Йăмра йĕрет


Çуллахи ăшă кун. Шăпланса çут çанталăка итлетĕн те, епле кăна сасă çук-ши таврара! Кайăксем ςепĕç чĕлхепе чĕвĕлтетсе юрă шăратаççĕ, ем-ешĕл курăк айĕнче шăрчăксем чарлатаççĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ лĕпĕш вĕçет.

Коля 8-мĕш класра вĕренет. Кĕнекепе питĕ туслă вăл. Ялти библиотекăра Коля вуламан кĕнеке те сахал юлнă пулĕ. Халĕ тата интернетпа çыхăнса та темĕн те пĕлме пулать. Уйрăмах вăрçă çинчен вулама килĕштерет арçын ача. Акă халĕ те Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра» ятлă кĕнекене илчĕ те кӳлĕ хĕрне анчĕ. Кӳлли вĕсен килĕ умĕнчех. Вырăнĕ те илемлĕ. Тăвайкки пĕр хĕррипе çӳллĕ хăмăш, шыв çинчех тĕрлĕ чечек ӳсет. Йĕри-тавраллах хăвалăх.

Кольăн кунта хăйĕн юратнă вырăнĕ пур. Икĕ йăмра пĕр кăкран шăтса ӳснĕ вырăн. Коля кунта тенкел пекки те майлаштарса хунă.

Коля кĕнекине вулама пуçларĕ те пурин çинчен те манса кайрĕ. Ванюшкапа, унăн юлташĕсемпе пĕрле пулчĕ вăл.

Мĕнле çынсем-ши çав нимĕçсем? Епле пĕтĕм ял çыннисене, чĕрĕ çынсене, пĕр айăпсăр хĕрарăмсемпе ачасене, ватăсене, вĕлерме пулать? Мĕншĕн пĕр-пĕринпе вăрçăнаççĕ-ши çынсем? Халăх пурте пĕр пек мар-им? Мĕн тери хăрушă иккен вăл вăрçă.

Коля киле кĕчĕ. Апат çырткаларĕ те ноутбук илсе каллех йăмра айне пырса ларчĕ. Аппăшĕн, Ленăн, шăпи çинчен те шухăшларĕ вăл. Илемлĕ мăшăр пулать тетчĕç Ленăпа Илюш çинчен. Илюш тепĕр икĕ уйăхран салтакран таврăнмаллаччĕ. Чечняра, Гудермес патĕнче тăратчĕ вĕсен чаçĕ. Хурлăхлă хыпар çитрĕ Анук аппа патне инçетрен: Ывăлĕ, Илюш, цинк тупăкра килет…

Сасартăк Коля хăйне такам вĕри япалапа тĕртнĕ пек туйрĕ. Йăмра вулли чĕтренсе илчĕ. Ноутбук экранĕ çине темĕнле çыру тухрĕ, ӳкерчĕксем палăра пуçларĕç. Пăшал сасси, взрыв. Тӳпене çити çĕкленекен тĕтĕмпе тăпра. Пушар пур енче те. Юн… юн… Çынсем чупаççĕ-чупаççĕ те ӳксе сывлăшалла вĕçеççĕ. Чим, малта Лена савнийĕ Илюш мар-и? Çавă, çавă.

Коля Ленăна чĕнсе илесшĕнччĕ, анчах экран çинчи ӳкерчĕксем çухалчĕç. Мĕн пулчĕ-ши ку? Лена кулянни Коля чунне çав териех хускатрĕ-ши?

Арçын ача виçĕм кун пулса иртнине аса илчĕ. Каçпала выльăхсене çитермерен кĕртсен вăл Чавайкка хĕррине анас терĕ. Каçĕ тĕттĕм мар, уйăх тулса çитнĕ. Çăлтăрсем шывра чӳхенсе çăвăнаççĕ пек. Йывăç тураттисем шыв еннелле тайăлса юмахри пек илемлĕн курăнаççĕ.

Йăмрасем патне çитеспе Коля сасăсем илтрĕ. Шăпланса тăчĕ. Аппăшĕн, Ленăн сасси вĕт ку. Анчах кампа калаçать вăл? Никам та курăнмасть-çке. Илюшпа мар-и? Çавăн сасси. Анчах… вăл вилнĕ-çке!

Коля йăмра патнерех пычĕ. Лена йăмра çумне тайăннă та калаçать. Йăмра туратти Ленăна ыталанă.

— Лена, Ленукăм. Ан ыйт текех ун çинчен. Аса илес те килмест. Хăрушă. Хăвшăн кăна мар. Çывăх юлташсене куç умĕнчех çухатма мĕн тери йывăр. Чечня çĕрĕ çинче кашни ту хысакĕнчен вилĕм кĕтет. Мĕншĕн кураймаççĕ вĕсем çынсене?

Эпир виççĕн, çирĕм иккĕри çамрăксем, тăшман мини çине пырса кĕтĕмĕр… Пурăнас килетчĕ. Юратас килетчĕ.

Коля тĕлĕннипе шанк хытса тăчĕ: йăмра Илюш сассипе калаçать.

— Эпĕ текех санăн сенкер тӳпе евĕр куçунтан нихăçан та пăхаймăп. Сассуна та илтеймĕп, сана та кураймăп. Шăпа мĕншĕн уйăрса ячĕ-ши пире?

Йăмра йĕрет мар-и? Чăнах та, йывăç куççулĕ типĕ çĕр çине пат та пат ӳкет. Лена çине те тумлать.

Лена «Илюшне» йăпатса ачаш сăмахсем калать.

— Пурăнас килетчĕ питĕ. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулса йăха тăсас килетчĕ. Аттем-аннем те вăхăтсăр ватăлчĕç. Аннене урампа пынине куртăм та тӳсеймесер «аннем!» терĕм. Вăл чарăнса ун-кун пăхкаларĕ, тути «ывăлăм» тесе пăшăлтатрĕ.

— Кунта эпĕ, кунта ман чунăм. Ӳтĕм çеç лере, сăрт айккинче. Цинк тупăкра та эпир виççĕн. Çĕрпе пĕрле пуçтарса майлаштарнă кĕлеткере манăн çур алă татăкĕ анчах…

Йăмра йĕрет. Тумлать куççулĕ. Арçын та макăрать-и вара? Вăл та тӳсеймест пулĕ çав. Ирхи сывлăм та вăрçăран таврăнайман ачисемшĕн йĕрекен ашшĕ-амăшĕн куççулĕ мар-ши?

Таçтан çил-тăвăл тухрĕ. Хура пĕлĕтсем капланса килчĕç. Чĕреслетсе сумăр тăкса ячĕ. Тĕнчери тӳнтерле пулăмсене хирĕç тăрса çут çанталăк та йĕрсе ячĕ-ши? Йăмра пек.

Йĕрет йăмра. Тăкать куççулĕ. Мĕнле самана пулĕ-ши эпир ӳснĕ тĕле? Вăрçи кăна ан пултăрччĕ. Ан пултăр вăрçă!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 17:51:51):

Калав шухăшĕ интереслĕ. Лайăх — содержани енчен сапаланчăк мар. Лайăххисен шутне кĕртес.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: