Тĕлĕнтермĕш парнесемпе савăнтартăм
Пĕррехинче аннепе пĕрле ял çывăхĕнчи çерем çине сиплĕ курăк пухма кайрăм. Кăнтăрлаччен пĕр пысăк хутаç тултартăмăр. Шыв ĕçес килнĕрен çăл куç шыраса юхан шыв еннелле утрăмăр. Кĕçех пĕр пĕчĕк çăл куç патне çитрĕмĕр, умĕнче шыв ĕçмелли пĕчĕк курка та пур. Эпĕ аннерен маларах чупса çитрĕм те куркапа ăсса илнĕ сивĕ шыва пĕр чарăнмасăр ĕçсе ятăм.
— Ачам, ăçта çухалтăн эсĕ? Алеша, эсĕ ăçта?! — ыйтрĕ анне.
— Кунтах-çке эпĕ, çăл куç умĕнчех, — сас патăм ăна.
— Мĕншĕн шӳтлетĕн? Ăçта эсĕ? — ун-кун чупкаларĕ анне.
— Эпĕ кунтах, акă эпĕ, — ун хулĕнчен сĕртĕнтĕм эпĕ.
— Кай-кай, кам хăратать мана? Ай, тур-тур, çакăнта çынна курăнмалла мар тума пултаракан çăл куç пур тетчĕç. Ниушлĕ эпир çавăн тĕлне лекрĕмĕр? — ахлатрĕ аннем.
— Çапла, эпĕ шăпах çав çăл куç пулатăп та ĕнтĕ. Сана халĕ никам та курмасть, эсĕ кирек кама та парне пама пултаратăн, — савăнтарасшăн мана çăл куç.
— Манăн курăнакан пулас килет. Халĕ манăн мĕн тумалла? — тилмĕретĕп эпĕ.
— Чи малтанах çывăх тантăшусене тĕлĕнтермĕш парнесемпе савăнтармалла тата пĕлĕт çинчи туссене пулăшмалла, — хуравларĕ çăл куç.
Килелле çул тытиччен анне, «Кам пĕлет, тен, кирлĕ пулĕ,» — тесе çăл куçран пĕр пĕчĕк савăта шыв ăсса илчĕ, ăна ман кĕсьене чикрĕ.
— Анне, манăн курăнакан пулас килет. Тĕлĕнтермĕш çĕр-шыва кайса килме ирĕк пар-ха, — йăлăнтăм эпĕ.
— Кайса пăх эппин. Анчах асăрханса çӳре, хăвна сыхла, — куççульне шăлчĕ вăл.
«Тĕлĕнтермĕш çĕр-шывра пулса курасчĕ», — тесе шухăшларăм çеç — таçтан çавра çил тухрĕ, мана çавăрттарса вĕçтерсе кайрĕ.
Тăна кĕрсен куçа уçса пăхрăм та — хам курнине хам ĕненмерĕм. Эпĕ шыв çинчи пысăк хулара иккен. Йĕри-тавра пысăк пулăсем пĕр-пĕринчен çавăтăнса утса çӳреççĕ, ылтăн лашасем канихвет çиеççĕ, вунă хутлă çуртсем çинче упăтесем çакăнса тăраççĕ, мулкачсем балкон çинчен балкон çине сиксе каçаççĕ, пакшасем вĕçсе иртеççĕ, тилĕсем шывра ишеççĕ. Пӳрт умĕнчи кĕмĕл пан улмиллĕ улмуççисем çинче çулçăсем вырăнне çăлтăрсем çакăнса тăраççĕ. Пĕр пакши ман умрах улмуççи çине ларчĕ те çăлтăр çиме пуçларĕ.
— Капла çăлтăрсемсĕрех тăрса юлатпăр вĕт! Манăн курăнмалла мар тăвакан шыв пур-çке, унпа усă курам-ха!
Савăта кĕсьерен кăлартăм та улмуççи çине шыв сапрăм — улмуççи те, улмисем те, çăлтăрсем те çухалчĕç, пакши айккинелле сиксе тарчĕ.
— Пĕр усăллă ĕç турăн, — илтĕнчĕ çăл куç сасси.
Туссене мĕн парнелес-ши? Лавккана кĕтĕм те юлташсем валли парне суйлама пуçларăм.
Пирĕн класра 4 арçын ачапа 10 хĕр ача. Лавккара кашни валли парне тупăнчĕ. Оля Кузнецовăна — хăй тĕллĕнех çӳç якатакан тура, Виктория Ульяновăна — ачаш кушак, Наташа Федотовăна — вĕçекен турилкке, Вера Чучаковăна — улмуççи çинчи ылтăн пан улми, Саша Арсенкина — мĕн пур ĕçе туса паракан сумка парнелерĕм. Ан тĕлĕнĕр, пĕрне те парнесĕр хăвармарăм, хăшне вĕçекен чечек, теприне — сĕт паракан сысна çури, виççĕмĕшне кăтăклакан мечĕк патăм. Тантăшăмсем парнесене курсан питĕ тĕлĕнчĕç, анчах парнесене кам панине пĕлеймерĕç. Эпĕ кулсах вилеттĕм, юнашарах тăратăп — вĕсем мана курмаççĕ.
Парнесене валеçсе пĕтерсен вĕçекен йытă çине утлантăм та çăл куç патне вĕçтертĕм. Çăл куçа ӳкнĕ çăлтăра куркапа ăсса кăлартăм та тӳпенелле вĕçтерсе ятăм. Çав самантрах курăнакан пултăм.
Эпĕ халĕ пурне те пĕлме тăрăшатăп, тăрăшса вĕренетĕп.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...