Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӳнми хĕлхемАча чухнехиÇич çунатлă куракКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеКăвак çĕмренКăвайт çутисемКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке

Авăн çапнă каç


Комбайн çути – каçхи ĕçчен хĕвелĕ.

Кĕлте салтса перетпĕр шнек çине.

Тусанлă пит-куçа çанпа шăлса

хăлхасенчен шав витĕр кăшкăратпăр.

Ача-пăчан ашкăнасси те пур çав.

Асли çук чух каятпăр ав ассах.

Пĕри сӳсе илет те карттуса

хыçран ик çивĕт çеç курса юлатăп.

Çĕмел тавра пĕр вуннă çаврăнсан

çак чăрсăра аран-аран тытатăп.

Каç сĕмлĕхĕ теме систернĕрен

сасартăк чарăнса тăпах тăратăп.

Кĕтмен çĕртен çывхарчĕ ик тута.

Кĕçех тата кăвак хуппи ялтлатрĕ.

– Сиссем ухмахăм. Юратап сана.

Карт! тĕкрĕ те çумри хĕркке çухалчĕ.

Телейлĕскер, тӳнеп çĕмел çине.

Астивнĕ пылака аса илме хăратăп.

Пулассине çавах та тĕшмĕртсе

пĕр кĕлтине хам хыттăн пăчăртатăп.

 

Йĕпреç, 1973.

Арамаçă хавалĕ


Ахăр самана, ахрат,

Е асат, е ахăрать...

Икĕ-виçĕ пин çулсем

Пурăнаççĕ пуль вĕсем.

Тахçанхи пуян тĕнче

Упранать-мĕн вĕсенче.

Пĕлтерет ун çинченех

Арамаçи тениех.

Константин Бальмонт пире

Хăйĕн икĕ сăввинче

Ун çинчен çапла калать,

Хапăлласа такмаклать.

1

(Авеста тăрăх)

Эп çут тĕнче Турри вăл, Арамаçă,

Нумай çĕре-шыва пултарнăскер.

Ман сăнара илсе тата мĕскершĕн

Çуралнă ман тăшманăм ирсĕр Ахăр.

Чечекленен çĕре-шыва пултартăм,

Анчах та Ахăр вилĕм çеç кӳрет:

Шывра çĕлен ĕрчетрĕ, хĕл çитерчĕ —

Çулталăкра вун хĕл, ик çу кăна,

Шăнса каять шыв-шур та йывăç-курăк,

Пурне те сивĕ хĕл хурри лекет.

Пултартăм Сăкăта, тӳрем çĕре,

Анчах та Ахăр саранча пултарчĕ,

Ăна кура тыр-пул, чĕр чун пĕтет.

Марка çĕрне те эпĕ пурнăç кӳтĕм —

Ĕçпе телей унта хуçаланма.

Анчах усаллăх çеç çуратрĕ Ахăр.

Çынсем иккĕленмешкĕн пăрахма

Ĕлккен Нисаййăна пултартăм эпĕ,

Анчах сӳнтерчĕ Ахăр шанчăка.

Малалла

Улăпсем


Пурăннă вĕсем сĕм авалах,

Хапăлланă ырă хавала.

Пулнă тет хăйсем шултра,

Атлантсем пек вăйлă та патвар.

Çичĕ çухрăм пулнă тет утти,

Çичĕ чалăш тăршшĕ — çăпати.

Хăтлăх кӳнĕ хăтсăр тĕнчене,

Тытнă теççĕ пурнăç тыткине.

Пĕлĕте çĕкленĕ тет çӳле

Ирĕккĕн хăйсем çӳремелле;

Ăшăнмашкăн тупнă кăварне,

Шăрăх чух çутарнă çумăрне.

Вырăнтан куçарнă тет тăва,

Çĕн çулпа юхтарнă тет шыва.

Тĕнчене шыв илнĕ те — талай

Шавласа тăрайнă тет чылай.

Пур чĕр чун пĕтес патне çитсен

Улăп çăлнă тет путассинчен:

Хывнă та вăл хăйĕн кĕпине

Мăшăррăн тултарнă ун ăшне.

Тытнă тет пĕр вăхăт пĕлĕтре,

Шыв чаксан антарнă тет çĕре.

Пулнă тет кĕпи асамлăскер,

Çитмĕл çич тĕспе тĕрленĕскер.

Иксĕлми вăй панă — хĕн килсен,

Çĕнеймен никам та — кĕрешсен.

Хăваланă вăл тăшмансене —

Татăлма паман тăван йăхне.

Йыхăрсан та ют çĕре Мерчен

Вăл кайман çуралнă çĕрĕнчен.

Савнă çĕрĕ пулнă хаклăрах,

Чăн телейĕ — хамăр халăхра.

Улăп ватăлса шуралнă та

Малалла

Анне алли


Те кунĕпех утнăран, те çĕр вĕри пулнăран пĕçереççĕ-ши ура тупанĕсем? Пăчă. Шыв ĕçесчĕ те çав... Аннем килте кăпăклă сĕт ĕçтернине аса илсен сурчăка çеç çăтатăп. Умра – çăл, çул çӳревçе шăрăхра вăй паракан çăл. Тĕлĕнмелле, епле типмен-ха вăл?

 

Миçе эрне çумарĕ-ши ку çумăр,

çăвар тулли тусанĕ, хăямат.

Пуçне усса ларан ӳсен-тăранĕ

тăранĕ-ши ĕçсе чун каниччен?

Çĕр антăхнă, çĕр харсăрланнă, кушнă,

йĕпетĕччĕ хăть типĕ тутине.

 

Çав самантра, тĕлĕнмелле, эп илтрĕм хавшанă çĕрĕн ăшă сассине:

– Ывăлăм, ывăнтăн пулĕ, ăшу хыпрĕ пулĕ. Ĕç-ха шывне, ывăлăм.

– Тавтапуç, аннеçĕм.

 

Хураçырма. 1973, çĕртме.

Кил ăшши


Тулта тăман

улать, улать,

чумансене те чуптарать.

Тухать те тĕтĕм мăрьерен

çĕр çумнерех пĕр лăпчăнать,

калла кĕресшĕн явăнать.

 

Пӳртре пачах та урăхла,

кунта

çу кунĕ çуталать,

кăмакара

вут ама ташлать,

куршукра сарăлнă чечек

çеçке çурать.

Тулта выçă çил

улать, улать,

пӳртре

икерч шăрши сарăлать.

Пĕрене икĕ енĕ –

икĕ тĕнче.

Эп – элчĕ,

иккĕш хушшинче.

 

Йĕпреç, 1973, утă.

Тăван кил-çурт


Тăван кил-çурт –

ачалăхри тĕнчеçĕм,

анне хĕвелĕм пулнă хĕрӳлли.

Эп ун тавра планета пек çӳренĕ

пурне те пĕлесле

ыйта-ыйта.

 

Çăлтăрĕсем те пулнă

сахал мар,

пӳрт кĕреки кĕрлетчĕ

кĕрсенче.

Ыр тăванах ку Ăртиван тесе

çул куркине кукаçипе ĕçетчĕç.

 

Канăçлăхне çухатнă кукамайăм

çӳлти чи çутă çăлтăрпа танашнă.

Вĕлтрен-тӳре ун аллинчех пулсан та

ик куç тулли

кулли çиçетчĕ ун.

Пĕр вырăн çеç çав тĕнчере

пуш-пушă,

атте текен çут çăлтăр ман пулман.

Анчах та,

ыттисем пит ăшăран-ши,

çитменлĕхе çакна

пачах туйман.

 

Çут çăлтăрсем

ӳкеççĕ,

çуралаççĕ...

Тĕнчем паян

пит хăвăрт сарăлать.

Мана унта

çавах та тăвăр,

çынсен тĕнчисене

çитесшĕн эп.

 

Йĕпреç, 1973, çĕртме.

Хĕвеле мухтав!


(Авалхи хетт халăхĕн кĕлли майлă)

 

Эй Хĕвелĕм, тӳрлĕхлĕ хуçам!

Эй тӳрем! Çĕрпе тӳпе патши,

Эс тытса тăратăн çĕршыва,

Ыр вăй-хал пире куллен кӳрен.

Туррăмăр Хĕвел, хапăлласа

Эсĕ çеç илтен кĕллĕмĕре.

Эй, тивлетлĕ Туррăмăр Хĕвел!

Тӳрлĕхлĕ çынна эс аслăлан.

Туррăмăр-аннемĕрĕн ачи,

Пур енчен те эсĕ пит ăста.

Санăн сухалу — сенкер инçет.

Сан чуру — этем ак мĕн калать:

Эсĕ çеç тăратăн çутатса.

Паттăр пек патшамăр сар Хĕвел,

Пĕтĕм çĕршыва, йĕркелĕхе

Пĕртен-пĕр эсех тăран тытса.

Эй пĕртен-пĕр çутă Туррăмăр!

Панă аслă вăй-хăват сана.

Тӳрлĕхлĕ ертӳçĕ те эсех,

Патша пек хăватлă Туррăмăр!

Пехилленĕ Туррăмăр-атте

Аллуна тăватă çутă ен.

Эсĕ — ывăна пĕлми тӳре.

Пĕтĕм Аслă Турă ячĕпе

Эс туса пыран тĕнче ĕçне.

Çӳл тӳпемĕр хапхине куллен

Саншăн çеç уçаççĕ яриех.

Пуç таяççĕ санăн умăнта

Тӳпери, çĕрти мĕн пур хăват,

Кĕл тăваççĕ, тархаслаççĕ шав

Хӳтлĕхсĕр çынсен хутне кĕме.

Малалла

Тухья


Тухья — чăваш элемĕ,

Чăвашлăхăн палли.

Тухья — чăваш илемĕ,

Тухья — хĕрсем валли.

 

Юрлаççĕ мухтамашкăн

Сар йĕкĕт ячĕпе:

Савмашкăн-вылямашкăн

Тухьяллă хĕр чипер...

 

Хĕрсем татах та капăр

Пуçри тухйипеле.

Хăна кĕтме тухатпăр

Тухья çутипеле...

 

Чăвашăн пихампарĕ —

Тухьямăрăн çути —

Пире упранă мар-и

Паян куна çити?

 

Тухать ума асамлă

Алтайăн ту хырçи.

Унта-çке тăхăмланнă

Тĕп несĕлсен чĕрçи.

 

Тухья пек пулнă теççĕ

Унти пĕр вырăна.

Тен, кăшт хитрелетеççĕ

Халапсенче ăна?

 

Анчах йăх пуçĕ — кашкăр

Тăвать унта йăва:

Камах çитсе-ха каçтăр

Çак вăрттăн çĕршыва?

 

Пĕр ачана хăтарнă

Çак ырă чун-ама.

Леш вун ача хăварнă

Тĕреклĕн хунама.

 

Тĕрек тесех каланă

Çав кашкăр тăхăмне.

Тухья тесе ят панă

Малтан хăйсен йăхне...

 

Йăва пек туллă вырăн

Малалла

Хăмла юрри


Пĕрремĕш çавра

 

Ши кайрăм,

пи кайрăм,

пуçа

хĕвеле май тайрăм.

Çĕр çаврăнчĕ

тĕнĕлĕ тавра,

хам

шăчă тавра çаврăнтăм,

çӳле улăхса çитрĕм те

йăва çавăртăм.

 

Тĕп тунамăн тĕрекне,

çич хунавăн хăватне,

тĕнчен тăватă енне туртăнан

утмăл та ултă тымарăм пур,

тăрантакан сĕткенĕн çулĕ пур,

вĕсенчен те хаклăрах

ӳтлентернĕ анне варĕ пур,

пурнăç кăкăрĕ пур.

 

Кăвапана ĕме-ĕме

çивиттине те сиртĕм эп,

çич папкама кăлартăм эп,

мăя тăсса кармашрăм эп,

çут тĕнчепе паллашрăм эп,

шăрăх чухне ĕсĕклесе

анне сĕтне шырарăм эп,

ун кăкăрне шырарăм эп.

 

Çĕр çаврăнчĕ

тĕнĕлĕ тавра,

хам

шăчă тавра çаврăнтăм,

çӳле улăхса

йăва çавăртăм,

çĕр-аннеме юратса

юрă юрларăм.

 

Иккĕмĕш çавра

Тĕп тунамăн тĕрекне,

çич хунавăн хăватне,

тӳпен тăватă енне туртăнан

Малалла

Килет


Килет.

Илтетĕр-и,

килет!

Инçетре-инçетре,

çĕрлехи шăплăхра

манăн пуйăс чуппи илтĕнет,

манăн пуйăс çути илĕртет.

 

Килет!

Илтетĕр-и,

килет!

Килтен – хире, хир урлă

хырлăха ӳкетĕп.

Çапне çапăнса,

шурне шăвăнса

çил çинчи йĕвенсĕре

çилхинчен тытмашкăн ăнтăлатăп та…

тăпах

тăратăп.

Хă-ратăп.

Умри чукун çул

çухаласран хăратăп,

чунри ĕмĕтĕмсем

чухăнран хăратăп.

Килет,

манăн пуйăс килет!

Утмăл ултă шуртан,

итмĕл çичĕ çĕртен

пĕр кана сывлама та пулин

ирĕк сывлăш илсе çитерет.

 

Эй,

çилвĕçен!

Çилхӳ витĕр çил вĕрнĕ чухне.

вĕри юнăм вĕренĕ чухне

сан валли те парне хатĕрлерĕм,

шухă шухăшăмпа ĕмĕтрен

çĕн тĕнче тĕрĕлерĕм!

Каять.

 

Куратăр-и,

каять…

Инçетри-инçетри

çĕрсемпе шурсене

çĕрлехи пуйăссем çул тытать.

Инçетри-инçетри

çĕрсемпе шурсене

пĕр ача

ĕмĕтсем ăсатать.

 

Йĕпреç

■ Страницăсем: 1... 762 763 764 765 766 767 768 769 770 ... 796