Маньяк
Паян ирех студентсен общежитинче шăв-шав. Ирхине тăрса тухнă студентсем çăвăнмалли пӳлĕмре каччă виллине тупнă. Çамрăксем ир енне кайсан çеç çывăрма выртаççĕ. Ун пек –кун пек сас-чĕв никам та илтмен. Хăш вăхăтра пулнă ку ĕç — никам та татса калаймарĕ. Çамрăкĕ вара ку общежтитинче 234 пӳлĕмре пурăнакан Тамаров пулчĕ. Ытти ачасенчен нимпе те уйрăлсах тăман вăл. Ялхуçалăх академийĕн инженери факультечĕн виççĕмĕш курс студенчĕччĕ. Пӳлĕмре пурăнакан ачасене театра кино курма каясси çинчен каласа хăварнă. Юлташĕ часах таврăнманнине кура вĕсем ăна çĕр выртма кам патне те пулин юлнă пулĕ тесе шутланă. Ара, ун пекки пулман мар та.
Вилĕмĕ вара ытла та хăрушă пулнă. Каччăна вун пилĕк хутчен çĕçĕпе чикнĕ, унтан çĕççине хăлхинчен тăрăнтарса хăварнă. Çакăн пек тискер ĕçе çын тума пултарнине никамăн та ĕненес килмерĕ. Анчах çынсем хушшинче пурăнатпăр мар-и? Çапах та кам?
Милици çийĕнчех çитрĕ. Питĕ тĕплĕн ыйтса пĕлчĕç. Çăвăнмалли пӳлĕм çывăхĕнчисем нимĕнле асăрхамалли сасă илтменни çинчен каларĕç. Çурçĕр иртсен ку пӳлĕме хĕрсем те кĕрсе тухнă иккен, анчах вĕсем те нимĕн те асăрхаман. Вахтершăна та чĕнтерчĕç. Вăл та общежити алăкне вунă сехетрех питĕрсе илнĕ. Тухса каякансем пулман, анчах Тамаров Ваня пĕр вун пĕр сехетсем çитеспе алăка шаккаттарса уçтарса кĕнĕ.
— Асăрхаттарса илтĕм эпĕ ăна, кун пекки тепре пулсан кĕртместĕп терĕм. Вăл каçару ыйтса çӳлелле хăпарса кайрĕ, — пĕлтерчĕ вахтерша. — Паян ирпе тухса каякансем те никамах та пулмарĕç. Пиллĕкмĕш курса вĕренекен икĕ хĕрача çеç яла каятпăр тесе ирхи автобус çине васкарĕç.
Милици çыннисем çуртран никама та кăларса яма хушмарĕç. Кашни пӳлĕме çитсе унта пурăнакансем курса калаçрĕç, ыйтса пĕлчĕç. Анчах ку тĕрĕслӳ те нимĕн те памарĕ.
Милици начальникне Уварова ирхине ирех общежитинче пулса иртнĕ тискер преступлени çинчен пĕлтерчĕç. Çак хăрушă ĕç еплерех пулса иртнине пĕлсен тӳрех пĕр уйăх каялла пулса иртнĕ ĕç аса килчĕ. Шăп çакăн пек вилĕм Çамрăксен урамĕнчи виççĕмĕш çуртра пулса иртнĕччĕ. Унта çамрăк хĕрарăма пĕчĕк ачи умĕнчех çĕçĕпе чиксе вĕлернĕччĕ. Ăна та вун пилĕк хутчен çĕçĕпе чикнĕ, унтан çĕççине хăлхине тăрăнтарса хăварнă. Çын вĕлерекенĕн йĕрĕ çине тухайман-ха, ĕçе хупман. Акă каллех тепĕр виле. Тем тесен те пĕр çын алли ку. Нивушлĕ хулара маньяк хуçаланать? Тепĕр Чикатилло тупăнчĕ – ши вара? Çак шухăшсем канăç памарĕç Уварова. Çын вĕлернипе ĕçлекен уйрăмри ĕçченсене чĕнсе илчĕ те тинтерех пулса иртнĕ ĕçе тĕпчеме, ăна епле пулсан çинерех уçса пама хушрĕ. Общежитинче вара çĕнĕрен шырав иртрĕ. Кашни пӳлĕме кĕрсе тухрĕç, пуринпе те тĕл пулса калаçрĕç пулсан та — нимĕнле ют çын çĕр каçни те, ĕçе татса пама пулăшакан айăп палли те тупаймарĕç. Каллех ĕç вăрăма тăсăлчĕ.
Студентсен çуллахи сессийĕ çывхарса çитет. Ун пек чухне çамрăксем çĕрĕпе вĕренеççĕ, кăнтăрла канаççĕ. Общежитинчи 234 пӳлĕмре халĕ виççĕн çеç пурăнаççĕ. Тăватă çын пурăнмалăх пӳлĕм пулсан та Ваня Тамаров вилнĕренпе кунта никама та яман. Икĕ Саша та Эдик. Виççĕшĕ те тăваттăмĕш курсра пĕр факультетра вĕренеççĕ. Пĕррехинче комендант каччăсем патне пĕр çамрăк çынна ертсе килчĕ.
— Каччăсем, вăхăтлăха сирĕн пата çĕнĕ çынна яратăп. Паллашăр та йĕркеллĕ пурăнăр.
Эдик çĕнĕ çынна маларах иртме сĕнчĕ. Лешĕ хăйпе пĕрле илсе кĕнĕ чăматана пушă кравать тĕлне лартрĕ, унтан хăйĕнпе паллаштарчĕ.
— Коля, аспирантурăра вĕренетĕп, вăхăтлăха агрономи факультетĕнче вĕренекен хĕрсемпе практика иртттерме ячĕç. Пĕр уйăх сире, каччăсем, чăрмантарăп, унтан каятăп, — пĕр сывлăш çавăрмасăр тенĕ пек каласа хучĕ çамрăк çын.
— Темех мар, пире пит кансĕрлекен çынах пулман-ха. Мана — Эдик, манăн юлташăмсем иккĕшĕ те Саша ятлă, — каллех хуравне Эдик пачĕ.
Каччăсем пĕр-пĕрне алă пачĕç. Ăçта мĕнпе усă курма май пуррипе паллаштарчĕç. Йĕркеллех пурăнса кайрĕç çамрăксем. Студентсен пурнăçĕ çаплалла вĕт, пур пĕрле, çук çурмалла. Çитмесен кӳршĕ пӳлĕме каçма пулать. Юнашаррисемпе те йĕркеллех пурăнаççĕ йĕкĕтсем. Ытларах вĕсем патне Голубин Сергей каçкалать. Каччăсемпе пĕрле вĕреннĕрен пулĕ ыйтмалли те, калаçкаламалли те тупăнать унăн. Питĕ маттур каччă вăл, спортпа питĕ туслă, карате секцине те çӳренĕ, ăмăртусене те хутшăннă. Çавăнпа час-часах кайкаласа çӳрет. Сайра пĕрре хăйĕн пӳлĕмĕнче çывăрать. Ун пек чухне яланах каччăсем патĕнче. Гитарăпа çав тери ăста вылять. Ваньăна та çак инструментпа калама вĕрентнĕччĕ вăл.Ун хыççăн Саша кăштах пăнтăртаттаратчĕ. Пĕр-пĕр пĕчĕк уявсенче Сергейсĕр питĕ кичем. Калаçма та, култарма та, юрра-ташша ӳркенмест вăл.
Кӳршĕре çĕнĕ çын пулнине илтсенех паллашма каçрĕ вăл. Шавласа ларнă хыççăн кăштах картла выляса илчĕç. Çурçĕр иртсен Сергей пӳлĕмне каçма тăчĕ. Хăйпе пĕрле Кольăна чĕнчĕ:
— Атя, Коля, паллашнă ятпа пирĕн пӳлĕме, кăштах сăра ĕçĕпĕр.
— Çук, чăрманма кирлă мар, çитменнине эпĕ эрех-сăрапа айкашмастăп.
т Пыратăнах, паллашнă ятпа пирĕн пата каçса курмасан эпĕ çиленетĕп. Нумайлăха мар, куратăн та эпир мĕнле пурăннине çийĕнчех каçатăн.
Çапла хистесех илсе каçрĕ Кольăна Сергей. Нумай та вăхăт иртмерĕ Коля илтерсе те каçрĕ. Нимĕн чĕнмесĕрех хывăнчĕ те вырăн ăшне кĕрсе выртрĕ. Эдик тем пек мĕн пулнине пĕлесшĕн тăрăшсан та каччă нимĕн те чĕнмерĕ. Урăх хистемерĕç те вара.
... Уварова çын вĕлерекене халĕ те тупайманни çав тери шухăшлаттарчĕ. Хăйĕн секретарьне хĕрарăма вĕлерни çинчен калакан малтанхи ĕçе илсе килсе пама ыйтрĕ. Питĕ тĕплĕн çĕнĕрен вуласа тухрĕ ăна вăл. Икĕ ĕçре мĕн те пулин пĕр пекки çук-ши тесе тĕрĕслерĕ. Хĕрарăма вĕлерекен çын çамрăк пулни паллă, мĕншĕн тесен çăмăлтарах пурнăçпа пурăнма юратакан хĕрарăм патĕнче час-часах çамрăк арçынсем пулнă. Апла пулсан вĕлерекен те хăйĕнчен темлех аслах пулман. Хĕрарăма час-часах ресторансенче курма пулнă. Ку версипе те ĕçленĕ иккен. Çав кунхине ăна чăннипех те ресторанта курнă. Малтан пĕр çамрăк çынпа курнă ăна, каярахпа — тепринпе. Икĕ çынни те унпа пĕрле кайман. Вĕсен алиби пур. Камсем пулни те паллă. Пĕри — ялхуçалăх академинче вĕренекен студент, тепри — çав ресторантах ĕçлекен бармен. Чим-ха, иккĕмĕш ĕç шăпах ялхуçалăх академин общежитинче пулса иртмен-и-ха? Тен, çакă çыхăнтарса тăмасть-и икĕ ĕçе пĕр тĕвве.Тепре тĕрĕслес пулать, тен, çĕнни мĕн те пулин тупăнĕ.
Тепĕр икĕ кунтан каччăсен пӳлĕмне ахаль тум тăхăннă милици çыннисем кĕрсе тăчĕç. Пӳлĕмре çĕнĕ çын пуррине пĕлсен хăйпе паллаштарма ыйтрĕç, докуменчĕсене тĕрĕслерĕç. Унтан кӳршĕ пӳлĕмре пурăнакан Сергей Голубин çинчен ыйтса пĕлчĕç. Час-часах пулать-и вăл общежитинче, çĕр выртман каçсенче ăçта çĕр каçать. Мĕншĕн пĕчченех пурăнать вăл хăйĕн комнатинче т. ыт. те. Ним начаррине те калаймарĕç каччăсем Сергей çинчен.
— Иртнĕ çулччен иккĕн пурăнатчĕç-ха вĕсем. Юлташĕ авланчĕ те арăмĕпе хваттер тара илсе пурăнать, вырăнне те тытса тăрать.
— Сирĕн пӳлĕмри Тамаров Ваньăна вĕлернĕ каçхине вăл ăçта пулнине пĕлетĕр-и эсир? — ыйтрĕ милиционер.
— Ăçта пулнине пĕлместпĕр эпир, вăл пире хăй ăçта çӳренине каласа тăмасть паллах.
— Тамаров вилнĕ каç хăйĕн пӳлĕмĕнче пулнă-и вăл, эсир асăрханă-и ăна?
— Ун чухне вăл çукчĕ, мĕншĕн тесен Ваня вилнине пĕлсенех эпĕ ун патне чупса каçрăм, анчах унта никам та пулмарĕ, — терĕ Саша.
Коля кăна темле тĕмсĕлсе пăхса илчĕ каччăсем çине, çапах та пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Милици çыннисем каччăсем каланине çырса пырса алă пустарчĕç те тухса кайрĕç.
Вăхăт малаллах шурĕ. Каччăсен сесси вăхăчĕ пуçланчĕ. Хĕрсех экзаменсем тытрĕç. Часах Кольăн практика вăхăчĕ, каччăсен сесси вĕçленет. Пурте килĕсене кайма хатĕрленеççĕ. Çав ятпа ăсату каçĕ ирттерме палăртрĕç. Студентăн темех илме укçи ăçта унăн. Икĕ кĕленче хĕрлĕ эрех те кăштах çырткаламалли туянчĕç. Коля хăйĕн ушкăнĕнчи хĕрсене те чĕнме шутлани çинчен пĕлтерчĕ, каччăсем хирĕç пулмарĕç. Хĕрĕсем хăйсемпе пĕр общежитинчех пурăнаççĕ, çавăнпа пӳлĕме илсе кĕресси йывăрах пулмарĕ. Тамарова вĕлернĕ хыççăн юттисене никама та кĕртмеççĕ.
Хĕрсем пуçтарăнсан сĕтел çине хăйсемех тирпейлерĕç. Каччăсем музыкăпа аппаланчĕç. Тирпейлесе пĕтернĕ хыççăн сĕтел хушшине вырнаçрĕç.
— Сергее чĕнмеллеччĕ, унпа интереслĕрех, — сăмах хушрĕ хĕрсенчен пĕри.
— Ĕлкĕрен, кĕреке шăршине аван туять вăл. Кунта пулсан чĕнмесĕрех каçать, пирĕнпе те пит тунсăхах пулмĕ-ха сире, — кулкаларĕ Эдик.
Чăнах та, нумай та вăхăт иртмерĕ — алăка шаккани илтĕнчĕ.
— Каларăм вĕт сире, сĕтел çи шăрши кӳрше çитрĕ ĕнтĕ, хăй те тут как тут, — шӳтлерĕç каччăсем.
Пӳлĕме Сергей хăйĕн гитарипе кĕрсе тăчĕ. Хăйĕнпе пĕрле пĕр çур литр шурă эрех чиксе каçнă вăл. Çамрăксем шӳтле-шӳтле ăна сĕтел хушшине кĕртсе лартрĕç. Пĕр Кольăн сăн-пичĕ кăна тĕксĕмленчĕ. Сергей хăйне ним пулман пекех тыткаларĕ. Хушăран Коля çине пăхса илчĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ. Гитарăпа каласа хĕрсене юрлаттарчĕ, хăй те хĕрсен ячĕпе тесе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ, анекдотсем каласа култарчĕ. Пуринпе питĕ лайăх пулчĕ вăл. Уяв вĕçĕнче Кольăн та кăмăлĕ çемçелчĕ. Сергейпа Коля иккĕшĕ çеç шаккаса черкке те çĕклерĕç. Питех ĕçсе курман каччăсемшĕн эреххи аванах хĕрмелĕх пулчĕ. Хĕрсемшĕн вĕсемшăн ташласа пултăр. Музыка янă — яманах сикме пуçларĕç. Кольăн пуçĕ çаврăнчĕ. Вăл хĕрсенчен каçару ыйтса вырăн çине выртасшăнчĕ, анчах Сергей:
— Пирĕн пӳлĕмре никам та çук, кайса вырт çавăнта, унта сана никам та кансĕрлемест, — терĕ.
— Чăнах, кăштах канса ил, эпир сана кайран каçса вăратăпăр, — терĕ Эдик.
Коля выртнă-выртман çывăрса кайрĕ. Мĕн чухлĕ çывăрнă-ши вăл ? Такам хулран тĕкнипе вăранса кайрĕ. Куçне уçнă — уçманах умĕнче Сергей тăнине курчĕ вăл.
— Атя, тăр, нумай вăхăт хушши çывăртăн, кайма вăхăт.
Пуçĕ питĕ вăйлă ыратать, вăй çук, шыв ĕçес килет. Ытлашши усал сăнлах пулманран халĕ темшĕн шикленмерĕ тата Коля Сергейран.
— Туалета каяс килмест-и? Атя кайса килер, — тесе малтан утрĕ Сергей.
Чăннипех те унта кайса килсен те пăсмасть, сивĕ шывпа та çăвăнса уçăлас пулать текен шухăшсемпе Сергей хыççăн утрĕ Коля.
Туалета кĕрсенех Сергей алăка тачă хупрĕ те:
— Ну, Дружок, тинех çаклантăн. Эпĕ сана унчченех асăрхаттарнăччĕ. Каланине итлемен, мана хисеплемен çынна эпĕ вуçех те юратмастăп тенĕччĕ. Эсĕ вара эпĕ ыйтнине пурнăçламарăн, мана хăна тума шутламарăн, ку сана çавăншăн, — тесе пĕррех урипе тăрăслаттарчĕ Кольăна.
Коля ним каласа ĕлкĕреймерĕ, калама сывлăшĕ те тухмарĕ. Епле çынна хирĕç тăмалла мар тума мелне пĕлет иккен. Çакăн хыççăн çеç Сергей аллине çӳхе перчетке тăхăннине асăрхарĕ Коля. Унтан кĕсйинчен çĕçĕ туртса кăларчĕ те Кольăна малтан кăкăрĕ тĕлĕнчен, унтан ăçтан килнĕ çавăнтан чикме пуçларĕ. Çитменнине, шутласа пычĕ. Юлашкинчен çĕççине каччăн хăлхине çине тăрăнтарса лартрĕ. Ун хыççăн чуна кантармалли ĕç тунă евĕр ĕхлетсе илчĕ те аллинчи перчеткине кран айĕнче шывпа çуса илчĕ, хывса илсе урнăна пăрахрĕ. Унчченхинче вăл туалет чӳречи çумĕнчи труба тăрăх аннăччĕ, хальхинче вара ун пек тума шутламарĕ. Комнатине кайса койки çине выртрĕ. Çывăрасси пулмарĕ, тул çутăласса, вилене тупасса кĕтрĕ.
Уваров тепĕр виле çинчен илтсен тӳрех кам тума пултарнине чухласа илчĕ. Хальхинче виле патне чи малтан хăй çитме шутларĕ. Голубин комнатине те чи малтан хăй кĕрсе тăчĕ. Аллине пистолет тытнă çынна курсан çын вĕлерекен тӳрех аллисене çĕклерĕ. Çак саманта тахçанах кĕтнĕ евĕр пĕр сăмахсăрах аллине ал сăнчăрĕ тăхăнтарттарчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...