Давид Шашкин
Давид Семенович Шашкин 1924 çулхи Раккасси ялĕнче юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче (Тутарстан, Пăва районĕ) вăтам хресчен çемйинче çуралнă. 1939 çулта Элшелĕнче сакăр класс пĕтернĕ Каярах Хусанта ФЗО шкулĕнче вĕреннĕ фабрикăра ĕçленĕ.
1942 çулта фронта лекнĕ, связист, разведчик, снайпер пулнă. Икĕ çултан Брянскри çарпа политика училищинчен вĕренсе тухнă, батальон, полк комсоргĕ ĕçĕсене туса пынă. Икĕ хутчен суранланнă. «Хĕрлĕ Çăлтăр» тата Тăван çĕршыв Аслă вăрçин пĕрремĕш пусăмлă орденĕсен кавалерĕ. Ăна «Варшавăна хăтарнăшăн», «Берлина илнĕшĕн» медальсемпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн яла таврăнсан (1947 çул) Осоавиахим комитечĕн председателĕ, вулав çурчĕн заведующийĕ, партком секретарĕ пулса ĕçленĕ. Каярахпа строительство бригадине ертсе пынă.
Литература ĕçне ачаранах пуçăннă. Чи малтан Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленнĕ.
Хайлавĕсем Тутарстанра, Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленеççĕ. «Канашпа» тачă çыхану тытать. Конкурс çĕнтерӳçи те пулнă. «Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ» ята тивĕçнĕ.
Хайлавĕсем
- Роза | Повесть | 40 115
- Чĕмпĕр вутсăр çунать | Калав | 29 116
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...