Тĕнче уçлăхĕнче


Манăн пиччене тĕнче уçлăхĕ питĕ интереслентерет. Вăл тĕп сакайĕнче хăй валли пĕр кĕтес тупрĕ те япаласемпе картласа хучĕ. Унта хăйĕнчен ыйтмасăр никама та кĕме хушмарĕ. Темиçе кунтан вăл мана тĕп сакайне илсе кĕчĕ. Пăхатăп: унта темĕнле аппарат-ракета ларать. Вăл мана хăйĕнпе пĕрле космоса илсе каясшăн иккен. Эпир аттепе аннене хут çине космоса вĕçсе каятпăр тесе çырса хăвартăмăр.

Ракета çине лартăмăр та космоса вĕçсе кайрăмăр. Мĕнле планета çине анса ларас тесе нумай шутларăмăр. Пичче Меркурий çине анса ларăпăр терĕ.

Ракетăна никам та ан туптăр тесе курăнман вырăна пытартăмăр. Ăçта ларнине манса каясран клейпа сĕрсе хутăмăр.

Акă кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Маркурий çинче нумай утса çӳрерĕмĕр. Ывăнса çитрĕмĕр те канмалли вырăн шырама пуçларăмăр. Пĕр шăтăкра темĕнле пĕчĕк çынсене куртăмăр. Вĕсен хăлхи лĕпĕш çунатти пек. Хăйсем çывăратчĕç. Эпир вĕсем çине нумайччен пăхса тăтăмăр.Сисмен те — хамăр та çывăрса кайнă.

Вăрантăмăр — пире çыхса лартнă. Ку темĕнле çĕр айĕнчи çĕр-шыв пулнă иккен. Пĕр çынни хăй чĕлхипе тем каларĕ те, мана вĕренсенчен салтрĕç. Вĕсем пирĕн çине тĕллерĕç те ыйтуллăн пăхрĕç. Эпĕ ăнлантăм: вĕсем эпир ăçтан килнине пĕлесшĕн. Пиччерен ыйтрăм: «Вĕсене мĕнле ăнлантармалла?». «Ӳкерсе кăтарт вĕсене пирĕн Çĕре» — терĕ пичче. Эпĕ хамăр Çĕре ӳкерсе кăтартрăм. Пĕчĕк çынсем ăнланчĕç пулмалла, пиччен аллисене те салтрĕç. Ырă шухăш-кăмăллă пулсан чĕлхе пĕлмесен те пĕр-пĕрне ăнланма пултарнине хам куçпа курса ĕнентĕм. Кайран пухăнса хăйсем хушшинче темĕн калаçрĕç, карта çинче Евразие кăтартрĕç, пирĕн çине тĕллесе ыйтуллăн пăхрĕç. Эпĕ Раççей çине кăтартрăм. Ман патăма пĕр пĕчĕк ача пычĕ те: «Эпĕ чăвашла тата вырăсла пĕлетĕп» — терĕ. Пиччепе иксĕмĕр тĕлĕнсе кайрăмăр. Ăçтан пĕлет-ши вăл Çĕр çинчи чĕлхене? Вăл виçĕ çул каялла Çĕр çине вĕçсе кайнă иккен. Çав ачана Мерк тесе чĕнеççĕ. Мерк çĕр-шывĕнче пĕр патшалăх кăна мар, темиçе вĕсем. Мерк пире тем çинчен те каласа пачĕ. Кашни çĕр-шывăн патши пур, вĕсем тата аяларах пурăнаççĕ. Меркурий варринче шыв нумай, тĕрлĕ йывăç, ӳсен-тăран çитĕнет. Эпĕ çак планета тытăмне ӳкертĕм, Мерк Çĕр çине килсе кайнине тата пирĕнпе мĕн-мĕн пулнине çырса хутăм.

Пирĕн патшана курас килчĕ. Мерк хăйĕн чĕлхипе ытти çынсене каласан пĕри пире патша патне илсе кайрĕ. Патша патĕнче хитре хĕрсем ташласа юрлаççĕ. Хăй патша тирпейлĕ, хитре, таса тăхăннă, ун умĕнче тĕрлĕ апат-çимĕç ларать. Манăн пичче патшана, унти хĕрсене тата Мерка фотоаппаратпа ӳкерсе илчĕ.

Патшалăхра курса çӳресен эпир Мерка киле таврăнасшăн пулнине пĕлтертĕмĕр, анчах вăл малтан канмалла терĕ. Мĕнле тарават вĕсем, çынсене хисеплеме, хăналама пĕлеççĕ, тата питĕ ырă кăмăллă. Кăшт кансан пире апат çитерчĕç. Апат-çимĕçĕ Меркурий çинче тутлă иккен. Çав çимĕçсене хамăрпа илсе кайма ирĕк пачĕç. Вара эпир вĕсене тав турăмăр та ракетăна шырама кайрăмăр. Аран-аран тупрăмăр. Ывăнса çитнипе тепре çывăрса илтĕмĕр. Вăрансан хамăр апат-çимĕçех çирĕмĕр те киле вĕçсе кайрăмăр. Аттепе анне пире курсан питĕ савăнчĕç. Пиччепе иксĕмĕр мĕн курнине каласа патăмăр. Эпĕ Меркурий тытăмне кăтартрăм, пичче ун çинчен кĕнеке çырчĕ. Меркурий планети, унти халăхсем, апат-çимĕç рецепчĕ çинчен ыйтма пирĕн пата нумай çын килсе кайрĕ. Çапла майпа пиччен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-03 20:57:55):

Тăрăшнăшăн, конкурса хутшанма хăраманшăн — маттур. Маттур та тăрăшуллă пулсан хăçан та пулсан вырăн йышăнма пултаратех пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: