Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юманлăхра çапла пулнăЙӳçĕ кулăЙытă тĕлĕкĕХĕрес хывнă хĕвелВăрман ачисемКăвак çĕмренУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ

Ҫеҫпӗл


Хура вăрман варринче

Çӳллĕ-çӳллĕ хырсем пур.

Çав хырсен сĕмлĕхĕнче

Çеçпĕл ятлă курăк пур.

Ир килсессĕн çуркунне

Кăвак чечек кăларать.

Кая юлнă çулхине

Шупка хĕрлĕ вăл пулать.

Шӑпчӑк


Хурăнлăхра шăпчăк юрлать,

Сасси каять шыв тăрăх.

Сăрт хыçĕнчен хĕвел тухать,

Ăшши каять çĕр тăрăх.

Тимӗрҫӗ


— Чанк! Чанк! Тимĕрçĕ!

— Мĕн кирлĕ?

— Кĕмĕл çĕрĕ.

— Мĕн тума?

— Çĕрĕлле вăй выляма.

— Чанк! Чанк! Тимĕрçĕ!

— Мĕн кирлĕ?

— Кĕмĕл сулă.

— Мĕн тума?

— Алă сулса ташлама.

— Чанк! Чанк! Тимĕрçĕ!

— Мĕн кирлĕ?

— Тимĕр тĕрен.

— Мĕн тума?

— Уй-хирте суха тума.

— Чанк! Чанк! Тимĕрçĕ!

— Мĕн кирлĕ?

— Ăста пуртти.

— Мĕн тума?

— Шурă-шурă пӳрт тума.

Ҫӑлатӑпах сана, Вероника


Пĕрремĕш пайĕ

Юрий

Юрийĕн ĕнертенпех канăç çук. Чĕри те темĕн йăшкать. Пĕр вырăнта ларма та кансĕр ăна. Таçта тухса утас, такампа калаçас килет. Аптăранă енне виçĕ уйăх каялла пуçланă эрех кĕленчине те алла тытса пăхрĕ. Анчах эрехе черккене яраймарĕ. Эрехпе чунĕ лăпланаймассине туйрĕ. Алăкри шăнкăрав çеç ăна кускалуран хăтарчĕ.

— Юрий, эсĕ халĕ те тумланман-и вара?! — çитсе кĕчĕ ун патне юнашар çуртра пурăнакан Саша. — Паян санăн процесс вĕт, эсĕ маннă-им?

Юрийпе Саша иккĕшĕ те икĕ çул каялла çеç университетăн юридически факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр пӳлĕмре пурăннă икĕ яш пĕр-пĕринчен уйрăлманнине кура ĕçлеме те пĕр çĕрех ячĕç вĕсене. Телее, вырăнĕ те пĕр халăх судĕнчех тупăнчĕ: Юрийпе Сашăна иккĕшне те адвокат должноçĕсене шанса пачĕç.

— Çук, манман. Темшĕн чун туртмасть манăн ку ĕçе.

— Мĕнле ĕç санăн паян?

— Вăтăртан иртнĕ хусах пĕр хĕре мăшкăл кӳме пуçланă. Лешĕ вара хӳтĕленсе ăна тĕртсе янă. Кам шуйттанĕ пырса пăрахнă-ши çав чул катăкне шăп çав вырăна?! Тата шăп çавăн çине ӳкмелле пулнă-çке лешĕн! Вăйпитти арçын чул катăкĕ çине ӳкнипех вилсе кайнă.

Малалла

Сар пуҫ


Çуркунне çарансенче

Е вăрман уçланкинче

Чи малтан илет тĕрек

Çӳллех мар сар пуç чечек.

Йăрăм-йăрăм ун çулçи,

Чăнахах та, чун уççи.

Ака уйăхĕ иртсен,

Симĕс курăк ешерсен,

Сарă-сарă çеçкине

Вăл сарать енчен енне.

Шапа


— Ак! ак! ак! Ак! ак! ак! —

Тет шапа шыв хĕрринче,

Ватă çирĕк айĕнче.

Вăл чĕнет пулăсене —

Кĕмĕл пек çупахсене. —

Тупрăм, — тет, — хитре мерчен

Çакă кӳлĕ тĕпĕнчен! —

Хăйĕн вара ним те çук,

Выляс килет ăшă чух.

Ав çанталăк ăшăтать,

Çавăнпа вăл кăшкăрать.

«Ылтăн» теççĕ кĕркунне пирки...»


«Ылтăн» теççĕ кĕркунне пирки...

Ылтăн вăл чăнах та, кĕмĕл мар!..

Пӳлмесем те нӳхрепсем — тулли;

Пурте пур, йăлт хатĕр хĕл каçма.

 

Еплерех илемлĕ вăрмансем!..

Ыталас килет йывăçсене!..

Вĕсенчен çук пуянни ку чух —

Ылтăнпа сăрланă кашнине.

 

«Ылтăн» теççĕ кĕркунне пирки.

Тĕрĕсех калаççĕ, тĕрĕсех!..

Тулнă ылтăнпа уйсем-хирсем,

Ылтăн тум тумланнă вăрмансем.

 

06.10.21

Тăван халăхăма


Кунтан ытла эс вăйлăрах пулаймăн.

Кунтан ытла пулаймăн аслăрах...

Çитет пире кун чухлĕ те, тăванăм!

Ыттисене кăшт лектĕр ытларах!

 

Çитет пире!.. Çапла-и, тăван халăх?..

Ятна яман эс, усал ĕç туман...

Ху Керменне ху аллупа эс тунă,

Çич ют ăна сана туса паман.

 

Эс курнине никам та тек ан куртăр,

Эс тӳснине ан тӳсччĕр ыттисем.

Эс, ав, паян та çамрăк та пит харсăр,

Çиçсе кăна тăраççĕ куçусем!..

 

Кайри — мала!.. Васкаканни — васкатăр,

Вăйĕпеле мухтанччăр вăйлисем...

Эпир санпа, тăванăм, васкамастпăр, —

Сикеççĕ, тет, вакка васкакансем.

 

Юрлас тесессĕн, Юррăмăр пур пирĕн,

Ĕçлес тесессĕн, — ан ӳркен кăна...

Кун хыççăн кун эпир çапла кунлатпăр,

Савса та тав туса кашни Куна...

 

Кунтан ытла эс вăйлăрах пулаймăн.

Кунтан ытла пулаймăн аслăрах...

Çитет пире кун чухлĕ те, тăванăм!

Ыттисене кăшт лектĕр ытларах.

 

06.10.21

Ӑш вӑркатмӑш


Иртенпех ăша пĕр чĕптĕм апат ямарĕ Лида. Уроксем пĕтсенех общежити еннелле хыпаланса утрĕ. Вĕсем паян Тоньăпа пĕрле Лида çуралса ӳснĕ яла, Кивкаса, каяççĕ. Канаша каякан автобус тапранса тухасси тепĕр икĕ сехете яхăн анчах юлнă. Лидăн унччен туса ĕлкĕрмелли нумай-ха: ашшĕпе амăшĕ валли кăшт-кашт кучченеç туянмалла, общежитире пӳлĕме тирпейлесе хăвармалла тата ытти вак-тĕвек ĕçсем. Тоня килнĕ çĕре Лидăн йăлт хатĕр пулмалла. Тум пирки те шухăшламалла тата. Канаш станцийĕнче вĕсене Лидăн пулас мăшăрĕ — Саша — кĕтсе илмелле. Илемлĕ те капăр Тоня çумĕнче унăн та чипер пулас килет. Тоня сăпайлах мар пулни те паллă уншăн. Анчах мăн хулара пĕр шухăшлă туссене тупма ансатах мар çав. Театра, киносене çӳреме çумра хĕр-тус пур пулсан аванрах. Çавăнпа Лидăн Тоньăн туслăхне çухатас килмест. Хĕр-тантăшне йĕкĕчĕсене час-часах улăштарнине пĕлсен те нимĕн те шарламасть. Кану кунĕсене Лидăпа пĕрле ялта ирттерме кăмăл тунăшăн та пăшăрханмарĕ вăл. Саша ăна никампа та улăштармассине пĕтĕм чун-чĕрипе ĕненет.

— Ой, кая юлмарăм-и эп? — Лидăна шухăшĕсенчен вăратрĕ Тоня сасси.

— Çук, çук, анчах сан çинчен шухăшлаттăм-ха. Тепĕр вунпилĕк минутран тухатпăр.

Малалла

Чӗрӗп


Сысна мар вăл — укçаллă,

Хурт пек кĕске туналлă.

Чуппийĕ йăпăр-йăпăр,

Уттийĕ кăпăр-кăпăр.

Инкек çитсен — çăмхаллă,

Ахаль чухне — ураллă.

Çĕлен унран пытанĕ,

Чикенлĕ ун сăхманĕ.

Тукмак ăна тытаймĕ,

Тилли те кап хыпаймĕ.

■ Страницăсем: 1... 61 62 63 64 65 66 67 68 69 ... 796