Çăмламас кушак çурин тĕлĕнмелле çулçӳревĕ
Пурăннă пĕр кушак çури. Пĕррехинче мăнтăр нăрра йĕрлесе пыракан кушак çури, çăра курăк хушшине шаларах кĕрсен, хăй çухалса кайнине ăнланчĕ. Çапла аякка вăл нихăçан та кайса курманччĕ-ха. Сысна нăрхлатни те, чăх-чĕп кăтиклетни те илтĕнмест таврара. Автан та курăнмасть. Çăмламас кушак унран çав тери хăрать, хăлхана çурса ярасла авăтса ярсан картах сикет.
«Кунтан мĕнле те пулин тухас пулать», — çапла шутласа илчĕ те вырăнтан тапранчĕ Çăмламас.
— Лач!
— Ай-ай, мяу-у! — хăраса кайрĕ хайхискер. Ун умĕнче темĕнле чĕрĕ чун.
— Эсĕ кам? — чĕтрекен сассипе ыйтрĕ Çăмламас.
— Эпĕ шапа. Эсĕ кам?
— Эпĕ кушак çури. Аташса кайрăм. Чим-ха, тен, эсĕ мана пулăшăн? — Манăн аннене курман-и?
— Санăн аннӳ мĕнлескер?
— Манăн анне-и? Вăл ман пекех çăмламас. Çĕр çинчи чи хитре анне. Куçĕ çăлтăрăнни пек, кулли çут хĕвелĕнни евĕр.
— Тем, астумастăп. Ква-ква-ква, эпĕ пакшапа паллашнăччĕ, тен, вăл курнă санăн аннӳне? Атя ун патне! — çапла калама çеç ĕлкĕрчĕ, тӳперен сив тумламсем ӳкме пуçларĕç.
— Мяу-у-у, йĕпенсе пĕтетĕп капла! — чĕтреме тытăнчĕ кушак çури.
Часрах хупах çулçи айне чăмар!
Хӳтĕ вырăнта кăштах ăшăнкаларĕç, анчах та шăп çак самантра таçтан шыв йăтăнса анчĕ те, шапапа кушак çурине хупахĕ качкипех çавăрттарса кайрĕ.
— Пĕтрĕм! — урăх ним те астумасть кушак çури.
Тăна кĕрсен чи малтан:
— Эпĕ ăçта? Мяу-у! — тесе пуçне çĕклеме хăтланчĕ. Хайхи темле хăвăлра выртать иккен.
— Ăçта эпĕ? Ква-ква-ква!
— Аранах тăна кĕтĕр. Эпĕ сире вилнĕ пулĕ тесе, тинех куçăрсене уçрăр. Çав тери хăрарăм. — Туссем умĕнче тăмана ларать иккен.
— Эсĕ пире çăлтăн-и?
— Çапла, лупашкара темĕнле чĕрчунсем выртнине мана кăвакал чĕппи пĕлтерчĕ. Вĕçсе çитрĕм те, иксĕр те вилнĕпе пĕрехчĕ. Пытарма та шутланăччĕ, кăшт хускалнине асăрхарăм, — ăнлантарать тăмана.
— Эсĕ манăн аннене курман-и? — терĕ Çăмламас.
— Мĕнлерех вăл?
— Тĕнчере пуринчен те хитрескер, çăлтăр куçлăскер, мамăк çăмлăскер.
— Эсĕ ялта пурăнатăн-и?
— Çапла.
— Пӳртре-и?
— Çапла, мяу-у.
— Эпĕ санăн аннӳне курнă пулас. Пăх-ха, ав çав сирĕн пӳрт мар-и? — тăмана турата сирчĕ те Çăмламас хăйсен пӳртне, сысна çурине, автана тата хăйĕн амăшне курах кайрĕ.
Тăмана кушак çурипе шапана хăй çине лартрĕ те малтан шапана, унтан кушак çурине килĕсене леçсе хăварчĕ.
— Сывă-и, аннеçĕм!
Ывăлне çăлнăшăн кушак тăманана чаплă апат-çимĕçпе хăналарĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...