Кану кунĕнчи пăтăрмах…


Канмалли кун çемйипех ытларах çывăратпăр эпир. Паян та ытти чухнехи пекех пуласса шаннăччĕ. Çывăрса тăрсан яланхи пекех çемьепе хулари парка уçăлса çӳреме, паркри тĕрлĕ аттракционсем çинче ярăнма тата выляма тухатпăр. Анчах та апла пулмарĕ.

Паян ирпе ирех мачча çумне вырнаçтарнă экран çинче хула мерĕ калаçнине кăтартма пуçларĕç. Вăл хулара ăнланмалла мар событисем пулса иртнине пĕлтерчĕ. Май пур таран килте юлма хушрĕ.

Ун хыççăн вырăнти телевиденипе паракан хыпарсем пире самаях тĕлĕнтерчĕç. Хулан кашни районĕнчех тĕлĕнмелле йывăçсем ӳссе ларнă. Ак йывăçсем çинче пысăк, ку таранччен наукăра тĕл пулман кăпшанкăсем кĕшĕлтетеççĕ. Ку чĕр чунсем йывăç çулçисене тивмеççĕ, анчах та иртсе каякан çынсемпе чĕрчунсем çине сиксе ларса çыртса илме хапсăнаççĕ. Тарса ӳкме ĕлкĕрейменнисене çыртса амантаççĕ. Çак чĕрчунсем йывăçсенчен аяккалла пăрăнмаççĕ. Çыртса илсенех каялла йывăç çине сиксе лараççĕ.

Хула больницисенче аманнисене васкавлă пулăшу пама тăрăшаççĕ, юн юхнине чарни çынсен сывлăхне нумаях пулăшаймасть иккен. Хула больницин тĕп врачĕ каланă тăрăх аманнисен юн составĕнче улшăнусем пулса иртеççĕ, вĕсен психики те улшăнать.

Манăн аннепе атте хула администрацийĕнче ĕçлеççĕ, çавăнпа та вĕсене васкасах администрацири заседание чĕнсе илчĕç. Вĕсем хамăр пӳртрен тӳрех гаража тухакан алăк витĕр тухса машина çине вырнаçса ларчĕç те килтен тухса вĕçтерчĕç. Эпир, Данил шăллăмпа иксĕмĕр, вĕсем кайнине кантăк витĕр пăхса юлтăмăр. Аттепе аннешĕн эпир питĕ пăшăрхантăмăр.

Тепĕр 20 минутран атте пирĕн пата видеотелефонпа шăнкăравласа хăйсем администрации çуртне аванах çитсе ӳкнине пĕлтерчĕ. Эпир тинех лăплантăмăр.

Данилпа иксĕмĕр кăшт апат çикелерĕмĕр те телевизор умне ларса хулара пулса иртекен событисене пăхма пуçларăмăр.

Часах телевизорпа Президент калаçма пуçларĕ. Вăл халăха лăпкă пулма, пурне те килтен тухма юраманни çинчен пĕлтерчĕ, халăха лăпкă пулма чĕнсе каларĕ. Президент хыççăн учёнăйсене сăмах пачĕç. Вĕсем хушшинче микробиолгсем те, химиксем те, тĕнче уçлăхне тĕпчекенсем те пур. Кашниех хăй шухăшне пĕлтерчĕ. Анчах пĕри те çак тĕлĕнмелле событисен тупсăмне калаймарĕ.

Кăнтăрла тĕлне çак чĕрчунсем ӳсме пуçлани çинчен пĕлтерчĕç. Хăш-пĕр учёнăйсем каланă тăрăх вĕсем юн ĕçсе ӳсеççĕ, кайран вара амёбăсем пек пайланма пуçлаççĕ.

Эпир хамăра вĕрентекен Алевтина Владимировна учительница патне шăнкăравлама пуçларăмăр. Вăл пире вĕрентнисĕр пуçне хурт-кăпшанкăсемпе интересленет питĕ нумай кĕнекесем вулать, интернетра тĕрлĕ материал шырать.

Вăл пире çапла ăнлантарчĕ. Ку чĕрчунсем — секретлă лабораторире ирттерекен опытсем тунă чухне учёнăйсем йăнăшнă пирки çуралнă. Кайран вара вĕсем лабораторирен темле майпа тухса тарнă. Алевтина Владимировна каланă тăрăх, çав лабораторири учёнăйсем кун çинчен пĕлеççĕ, васкасах çак чĕрчунсене тытма мелсем шыраççĕ.

Каç еннелле ятарлă костюмсем тăхăннă специалистсем урамсем тăрăх çак чĕр чунсене

хăватлă наркăмăшпа сирпĕтсе çывăратса яма пуçларĕç. Вĕсем йывăçсем çинчен ӳксен тӳрех ятарласа хатĕрленĕ фургонсене пуçтараççĕ. Тĕттĕмлениччен хулара çак чĕрчунсене тытса пĕтерчĕç. Кун çинчен тӳрех телевиденипе кăтартрĕç.

Вара пĕтĕм хула халăхĕ питĕ савăнса урамсене чупса тухрĕ. Пурте питĕ савăнчĕç. Çак кун чăн–чăн уяв пулса тăчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-24 17:58:38):

Содержани енчен сапаланчăк вырăнсем пур. Шухăшне уçсах парайман. Хайлав чĕлхи япăх, типĕ.

Шел, лайăххисен шутне кĕртме май çук.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: