Планетăсен кĕрешĕвĕ


Галактикăра пурĕ тăхăр планета. Вĕсенчен пĕр планетинче çынсем пурăнаççĕ. Çав планета ячĕ — Çĕр. Ку планетăра пурăнакансем ытти планетăра та пурăнакан çынсем пуррине пĕлмеççĕ те. Пирĕн сăмах Юпитер планета пирки пулĕ.

Ку ĕç темиçе миллион çул каялла пулса иртнĕ. Çак планетăра питĕ ăслă-тăнлă çынсем пурăннă. Çĕр çинче пурăнакан çынсем пекех вĕсем те тĕрлĕ йышши япала тума вĕреннĕ. Анчах çак планетăсем, унта пурăнакан çынсем хушшинче темиçе уйрăмлăх пулнă. Енчен те Çĕр çинче динозаврсем тахçанах вилсе пĕтнĕ пулсан, кунта вара, Юпитер çинче, вĕсем таçтан тупăннă? Тен, Çĕр çинче пурăнма май çуккине пула вĕсем Юпитер çине куçса килнĕ? Ку планета вĕсемшен иккĕмĕш кил пулса тăнă. Вĕсем хăйсен йăхне малалла тăснă, малашлăх çинчен шутланă.

Планетăра тасалăх çине тимлĕ пăхнă. Варалакансене, çӳп-çап пăрахакансене ятарлă çынсем сыхласа тăнă, явап тыттарнă.

Унсăр пуçне планетăра чĕр чунсене вĕлерме никамăн та ирĕк пулман.

Пĕррехинче Юпитер çине Плутон планетăран ятарлă вĕçев пăрахучĕ вĕçсе килнĕ. Пăрахут çинче Плутон çыннисем те пулнă. Вĕсем Юпитер планетăри йĕркесене пĕлмен. Çавăнпа та кунта килнĕ-килменех тĕрлĕ çӳп-çап пăрахса планетăна варалама пуçланă. Тасалăха пăхса тăракан çынсем çакна асăрханă та вĕсене явап тыттарма шутланă. Вĕсене ятарлă тĕрмене хупса хунă. Çакăн çинчен Плутон патши Норт пĕлнĕ, хăйĕн çыннисене хăтарас тесе Юпитер çине вăрçăпа килме шутланă. Ятарласа çар пуçтарма шутланă.

Норт Юпитер çине килнĕ кун планетăра «тасалăх кунне» паллă тунă. Çынсем уявра савăннине пăхмасăрах Норт Юпитер çине ракета янă. Ракета планетăн варрине лекнĕ. Нумай çын вилнĕ, сусăрланнисем асапланнă. Кунта пурăнакан çынсен пĕрре те çапăçас килмен, анчах та Норт тапăннă май вĕсен хăйсен те хӳтĕленме тивнĕ. Юпитер планетăри çынсем те каялла хурав парас тенĕ — Плутон планета çине тапăнма шутланă. Вĕсен çапăçăвĕ ним ырри патне те илсе çитермен - икĕ планетăри çынсем, чĕр чунсем, ӳсен тăрансем веçех вилсе пĕтнĕ. Çакăн хыççăн Плутонра пĕр чĕрĕ япала та юлман, аммиакпа метан тата шыв хутшăннипе планета шăнса ларнă. Юпитерта вара — водородпа гелий çеç тăрса юлнă. Çак икĕ планетăра вара пурнăç пĕтсе ларнă.

Çакăнтан вара пĕтĕмлетӳ турăмăр: «Вăрçă нихăçан та ырри патне илсе çитермест».

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 19:01:40):

Конкурса хутшăнма хăраманшăн маттур. Хайлавĕ, шел те, пулсах çитеймен. Чĕлхе илемлĕхĕ çук — илемлĕ литература ытларах вуламалла.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: