Крокодила парăнтарни
Шăрăх çанталăкра крокодил çăварне карса çывăрма юратнă. Ун пек чухне вĕçен кайăк, хурт-кăпшанкă, лĕпĕшсем хăйсемех тискер чĕр чун çăварне кĕрсе ӳкнĕ. Леш «йӳнĕлле апата» савăнсах çăтнă.
Пĕррехинче çапла выртнă чухне крокодил çăварне аманнă хурчка кĕрсе ӳкнĕ. Суранлă çунатне пула вăл аялтанах вĕçнĕ те çăткăн чĕр чун тыткăнне çакланнă. Çапах кайăк парăнман, крокодил хырăмне лексен унăн чĕрине хăйĕн çивĕч чĕрнисемпе пăталаса лартнă. Çак самантран тискер чĕр чуншăн тамăк пурнăç пуçланнă. Сывлăш пӳлĕнсе ларнăран ишнĕ чухне те канса илме тивнĕ, унтан малаллах тапаçланнă. Тепĕртакран каллех мăйран пăвнăран чарăнса каннă. Пĕр çыран хĕрринчен тепĕр енне каçасси крокодилшăн питĕ асаплă пулнă, кунсерен начарланса пыраканскер, виçĕ метр ишсенех йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ, шыва та чăмайман.
Ним тума аптранă чĕр чун паллă юмăçпа — уй тăманипе канашласа пăхма шухăшланă. Вăл каçхи лĕпĕше кăчăк туртнă, вăйсăр сассипе тăманана чĕнсе килме ыйтнă.
Кĕçех тăмана вĕçсе килнĕ те мĕскĕннĕн пăхса выртакан крокодил тавра утса çавăрăннă.
— Эсĕ чылай чĕр чуна кӳрентернĕ, вĕсен пурнăçне вăхăтсăр татнă, кашнин куççулĕ чĕрӳне хытарса пынă. Çавăнпа санăн ĕмĕр тăршшĕпех сивĕ чĕрепе пурăнма тивет, — хăрушă хыпар пĕлтернĕ тăмана.
Çакна илтсен крокодил куçĕнчен нихçан тухман вĕри куççуль юхса аннă.
— Хăв кӳрентернĕ чĕр чунсем сана пулăшма килĕшсен эсĕ чĕрĕлме пултаратăн, — лăплантарнă ăна кайăк.
Крокодил çыран хĕррине тухса выртнă, шывра ишекен пулăсене пурне те хăйĕн патне пухнă, куççульпех каçару ыйтнă.
Çакăн хыççăн темиçе пулă крокодил çăварне сикнĕ, унта хурчка кĕрĕкне чăрмаласа пĕтернĕ. Пакша мăйăр йăтса килнĕ те хурчкана хăналанă. Çисе тăрансан лешĕ тарăн ыйха путнă та чĕрнисене кăшт çемçетнĕ.
Пакша тухсан тискер чĕр чун çăварне мулкач çури сиксе кĕнĕ, вăрăм хăлхипе кайăка кăтăкланă. Пыл хурчĕсем хурчка урисене пылпа сĕрнĕ.
Çак вăхăтра тилĕ çурисем чупса килнĕ.
— Пĕлетĕр-и, пирĕн кӳлĕри хур чĕпписем еплерех савăннă! Какалаççĕ, пĕр чарăнми ишеççĕ, выляççĕ... «Пире никам та чăрмантармĕ. Паянтан кӳлĕре эпир хамăр хуçа! Мĕн тăвас килет — çавна тăватпăр», — тесе какалаççĕ хурсемпе кăвакалсем.
Çак хыпара илтсен хурчка та крокодил çăварĕнчен вĕçсе тухса тарнă. Вара тискер чĕр чун сывалнă, унчченхи пекех çăмăллăн ишме пуçланă. Савăнăçлă крокодил хăйне пулăшнă тусĕсене уяв кĕрекине чĕннĕ, сĕтел тулли апат-çимĕçпе хăналанă.
Çакăн хыççăн чĕр чунсем кашни çулах ун патне пухăннă, крокодила парнесемпе савăнтарнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...