
Георгий Ирхи (Георгий Иванович Порфирьев) 1949 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Самуккасси ялĕнче çуралнă. Иккассипе Кӳкеçри вăтам шкулсенче вĕреннĕ, Шупашкарти энерготехникумра, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ.
Райхаçатсенче, «Пионер сасси», «Тантăш» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ, чĕрĕк ĕмĕре яхăн «Чăваш Ен» телерадиокомпанире литературăпа ӳнер редакцийĕсенче тăрăшнă. Унтан — «Хыпар» хаçатра. Г.Ирхи — А.Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ, ЧР Музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Унăн сăввисемпе композиторсем 60 яхăн юрă хьшнă («Асамат кĕперĕ», «Кĕл чечек», «Çырла тути», «Чаршав» т.ыт.т.).
Çамрăклах сăвă çырма пуçланăскер, Георгий Ирхи çырулăх каçалăкĕнче вăтăр пилĕк çул ытла тăрăшнă. Унăн «Çырмари хĕвел» (1990); «Тасалу» (1991), «Вăтанчăк аслати» (1993) кĕнекисене вулакансемпе критиксем хапăлласа йышăнчĕç. Поэт куçару енĕпе те ăнăçлă ĕçлерĕ. Г.Ирхи — 1991 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
2010 çулта вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Make wedding planning feel joyful instea...
Enjoy every moment of your engagement jo...
Planning your dream wedding should feel ...
This wedding planning website was create...
Enjoy every moment of your engagement jo...
Make wedding planning feel joyful instea...
Planning your dream wedding should feel ...
This wedding planning website was create...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...