темиçе каç тухмарĕç. Ӑна тăна кĕрсе вăй илме пулăшрĕç, усал-тĕсел шухăшлисенчен сыхларĕç. Кун иртрĕ те çĕр иртрĕ, куç пек кĕтнĕ кун та çитрĕ: Юман Хусантан таврăнчĕ. Хăй çул çуренĕ хушăра тăван ялĕнче мĕн пулса иртни ăна ăш-чикĕ вĕреме кĕмеллех тарăхтарса ячĕ, чышкисем хăйсемех чăмăртанчĕç. Юрать-ха, ăна Ухатер лăплантарчĕ.

— Пӳлĕх курать, вăл суккăр мар, мĕнле тавăрмаллине пире калĕ. Эпир вара канлĕх кĕтместпĕр, çăмăллăх шырамастпăр, пусмăра хирĕс тăратпăр, — шантарчĕ вăл Юманпа Чĕкеçе.

— Эпир таркăнсем мар, эпир харсăрсем, — куланçи турĕç Ухатер тусĕсем.

Каччăпа хĕртен вĕсем, çывăх тăвансем пекех, алă парса, ыталашса уйрăлчĕç. «Кирлĕ пулсан, мана Ĕпхӳ çырминче шыра», — Юмана шăппăн пĕлтерчĕ тухса каяс умĕн Ухатер.

Халап малаллах, вĕçне тухмаллах. Ял тăрăх хыпар хыççăн хыпар сарăлать, чап каять те ят каять. Ырă сăмах лĕпĕшпе вĕçет, усал сăмах утпа çӳрет. Пĕр-ик кунран Алманчра çăвартан çăвара çапла пĕлтерчĕç: арман хуçи çухалнă, вилли те çук. Вăл ăçтине Ухатер маттурĕсем кăна пĕлме пултараççĕ. Унтан инкесем тепĕр хыпар шĕкĕлчерĕç: Чĕкеç патне Юман киле кĕнĕ.

Алманчра чăнах та çĕнĕ çемье чăмăртаннă.

— Ай-хай, ырă пӳлĕхçĕ! Пире ырă пурнăç пар! — илтĕнет çуталса кайнă пӳртре Чĕкеç сасси ирсерен.

Мăшăрĕн сăнĕ пĕрмаях шурăмпуç пек çуталса тăтăр тесе, Юман ăна çине-çинех ăшă-ăшă сăмахсем калать.

— Хĕвелĕмçĕм, Чĕкеçĕм, пăшăрханма ан шутла, пирĕн телей тупăннă ĕнтĕ, — йăл кулать вăл, арăмĕн аллине чăмăртаса.

Анчах çĕн çынсен телейĕ вăраха пымасть. Сылтăм хăлха йăнласан, — ырă хыпар, сулахаййи йăнласан, усал хыпар илтет тет. Юманăн сулахай хăлхи йăнларĕ — инкек кĕтнине пĕлессе пулчĕ. Унăн çывăх юлташĕ Ухатер килсе çитрĕ те тăшмансем çамрăк мăшăрăн кил-çуртне вут тĕртсе çунтарма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Ку ĕнтĕ Юманпа Чĕкеçшĕн чăннипех те пысăк хуйхă пулчĕ.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2009-03-22 19:11:30):

Халапа интересленсе вуласа тухрам.Шкулта уса курма паха материал.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: