Тĕлĕнмелле çĕр-шыв


Таçти-таçти вырăнта, урăх çĕрте, çĕр тепĕр енче питĕ капăр тĕлĕнмелле, ăрăмлăх Лемвер çĕр-шывĕ вырнаçнă пулнă. Кунта тем те пĕр пулнă: йывăçсем, ӳсентăрансем. Чĕр чунсем калаçма май илнĕ. Лемвер çĕр-шывĕнче çынсем пачах пулман. Çут çанталăк пĕр-пĕринпе кунта питĕ туслă пурăннă. Никам никама та япăх тума тăрăшман. Пĕтĕм тĕнчери асамçăсем çак вырăнпа хĕпĕртенĕ, ăна этем тупаймĕ тесе шутланă.

Анчах та ĕç пачах урăхла пулса тухнă. Çын хăйĕн пурнăçĕнче нумайрах та нумайрах пĕлме тăрăшать. Çавăнпа çĕр çинчи чи капăр кĕтес унтан пытанаймасть.Çапла пулса иртнĕ те Лемверпе. Кунта темĕн чухлĕ этем килсе çитнĕ. Вĕсем кунти çĕрсене тĕпчеме пуçланă. Пирĕн чĕр чунсем вара кам ăçта тарма пултарнă, çавăнта çухалнă.

Чĕрчунсем питĕ тарăхнă. Вĕсем, хайхискерсем, шăппăн, мирлĕ пурăннă май çынсем килсе кĕнĕ. Тарса пынă Лемвер çĕрĕнче пурăнакансене вăйлă та ăслă Хипер Арăслан ертсе пыма шутлать. Вăл çынсенче тăшмансене, çут çанталăка пĕтерекеннисем тесе шутлать.

Хипер хăйĕн çĕр-шывне питĕ юратнă. Унта этем вырнаçни ăна питех те килĕшмен. Анчах вĕсене кунтан мĕнле хăваласа ямаллине пĕлмен, чĕр чунсем çынтан хăранă.

Темиçе кун шутланă хыççăн Хипер хăйĕн хăрамалла хулăн сассипе калать:

— Эпĕ хамăн çĕр-шыва çынсенчен хăтарăп. Хăтарма вара тем те тăвăп!

Çав мелсем хушшинче вăл чи хăрушшине суйласа илнĕ: çĕр айĕнчи чунсене чĕнни! Анчах ăна тума вăл ăс çитереймен. Пĕтĕм çĕрте вĕçсе çӳрекен ăмăрт кайăксенчен ыйтса пĕлме шутланă вăл. Хипере таçта пурăнакан Тимĕр Шапа пирки каласа пама пуçланă. Вĕсен сăмахĕсем тăрăх Тимĕр Шапа чи ăслă чĕр чун пек туйăннă.

Хăйĕн шухăшĕсене Хипер ку питĕ лайăх меслет тесе шутланă.

Анчах та вĕсем каласа пĕтереймен. Тимĕр Шапа кунтан виçĕ çӳллĕ ту, виçĕ тарăн кӳлĕ, виçĕ тĕттĕм вăрман урлă вырнаçнă. Каяс çул питĕ хăрушă. Апла пулин те унта кайма шутларех Хипер хăйĕн ăшĕнче. Çапла вара пĕр шухăшсăрах Тимĕр Шапа патне çитсе килес тесе хатĕрленме пуçларĕ. Çул йывăрлăхĕсене çĕнтерсе Тимĕр Шапа пурăннă çĕре çитрĕ-çитрех. Вара вĕсем çакăн пек калаçу пуçарчĕç.

— Аслă Тимĕр Шапа. Пирĕн çĕр çине çынсем кĕчĕç. Мана эсĕ мĕн чухлĕ вăй пама пултаратăн, пар, — тет Арăслан.

— Мĕн тума сана вăй. Итле эппин, — терĕ Тимĕр Шапа. — Ĕçе васкамасăр тăвас пулать.

Пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтереймен самантсем те пулаççĕ, çавăнпа та юлташсенчен пулăшу ыйтмалла. Ак çапларах пулĕ ман сĕнӳ: сирĕн малашне пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕренмелле. Çын вăл – тăшман мар. Ырă ĕç тусан вăл та сана ырăпа тавăрать. Чĕр чунсем те çын пекех ăнланаççĕ. Вĕсем те пĕр-пĕринпе ĕмĕрĕпех килĕшсе пурăнма пултараççĕ. Япăх шухăшсем хушшинче ырри нумайрах.

— Эпĕ сана питĕ лайăх ăнлантăм. Халиччен манпа усал туйăмсем хуçаланнă. Киле таврăнсан ырă ĕç тума тăрăшăп, — вĕçлерĕ хăйĕн шухăшне Арăслан.

Тăван çĕр-шывне çитнĕ хыççăн Лемверта тĕлĕнмелле пурнăç пуçланнă. Çынсемпе чĕр чунсем туслă пурăнни, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни, савăнни паян кунччен пурне те тĕлĕнтерет.

 

2008, чӳк, 14

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-01 21:59:18):

Такăннă вырăнсем пур. Тата мĕн калас? Шухăшĕ чаплă, калавне лайăх пуçланă. Анчах вĕçĕ япăхрах çырăннă çав.

Тен, тепрехинче, вырăн лекĕ — лайăхрах хайланă калавсем нумай.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: