Хĕл Мучипе тĕл пулни
Пĕррехинче хĕллехи вăрмана вăрăм шăчă шырама кайрăм. Чылай çӳресен ватă вăрман патне çитсе тухрăм. Юман çине ăнланмалла мар чĕлхепе темĕн çырнăччĕ. Пăхса тăтăм-тăтăм та, аса илех кайрăм, ара, хамах тахçан çырнăччĕ-çке, «Кам та кам Хĕл Мучи çинчен сăвă шутласа кăларать, çав çак юман хăвăлне кĕме пултарать. Юман хăвăлĕнче пусма пур, çав пусма пĕлĕте илсе çитерет». Тĕлĕнсе тăтăм-тăтăм та…
Çав вăхăтра йывăç çинчен юр ӳкрĕ. Çилленсех кайрăм, ман çинех ӳкрĕ-çке. Çак самантра пуçра сăвă йĕркисем шăранчĕç,
Хĕл Мучи, Хĕл Мучи,
Парне илсе килтĕн-и?
Хĕл Мучи, Хĕл Мучи,
Канихвет çитеретĕн-и?
Сăвă вуласа пĕтернĕ çĕре юман хăвăлĕ çуталчĕ те унти пусмана курах кайрăм. Хăвăла кĕтĕм те, пусма картлашкисем тăрăх çӳлелле улăхрăм. Пĕр 10 минут пек кайрăм-и, пĕлĕт çине улăхса лартăм. Хăрасах кайрăм, ман умра пăртан тунă кермен ялтăртатса ларать, куçа шартарсах ярать.
Кермене кĕтĕм, вăрăм коридорпа утатăп. Унăн вĕçĕнчи алăка уçрăм та пахчана тухса тăтăм. Алăк патĕнче пĕчĕк кăна çăкăр татки курсан хĕпĕртесех кайрăм. Унччен те пулмарĕ, пĕчĕк çеç хитре кайăк çын сассипе, «Çăкăр çитер», — тет. Çитермерĕм, хама валли те сахал-çке. Кайсан-кайсан пĕр пӳрт патне çитсе тухрăм. Алăка шаккатăп, «Кам унта?» — илтĕнет ватă старик сасси.
— Эпĕ-ха ку, Женя, хăнана килтĕм, — тетĕп.
Алăка вăрăм сухаллă старик уçрĕ, хĕрлĕ кĕрĕклĕскер, кĕрĕкĕ çинче — çăлтăрсем, çăм алсишпе, карçинккапа.
— Кил, ирт, Женя.
Вăл шăхăрчĕ те — алăк патне упа çитсе те тăчĕ. Упа çине лартăм та килелле вĕçтертĕм. Çула май ун пӳртне те кĕресшĕнччĕ — пулмарĕ.
Куçа уçрăм та — вырăн çинче выртатăп иккен. Çывăрса кайнă та тĕлĕнмелле тĕлĕкре Хĕл Мучие курнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...