Инçе çинçе уйра уяр...
Инçе çинçе уйра уяр
Карталанса чăлтăртатать,
Енчен енне çупса чупать...
Çук, уяр мар — çут уйра мар —
Ман çамрăк чунлă чĕрере
Хĕвел хĕлхемлĕ хĕлĕхсем
Çитмĕл çич чĕлĕхлĕн янраççĕ...
Ма чун вылять? Е сар хĕре
Курса киленчĕç куçăмсем,
Е пĕлĕтсем чуна саваççĕ?
Çук, çук...
Çĕршывăм чĕрĕлет!
Пĕчик пӳртсемлĕ ялсенче,
Чăваш çĕр урлă уйсенче
Çĕн Сывлăш чун уçса вĕрет.
Çĕн Çул! Кун-çул! Çĕн Кун килет,
Çавна кура кĕвĕллĕ чун,
Кĕсле кĕввиллĕ вутлă юн.
Ман чĕрере уяр ури,
Хĕвел ури, хĕвел юрри,
Тăри юрри! Шевле сарри!
Çĕн сывлăш, вĕр!
Çĕн сывлăш, вĕр!
Чăваш çĕрне тĕреклĕх кĕрт!
Çĕн сывлăш, вĕр! Çĕнĕ вăй пар,
Чăваш чĕри пултăр кăвар.
Чĕре, выля, çĕн юрă пар!
Инçе çинçе уйра уяр,
Тымарсенче хĕвеллĕн çун!
Хĕвеллĕн çун, кăварлă юн!
Кăвар чĕрем — пин çын чĕри.
Эп пĕр çын мар — эп хам пин-пин,
Эп пин чăваш, эп пин-пин çын!
Чĕрем юрри — пин çын юрри.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...