Пĕве тĕпĕнчи пистолет
Ăçта пытарас тесен те, шанчăклă мар пек туйăнма тытăнчĕ. Хăйĕнпе пĕрле йăтса çӳреме те шухăшласа пăхрĕ. Пĕр-пĕр хутаçа чиксе.
Иван пӳрте кĕчĕ. Пистолета сĕтел çине хучĕ. Мĕнле пăхма тавçăрайман-ха вăл? Патронĕсем пуррипе çуккине те пĕлмест. Кĕтмен çĕртен персе ярсан тата. Иван асăрханкаласа çĕтĕке салатрĕ. Хура кĕпçе хăрушшăн курăнса кайрĕ. Ку пистолет таçта та çитсе курнăскерех пек туйăнчĕ ăна. Магазинра патрон пулмарĕ те, чунĕ лăшах кайрĕ Иванăн.
Миçе çын пурнăçне татма ĕлкĕрнĕ-ши ку? Тен, Анатолий те ку тискер ĕçе хутшăнма ĕлкĕрнĕ? Ĕç пуçласан, тĕпчеме тытăнсан, эпĕ те ăна пулăшни çиеле тухсан, усал ĕçе пытарма хăтланнă тесе айăплаççĕ вĕт хама тесе шухăшларĕ Иван. Чăнах та хăрамалла каплах пулсан. Иван хăйĕн ятне ку таранч-чен нимпе те вараламан, ăна халĕ те таса хальлĕнех упрасшăн вăл. Иван хальччен никама та суйса курман. Ытти усал ĕçрен те пăрăнса çӳренĕ.
Алăк тепĕр енче сасă илтĕннĕ пек пулчĕ. Иван васкаса пистолета тепĕр хут чĕркерĕ те ăна кĕсйине чикме хăтланчĕ. Капла май килмерĕ. Васкаса кăмака умне пычĕ те сивĕ кăмакана чиксе хучĕ. Вара алăк патне таврăнчĕ. Кам унта тесе ыйтса тăмарĕ. Алăка уçрĕ. Анчах кĕрекен никам та пулмарĕ. Хăй тухрĕ. Ун-кун пăхкаларĕ. Никам та курăнмарĕ.
— Тьфу! Капла ăсран тайăлма та пулать, — мăкăртатса илчĕ Иван. — Леçсех паратăп хуçине. Паянах...
Капла шухăшласан лăпланнă пек пулчĕ. Пистолета васкаса пытарнă вырăнтан илчĕ. Темшĕн ăна ал шăллипех чĕркерĕ: яшка пĕçерекен кастрюле хучĕ, çиелтен витрĕ.
Каçченех пахчара тăрмашрĕ. Çăкăр лавккине кайса килĕп-и тенĕччĕ. Унта та каймарĕ. Киле никамсăр хăварма хăрарĕ. Каçа хирĕç вара пăлханса ӳкрĕ. Анатолий патне çак тĕркене леçме пуçтарăнчĕ. Анчах мĕн каласа мĕн ĕнен-терĕп ку тусăма тесе шухăшласа илчĕ. Кайма тухмарĕ. Тусĕ умĕнче хăравçă та тĕшмĕшлĕ çын пек курăнас килмерĕ.
Анчах тăршшĕпех çапла асапланма та май çук-çке-ха.
Иван халранах кайрĕ. Алăка сăлăпларĕ. Пистолета минтер айне хучĕ. Салтăнмасăрах кĕрсе выртрĕ. Каллех ыйхă килмерĕ. Иван пуçĕнче пĕртен-пĕр шухăш кăна пулчĕ. Анатолий умĕнче мĕн каласа тӳрре тухмалла-ши? Пистолетне тавăрса панă чухне, паллах. Тинех чи кирлĕ шухăш килсе кĕчĕ пек туйăнчĕ. Мĕн тавăрса калайĕ, енчен манăн, Иванăн ĕнтĕ, питĕ васкавлă тухса каймалли тупăнчĕ тесен? Чăнах та, чăнах та... Вăл тахçанах хулара пурăнакан тăван мар тетĕшĕ патне хăнана кайма пулнăччĕ. Мотоцикл валли юрăхлă пайсем туянмалла теме те пулать. Чăнах та, çаплах тумалла пулĕ. Вăл хулара пулнă вăхăтра Анатолин те пурте майлашĕ. Çапла, шăпах çапла тумалла!
Иван лăпланчĕ. Çывăрса та илчĕ. Ку тĕрĕссипе ыйхă та пулмарĕ-ха. Шухăшласа ывăннă пуç мими кăштах канса илчĕ. Çавă кăна. Ыйха путнă-путман вăранса та кайрĕ. Тăрса та ларчĕ. Чĕтрекен алли минтер айне ухтарма пикенчĕ. Тӳрех алла ним те лекмерĕ-ха. Хытăрах чĕтреме пуçларĕ минтер айне ухтаракан алă. Пистолет лексен те час лăпланмарĕ.
Иван пистолета «авоськăна» чикрĕ. Çиеле тĕрлĕрен инструментсем хучĕ. Мăлатук аврине юри курăнмалла çӳлелле кăнтарчĕ. Вара Анатолий патне тухса утрĕ. Вăл ялăн тепĕр вĕçĕнче пĕве хĕрринчи çуртра пурăнать.
Хĕрринчи çурт патне çитсен ун умĕнче халăх хĕвĕшнине асăрхарĕ. Арçын ачасем хӳме çине хăпарса ларнă. Картишнелле пăхаççĕ. Кинемейсем хапха умне кĕпĕрленнĕ. Тем сӳтсе тем яваççĕ.
Иван çывăхарах пычĕ. Хĕрарăмсен калаçăвне итлеме шутларĕ. Пурне те пĕлекен, пурне те илтнĕ Матрюнь аллисемпе хăлаçланса пурте илтмелле калать. Çĕрле машинăпа килнĕ. Хула çыннисем пулмалла. Сăран тумпа хăйсем. Упа Тулине çавăтса тухнă та машинăна лартнă. Машини вара хураскер...
Иван малалла итлеймерĕ. Йăлтах-йăлтах ăнланса илнĕ пек туйăнчĕ. Вăл васкаса пĕве еннелле утса кайрĕ. Хăва çăра ӳсекен вырăна пычĕ. «Авоськăран» пистолет кăларчĕ, мĕн пур вăйран ăна шывалла ывăтрĕ. Пистолет пĕве варрине ӳкрĕ. Хăй хыççăн ункăсем хăварчĕ. Ункисем пистолет ӳкнĕ вырăн тавра çаврăна-çаврăна илчĕç те куçран çухалчĕç. Иван чунĕ те лăпланнă пек пулчĕ. Анчах тус тенĕ çын пирки шухăшлама кăна пăрахаймарĕ. Камсем лартса кайнă ăна? Таврăнать-и каялла хăçан та пулсан? Çак шухăшсем пистолет пирки хупăнса шухăшланинчен те хăрушăрах пулчĕç.
Каллех çывăраймарĕ. Ку хутĕнче аллисем минтер айне хыпашламарĕç. Ку хутĕнче пуçра пĕр шухăш пулчĕ: пĕр суймасăр пурăнма пӳрмен пулĕ çав никама та, суймах тивет пулĕ.
Ыйхăсăр каç иртнĕ-иртмен пурне те пĕлекен Матрюнь патне тухса чупрĕ.
— Хăйне лартса каясса кĕтнĕ пекех, — терĕ Иван Матрюне, — Упа Тули хăй пытарса усранă пистолетне пĕвене кайса печĕ. Ăна хам куртăм тесе ĕнентерчĕ Иван, — кирлĕ пулсан, ăçта ӳкнине тĕлне кăтартма пултаратăп...
Ĕненчĕ Матрюнь. Ӳркенмерĕ Матрюнь. Иванпа пĕрле пĕве хĕррине анчĕ. Пистолет шаплатса ӳкнĕ вырăна лайăхах астуса юлчĕ.
Тытăнчĕç ял ачисем кӳлĕ тĕпĕнчи пистолета шырама. Ку енче çăра хăвалăх пулнипе леш енчи çыранран чăмаççĕ те чăмаççĕ. Матрюнь ку енчен пăхса ларать...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...