Шур юр ӳкрĕ...
Ирпе тăтăм, ăнран кайрăм
Пĕтĕм тĕнче улшăннă:
Ĕнер пылчăк, аран утрăм,
Паян такăр — çĕр шăннă.
Лăппи-лаппи шур юр çăвать,
Тĕнче шур тум тăхăнать,
Кĕрхи кунсем иртсе каять.
Кайтăр. Хĕлле тытăнать.
Кĕр тăвăлĕн пырĕ типнĕ,
Уламалăх вăйĕ çук.
Куççуль тăкма вăхăт иртнĕ,
Хĕл те ирĕк парас çук.
Уçă сывлăш чуна уçать,
Кăкăр сывлать çăмăллăн.
Шур юр çутти куçа сапать,
Çут çанталăк кăмăллă.
Инкек-синкек вăхăтлăха
Пуçран тухса çухалать.
Каллех телей шăтса тухса
Чун-чĕрере çуралать.
Вĕт-шакпала, хуйха манса,
Выляс килет юрпала.
Телей пулассине шанса
Чĕре ыйтать юрлама.
Юлташ, вăран эс ыйхунтан,
Савăн манпа, хĕпĕрте.
Хăтăл, çăлăн ху хуйхунтан,
Телей пур-çке ĕмĕрте.
Асту, асту, пĕтĕм тĕнче
Йăлтăртатса савăнать.
Ав, çĕн йĕрке ĕçчен ĕçне
Ирĕклĕхре вăй парать.
Асту, çырма хумне чарнă,
Алăсăрах кĕпер хывнă,
Çинчен мамăк çитĕ сарнă,
Ăшне канма кĕрсе выртнă.
Асту, тусен тăрри тăрăх
Пĕр çын йĕрлет мулкача.
Ун йĕлтĕрĕ мамăк тăрăх
Çăмăл шăвать вашлатса.
Ав, асту-ха вăрман тăрать,
Шур çĕлĕкне хумхатать,
Таçта инçе тусем хыçне
Анса кайса çухалать.
Тепĕр енне куçна куçар —
Сан умăнта çеçен хир,
Çуллахинчен пĕр кая мар,
Вăл тăхăннă шур тумтир.
Епле, тусăм, савăнас мар,
Епле, чунăм, канас мар?
Мĕншĕн ялан кичемлĕхпе
Пур ĕмĕре çимелле?
1910-1917
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...