Тĕлĕнмелле çын
Ĕлĕк-авал пурăннă тет пирĕн планета çинче пĕр асамçă. Çав асамçă çинчен Çĕр çинче никам та нихăçан та илтмен тет. Çав çын питĕ ĕçчен те правур пулнă. Çавăнпа пурте пулнă те тунăн: тĕлĕнмелле кермен, садсем… Çав керменри алăксем те, чӳречесем те, савăт-сапипе сĕтел-пуканĕ те пĕр-пĕринпе калаçма, садсенчи ӳсентăрансем юрлама, чĕр чунсем вара ташлама пĕлнĕ тет. Кĕскен каласан, асамçă тунсăх мĕнне çамрăкрах чухне пĕлмен. Анчах çулсем иртнĕçемĕн çав тĕлĕнтермĕшсем ăна кăсăклантарма пăрахнă. Асамçă хăйĕн шăплăх пӳлĕмне питĕрĕнсе ларнă тет те темĕн çинчен сехечĕ-сехечĕпе шухăшланă, анчах чунри канлĕхне ниепле те тупайман! Пĕр уйăх иртнĕ çапла, икĕ уйăх… Ӳсентăрансем те, чĕр чунсем те хуçине тем пек савăнтарас тесе тăрăшнă пулин те, нимĕнпе те пулăшайман. Юлашкинчен, ним тума аптранипе, планета çинчи чи ăслă та ватă вĕçпĕл кайăкран канаш ыйтма шут тытнă тет, мĕншĕн тесен çав кайăк таçта та пулса курнă, тем те пĕлнĕ. Пĕр вăхăт шухăша путнă хыççăн вĕçпĕл çапла каланă: «Эпĕ хамăр планетăн тепĕр кĕтесĕнчи çĕр-шывра пирĕн хуçа пекех икĕ ураллă чĕрĕ чунсем куртăм. Темĕн чухлех вĕсем. Пурте мăшăрлă, ача-пăчаллă. Тен, пирĕн хуçана çав вырăна илсе кайса кăтартмалла?»
Хăйĕн валли, чăнах та, лайăх мăшăр тупнă тет асамçă. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те сăпайлă, ырă кăмăллă пулнă тет.
Тунсăхланă самантсенче юхнă куççульсенчен вара, ваттисем каланă тăрăх, тинĕс пулса кайнă тет. Шывĕ унăн куççуль пекех тăп-тăрă та асамлă тет. Те суя çакă, те тĕрĕссиех — калама пултараймастăп. Хам курман, илтнипе çеç каласа патăм.
Admin (2008-11-22 22:57:11):
«Темĕн чухлех вĕсем. Пурте мăшăрлă, ача-пăчаллă. Тен, пирĕн хуçана çав вырăна илсе кайса кăтартмалла?
Хăйĕн валли, чăнах та, лайăх мăшăр тупнă тет асамçă.» — ак çак икĕ предложени хушшинче темскер çухатса хăварнă пулас. Çухални тупăнсан — чаплă юмах пулĕччĕ. Халĕ вара кино пуçламăшĕ хыççăн тӳрех вĕçне кăтартнă пекех пулса тухнă.
Ларис (2008-11-26 20:11:03):
Ку юмах мана килĕшрĕ. Шухăшĕ тарăн. "Хăйĕн валли, чăнах та, лайăх мăшăр тупнă тет асамçă. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те сăпайлă, ырă кăмăллă пулнă тет",- çырать автор. Чăнах та, çут тĕнчере пурне те мăшăрлă пулмалла тунă.