Чухăн çын
Ял тулашĕнче пĕр начар кил-çурт ларать.
Пĕтĕмпе кивĕ, çĕрĕк: йăванас пек курăнатъ.
Пӳрт çĕрсе шăтса пĕтнĕ, кĕтессисем чалăшнă.
Çийĕ çĕрсе курăк ӳстернĕ, кивĕ хапхи йăваннă,
Юписем кăна чалăшса пĕчченех тăраççĕ.
Чӳречисенче тутăр татăккисем вĕçкелеççĕ.
Кам килĕ-ши ку? Мĕншĕн ку тĕрлĕ юхăннă-ши?
Итлĕр... Кунта чухăн çын пурăнать.
Йывăр пурăнăçпа пуснăскер, çакăнта тарăхать...
Ак сивĕ хĕл... Сивĕ çил чарăнмасăр вĕрет,
Çак çĕрĕк пӳрте витĕрех кайса сивĕтет.
Миçе çултанпа пӳрт тăвас тесе пурăнатъ,
Анчах ĕмĕтне çитереймест; хăй шухăшлать:
«Мĕн тăвас? Çитмен пурăнăçла пурăнса,
Виличчен пурăнса та, пӳрт туса,
Хĕлле ăшă çĕрте шăм-шаккăма кантараймăп,
Аван пурăнăçпа пĕр кун та пурăнаймăп.
Эх-хех-ха, ай-аяй! пулмарĕ, çаплах вилеп,
Чухăн пурăнăçпах тупăка кĕрсе ӳкеп...»
Çапла хăй, мĕскĕн, чылайччен шухăшласа ларать,
Вăл темĕн ĕнтĕ çур çĕр те çитсе пырать —
Çывăрма вăхăт. Çĕтĕк тумтирĕпе чĕркенет.
Мĕскĕн... сивĕ, ав епле вăл чĕтрет...
Хуйхăллă сывларĕ те кăмака çине улăхрĕ,
Тумтир таткисемпе витĕнсе выртрĕ.
Çыврас тет — ыйхă пĕрре те килмест,
Хурлăхлă пурăнăç шухăши пуçран каймасть.
Мăрьере çил кичеммĕн уласа йĕрет,
Чухăн ĕç çынни ăна шухăша кайса итлет.
Çил улашать,
Çил ăна шеллесе йĕнĕ пек туйăнать,
Çил йĕнине итлесе тĕлĕрсе каять.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...