Асамлă ручка
Пĕр шкулта вĕренекен ача час-часах уроксем тăвасшăн мар.
— Алеша, уроксем тумалла! — хушать амăшĕ.
— Халех.
— Урок турăн-и? — ыйтать ашшĕ.
— Тепĕр минут.
Çапла ача уроксем пирки час-часах манса каять, шкулта ытларах «2» паллă çаклатать.
Паян амăшĕ ăна яланхиллех,
— Эсĕ уроксем турăн-и? — тесе ыйтрĕ.
— Çак япалана туса пĕтерем-ха, — тесе Алеша малалла аппаланма пуçларĕ.Вăл хăй тĕллĕн çыракан ручка ăсталасшăн, анчах ĕçе ниепле те пĕтереймест. Ручка ăна итлесшĕн мар, тĕрĕс мар çырать е вараласа хурать. Çавăнпа та Алеша питĕ çилленчĕ.
Аппаланнипе вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Акă 9 сехет çитрĕ. Алеша çывăрма выртрĕ, кĕçех тĕлĕрсе кайрĕ.
Çĕрле вăл сас-чӳ пулнăран вăранчĕ. Ручка ура çине тăнă иккен,
— Тинех каç пулчĕ. Кунĕпе пĕр çĕрте выртса питĕ йăлăхрăм. Тинех уçăлса çӳреме пулать.
Ручка телефон шнурĕ тăрăх çĕре анчĕ те çывăрмалли пӳлĕмĕн тепĕр еннелле сиккелесе кайрĕ. Унта шăпах тĕкĕр пур. Ручка тĕкĕр патне пычĕ те ун ăшнелле сиксе çухалчĕ. Алеша хăвăрт сиксе тăчĕ те ун хыççăн!
Тĕкĕр ăшĕнче тепĕр патшалăх пур-мĕн. Алăкĕ умне «Пĕлӳ патшалăхĕ» тесе çырнă. Алеша ручкăна хăваласа çитрĕ. Лешĕ ăна, «Кунтан тухма çăмăл мар. Икĕ тĕрĕслев витĕр тухмалла, нумай пĕлмелле!- терĕ.
Алеша хăраса ӳкрĕ те киле тарасшăн пулчĕ. Анчах тепĕр алăк умĕнче икĕ хуралçă тăраççĕ, никама та кăларса ямаççĕ. Ачан ирĕксĕрех ручка хыççăн утма тиврĕ.
Кĕçех вĕсем пĕрремĕш тĕрĕслев патне çитрĕç. Ручка ачана пуш хир урлă каçма хушрĕ. Хĕвелĕ пĕр шеллемесĕр пĕçертет, чăтмалла мар сивĕ шыв ĕçес килет. Çул çинче пĕр çăл куç тĕлне тухрĕç. Анчах шыв ĕçес тесен хуралçăн ыйтăвне хуравламалла иккен. Хуралçă Алешăна таблица кăтартрĕ. Унта «500-250?» тесе çырнă.
— 350! — часрах шыв ĕçес шутпа кăшкăрса ячĕ ача.
— Тĕрĕс мар! Шыв ĕçейместĕн.
Малалла утма тиврĕ. Кунта хуралçă çук иккен. Арçын ача çăл куçран тăраниччен шыв ĕçрĕ.
— Малалла шкула математикăна хатĕрленмесĕр каймастăп, - хăйне хăй сăмах пачĕ вăл.
Утсан-утсан тепĕр тĕрĕслев патне çитрĕç. Икĕ сăмаха тĕрĕс çырмалла, Алеша тата Саша. Ача хăй ятне тĕрĕсех çырчĕ-ха, анчах Саша вырăнне Саса пулчĕ. Пĕр сăмахне çеç тĕрĕс çырнăшăн ăна 5 минут çеç парнелерĕç. Çав 5 минут хушшинче унăн киле çитсе ӳкмелле. Алеша — лайăх спортсмен, вăл самантрах тĕкĕр патне чупса çитрĕ те пӳлĕме сиксе тухрĕ. Ручка вара ĕлкĕреймерĕ, аллине сулса сыв пуллашрĕ...
Çавăнтанпа арçын ача мĕн пур урока тĕплĕн хатĕрленет, шкулта лайăх вĕренет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...