Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Улăх-çаранлă, тăп-тăрă шывлă,
Илĕртетĕн илемӳпе.
Ăçта кайсан та пирĕншĕн хаклă
Тăван ен, Кушлавăш уй.
Куккук сассиллĕ вăрманусем сан,
Сарă хумлă уй-хирӳсем,
Ырă та паттăр ĕçченӳсем сан,
Тăван ен, Кушлавăш уй.
Çакăнтах иртрĕ пирĕн ачалăх,
Юратуллă лăпкă каçсем.
Çакăнтах пĕрремĕш юрату та,
Куççуллĕ уйрăлусем.
Ытармалла мар кунти хĕрсене.
Каччисем те ĕçре маттур.
Мăшăр суйлама кунта çеç килĕр.
Сирĕн валли те савни пур.
24.04.1976.
Кĕрекере анчах хуçаччĕ хĕл-хăна,
Хура курак сасси халь кĕчĕ хăлхана.
Сас илтĕннĕн енне пăхап хăра-хăра,
Кăçал та курмăп-ши каллех хăрах?
1976, пуш.
Умăртан утса-чупса иртнĕ чух
Шапăрах та саланчĕ çут шăрçа.
Пухрăмах та пухрăм – пĕтмерĕ,
Çиппинех те тиртĕм – çитмерĕ.
Васкаса пулăшăн-ха тенĕччĕ.
Вăтанса куçран пăхăн тенĕччĕ.
Васкамарăн, куçран пăхмарăн,
Хĕр инкекне темшĕн курмарăн.
Çĕн кĕпен те аркийĕ тĕрĕллĕ,
Мамăках та тӳшекĕн çитти пӳс.
Хĕр чĕри çуннине кам чухлĕ,
Чун савни сисиччен йĕр те тӳс.
Умăртан утса-чупса иртнĕ чух
Шапăрах та саланчĕ çут шăрçа.
Пухрăмах та пухрăм – пĕтмерĕ,
Çиппинех те тиртĕм – çитмерĕ.
28.02.1976.
1953 çулхи çуркунне.
— Кĕрĕр, кĕрĕр! — тенĕ хыççăн чаршав уçăлчĕ те, ман пӳлĕме пĕр çамрăк çын кĕрсе тăчĕ. Кĕлетки çӳллĕ, çирĕп, пăхсан-салтак ятне кĕнĕ каччă темелле. Сăн-сăпатран пит чипер çын.
— Волгин чăрмантарас тет-ха сире, — хаюсăртарах тăсре вăл аллине.
«Василий Волгин çакă иккен», шухашларам вара ĕшăмра. Волгин сăввисене эпĕ районти «Хĕрлĕ Октябрь» хаçатра тăтăшах вуласа тăраттăм, хушăран «Ялав» журналта та кураттăм; «Шурă хурăн», «Çĕршыв чечекленет» ятлă сăввисене эпĕ темиçе хут та вуласа тухнăччĕ. Çавсене 15 çулхи шкул ачи çырать тесе шухăшламан та эпĕ ун чухне. Анчах вĕсене шăпах вăл çырнине пĕлсен, калама çук савăнтăм. Эпĕ, тăван литературăпа тăван сăмахшăн чĕререн çунаканскер, çав сăвăсен авторĕпе хăçан курнăçас та епле паллашас тесе ĕмĕтленеттĕм, хам пата кĕрсе тухаймăн-ши, тесе йыхрав ямашкăн именсе тăраттăм. Çапах та вăл хăй вĕренекен вăтам шкулта литература кружокне ертсе пынине пĕлсен, çав кружок алăпа çырнă журнал та кăларса тăнине пĕлсен — чăтаймарăм: «Сирĕн журналăра курас килет, пĕр-пĕр чух вăхăт çитерсе, хам пата керсе тухаймăр-ши?» тесе, пĕчĕк çыру çырса ятăм. Акă халь шăпах вăл килсе кĕчĕ... Çапла паллашрăм эпĕ Василий Волгинпа.
Малалла
Иç каймăттăм хăнана,
тăванăмсем çилленеç.
Иç каймăттăм хăтана,
кĕçĕннисем çилленеç.
Йĕпреç. 1975, раштав.
Уйăх çути пек савниçĕм,
текех пулмĕç куçсем тĕлме тĕл.
Вупăр карчăк выçса килсессĕн
сапаймарăм
вĕри кĕл.
Йĕпреç. 1975, раштав.
Эс те чипер,
эп те чипер,
чăн чиперри
çав ача.
Эс те ăслă,
эп те ăслă,
ăслăраххи
çав ача.
Эс те тăмсай,
эп те тăмсай,
чăн тăмсайĕ
хăшĕ-ши ача?
7.12.1975.
1
Çулла. Вăрман епле илемлĕ,
Эпир çӳретпĕр походра.
Çĕрле вучах çунать хĕлхемлĕ,
Ларма пит ырă ун тавра.
Çавра кӳлрен тин тытнă пулă
Пăс кăларса сиксе вĕрет.
Пулă яшкин шăрши пит тутлă,
Ăна часрах çиес килет.
Эпир ура хуçса ларатпăр
Вучах тавра пĕр кăшăла.
Пĕрне-пĕри тек култаратпăр,
Шӳтле сăмах кала-кала.
Антонов Павăл пурччĕ пирĕн,
Юмах ярсан — ан хускалсам,
Вăл шӳтлеме пĕлетчĕ вирлĕ,
Кулас килетчĕ вар тытса.
Апатлансан канма выртатăп,
Таçта вĕçет-и тăмана;
Кашни сасса савса тăнлатăп...
Вăрманăм, юратап сана!
Сиксе тухать пуçтах мулкачă,
Вăшлаттарса иртсе каять.
Пĕрин сехри хăпса тухатчĕ —
Хăравçăран кулать отряд.
Çĕр каçнине юлан сисмесĕр.
Инçет кăвакăн палăрсан,
Чĕвĕл-чĕвĕл юрра илтсемĕр.
Йăлт вăранать çулла вăрман,
Самантлăха вара, ир кӳлĕм
Путатăн тутлă ыйăха.
Малалла
Митта Ваçлейне
Сăпаççипă. Кăмăл турăр пурте,
куçăма шăлам-и пăрăнса.
Юр çинче ман ура йĕрĕ выртĕ
çурла уйăх витĕр курăнса.
Ах, аннеçĕм, хĕвĕнте ӳстертĕн,
мĕншĕн капла пулчĕ ман тĕле?
Ан пытар, умна чĕркуçлентер те
пĕтĕмпех мĕн пӳрнине пилле.
Çул курки тыттартăн, шур аппаçăм,
икĕртем-и куççульпе кăштах.
Çинçерех арланчĕ-ши шăпаçăм,
е шăлну сан пулчĕ-ши пуçтах?
Çынсем евĕр пурăнмашкăн çук ăс,
патшипе чури те эпĕ хам.
Эй, çăва патне!
Ăçта çав купăс,
ярăнса тухса пуçа ухам!
Курасси татах тем чухлĕ пулĕ,
тăвансем, ан манăр пурăнса.
Юр çинче ман ура йĕрĕ юлĕ
çурла уйăх витĕр курăнса.
Çĕрпӳ. 7.12.1975.
* * *
Пат! Персе анчĕ панулми йывăç çинчен. Курăк хушшинче ахлатнă сасă илтĕнчĕ. Пăхрĕ хуртланнă панулми çӳлелле, унта сип-симĕс улмасем йăлкăшаççĕ, пичĕсене хĕвел сăрĕпе сăрлаççĕ, çара кăкăрĕсене çулçăпа хупланçи тăваççĕ. Шел, ахлатнине илтмерĕç вĕсем.
Çав вăхăтра ӳкнĕ панулми хурчĕ йывăç вулли енне васкарĕ.
* * *
Çулçăсем çинче – лĕпĕш. Шурă ĕмĕт пек шурăскер, вĕл те вĕл вĕçет, çуначĕпе çулçăсене сĕртĕнет, чĕрери ачаш хĕлхеме хускатать.
Каярах çав вырăна каллех пырса тухрăм. Çулçăсем хуртланнă. Лĕпĕш çук.
* * *
– Анне, хитре чечек тупрăм, – савăнăçлăн чупса пычĕ ачи. – Епле хитре!
– Пăрах часрах, – хăтăрчĕ амăшĕ. – Мĕн хитри пултăр çав çум курăк çумĕнче.
Ача пуçне усрĕ. Ӳлĕмрен вăл хăй татнă чечексене амăшне кăтартмарĕ.
* * *
Картишĕнчи мăнтăр хур аçи, умĕнчи апата тин хыпса янăскер, кăнтăралла вĕçсе иртекен кайăк хурсене ăмсанмарĕ – мăнаçлăн, пăркаланса, ăшă витенелле уттарчĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 756 757 758 759 760 761 762 763 764 ... 796
|
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...