Асамçă пулсан
Пĕррехинче хĕллехи шап-шурă уйпа утса пыратăп. Тĕлĕнмелле шуралнă-çке уй-хир! Пăхрăм та, вăрăмах мар симĕс патак выртать. Тĕлĕнсех кайрăм. Ара патак мĕнле-ха симĕс пулма пултарать? Ăна илтĕм те çавăрса сăнама пуçăнтăм. Тинкерсен-тинкерсен тата ытларах тĕлĕнме тытăнтăм. Патакăн çуррине — хĕвел, тепĕр çуррине уйăхпа çăлтăрсем ӳкернĕ. Хам та сисеймерĕм, патака алăпа сăтăрса илтĕм. Унччен те пулмарĕ, таçтан илемлĕ сасăпа калаçни илтĕнчĕ, «Эсĕ мана хуçмарăн, пемерĕн, тапмарăн, ачашларăн. Çавăншăн сана асамçă туса ярăп. Анчах эсĕ асамçă пулсан никама та ан кӳрентер. Кирлĕ мар сиенлĕ ĕçсем ан ту. Хăвăншăн анчах ан тăрăш. Ыттисене те пулăш».
Эпĕ тав сăмахĕ каларăм. Киле кайма вăхăт çитрĕ. Анчах киле эп паçăрхи çулпа мар, урăх çулпа утрăм. Пăхатăп та — аманнă мулкач выртать. Ăна пулăшма тĕв турăм. Анчах та эпĕ асамлă сăмахсене ыйтса пĕлеймерĕм-çке. Вара хам юмахсенче курнă, илтнĕ сăмахсене аса илме тытăнтăм. Пĕрне калатăп, теприне — пĕри те вырăнлă мар. Чăтайманнипе мулкача патакпа перĕнтĕм те, «Тархасшăн сывал, эпĕ сана питĕ шеллетĕп», — терĕм. Мулкач тӳрех сывалчĕ те вăрман еннелле вĕçтерчĕ.
Çакна курса савăннă хыççăн манăн тата ырă ĕçсем тăвас, пурне те пулăшас килчĕ. Вара пĕтĕм вăйран, «Пурте çĕр çинче телейлĕ пулччăр, нихăçан та вăрçă ан пултăр», — терĕм. «Ачам, тăр, шкула кайма вăхăт, çывăрса юлатăн атту», — тенипе сасартăк вăранса кайрăм. Хампа пулса иртнĕ ĕçсем йăлтах тĕлĕкре пулнă-çке. Эх, мĕншĕн тĕлĕкпе пурнăç пĕр мар-ши, пĕр пулнă-тăк çĕр çинчи пĕтĕм хирĕçĕве пĕр-пĕр асамлă патакпа сулнипех чарма пулать-çке, атту хамăр çĕршыврах миçемĕш çул вăрçă кĕрлет, мирлĕ çынсем вăхăтсăр ку тĕнчерен уйрăлаççĕ. Асамçă пулсан эпĕ вăрçă сăмаха çеç мар, пĕр-пĕринпе тавлашнине, хирĕçнине çынсен асĕнчен кăларса пăрахтарттарнă пулăттăм та…
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...