Паян
Автономи кунне
Вут-çулăмлă Хĕрлĕ ялав айĕнче
Тăрса ураланнă чăваш ĕç çынни,
Ĕлĕк, пĕр хисепсĕр кун-çул хушшинче,
Пулайнă-ши санăн чунтан савăнни?
Паян — ирĕкре эс,
Паян — сан уяв,
Паян — хисепре эс,
Çук пусмăр, чăрмав...
Паян эс историн мăн çулĕ çинче
Умна та, хыçна та пăхса тĕлĕнен,
Тăван ялусем, хулусем хушшинче
Хăвах чăн хуçа пулнипе хĕпĕртен.
Чăваш ĕç çынни!
Сахал-и эс курнă, сахал чăтнă-и?
Çеçен хиртен килнĕ орда ханĕсем
Ик-виç ĕмĕр харăс туланă сана,
Вĕсен урхамахлă тискер çарĕсем
Таптанă, çаратнă паха çĕршывна.
Хансем хыççăн çитнĕ князьсем, патшасем
Тĕнче çутине те яман сан çине,
Вĕсен сĕмсĕр пуçлă усал тарçисем
Çапа-çапа хуçнă мĕнпур ĕмĕтне.
Таттисĕр сĕм тĕксĕм нумай ĕмĕрте
Вутра та эс çуннă, шывра та исленнĕ.
Илемлĕ, юратнă тăван çĕрĕнте
Таçти ют чура пек салхуллăн çӳренĕ.
Çав хĕсĕк, илемсĕр айри пурнăçран
Тухас та, телейлĕ пурнасчĕ тесе,
Пĕччен те, çынпа та пĕр майлă пулса
Миçе эс çĕкленнĕ чунтан тимлесе!
Е вилĕмсĕр Разин çумне хутшăнса,
Хĕн-хур пусмăрна эс пикеннĕ сирме.
Е паттăр Пугачев тусупа пулса
Тапратнă тăшманăн пуçне силлеме.
Анчах та çĕлен пек хаяр тăшманун
Чеелĕх те, вăй та нумай пулнă ун.
Ĕçӳ ăнăçман сан —
Тăшман парăнман...
* * *
Нумай ĕмĕр иртрĕ аран шăвăнса...
Вилес пек аманнă, чирленĕ этем
Сасартăк эс илтрĕн — килеç карласа
Вĕçе-вĕçĕн вăйлă, хаяр тăвăлсем.
Чи вăйлă вут-тăвăл Октябрь хăвачĕ,
Çитейрĕ те çапрĕ — кисренчĕ тĕнче;
Мĕнпур пусмăра вăл хаяррăн çунтарчĕ,
Шăратрĕ пурне те Раççей çĕрĕнче.
Чăваш ĕç çынни, ак çак самантра
Ĕмĕрхи ĕмĕтне эс тытрăн алла,
Тинех, тин çĕклерĕн чăтăмлă пуçна,
Салатрăн тирпейсĕр усал мăшкăла.
Вут-çулăм Хĕрлĕ ялав айĕнче
Тăрса ураланнă чăваш ĕç çынни.
Авал, пĕр телейсĕр кун-çул тăршшĕнче
Пулайнă-ши санăн чунтан савăнни?
Паян — ирĕкре эс,
Паян — сан уяв,
Паян — хисепре эс,
Çук пусмăр, чăрмав.
Асту, ĕç чăвашĕ, эс тек чура мар,
Çултан çула чаплăн чысла çак куна.
Эс те, республик чĕри Шупашкар,
Çӳлтен çӳлерех тек çĕкле ху ятна!
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...