Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанХум пӑшӑлтатӑвӗТом Сойер темтепĕр курса çӳрениСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеСунарçă халлапĕсемАча чухнехиПĕчĕк патшалăх

Кирлĕ мар юрату йăлăнма!


Кирлĕ мар нихăçан юрату йăлăнма.

Çакă çут туйăма илес çук кивçенле!

Кирлĕ мар пуль ăна тăрăшсах шырама:

Вăл килет пурпĕрех! Кĕтме çеç пĕлмелле!

 

Юрату шыраса, суйласа çӳресен

Чун-чĕре ăшшине сивĕтме те пулать.

Шыраса ывăнсан, ăнсăртран вăл килсен

Еплерех чĕрере хӳтлĕхне вăл тупать?

 

Сан шăпу пуласси, çӳлти Турă çырни

Пурпĕрех сан патна сукмакне вăл тупать!

Ахалех шырани, кăлăхах суйлани

Манăçсан та кайран — тарăн йĕр хăварать!

 

Чи таса туйăма илес çук кивçенле,

Кирлĕ мар пуль ăна тăрăшсах шырама!

Вăл килет пурпĕрех! Кĕтме çеç пĕлмелле.

Кирлĕ мар никамран юрату йăлăнма!

Киленетчĕ чĕре


Хĕллехи каçсенче, çил-тăман витĕрех

Виçĕ çухрăм утма кашни каç ӳркенмен.

Юр хӳсе лартнипе çулĕ çук, пурпĕрех

Кӳршĕ ял еннелле хывнă çул çĕнĕрен!

 

Сирĕн кил умĕнчи ват йăмра хӳттинче

Кĕскететтĕм санпа хĕллехи каçсене.

Савакан чунсене ытарми çут тĕнче

Парнелетчĕ ун чух савăнсах пехилне!

 

Ларайсан юр пĕрчи куçхаршийĕ çине,

Кĕмĕл уйăх шевли унпала вылясан —

Киленетчĕ чĕре тинкерсе сан çине!

Çавăн пек каçсене еплерех-ши манан!

 

Уйрăлу килессе пĕлеймерĕ чĕре,

Хĕллехи çил-тăман сивĕтмерĕ пире.

Сирĕн кил умĕнче ӳсекен ват йăмра

Сыхлаймарĕ пире ют куçран, сăмахран...

Çырла пиçсен


Юрататăп чиене,

Тутлă хăмла çырлине!

Эс мана хуть çур пăт пар —

Çисе ярăп самантра.

Хурлăхана питех мар —

Хуратать вăл çăвара.

Пурпĕр кирлĕ мар тесе

Тăмăп эпĕ тиркесе,

Çийĕп ывçи-ывçипе.

Тута-çăвар хуралсан

Çăвăнăп та супăньпе,

Каллех ларăп тап-таса.

Хăраман качака


Кинемейĕн качакин

Пур ик шурă путекки.

Çеремре вĕсем çӳреççĕ,

Шуххăн транкки-транк! сикеççĕ,

Выляса çеç пĕр-пĕрне

Мăйракапа так-так!

Кашкăр сикрĕ тухрĕ те

Шăлĕсемпе шак-шак:

— Кам эс — икĕ çурапа?

Пĕрне тытса çурапах!

Качака ăна каларĕ:

— Эпĕ — паттăр Качака,

Хамăн икĕ ачапа.

Эсĕ выçă Кашкăр мар-и?

Çав пулсассăн эп сана

Ăсататăп Хусана!

Зоопарк тени çинчен

Илтнĕ-и эс халиччен?

Çавăнта ĕмĕрлĕхе

Хупса лартăп читлĕхе!..

Кашкăр ӳкрĕ хăраса,

Хăвăрт кайрĕ вăл тарса.

Тăкăрлăк


I

Шофер кабинăна кĕрсе ларичченех вăрçма пуçларĕ:

— Мотор мухмăрне вĕри шывпа чĕртрĕмĕр, хамăн хăть тăсăлса ӳк. Куратăн-и, алсем лăстăртатса чĕтреççĕ. Эх, шофер ĕçĕ те çав… Ни уяв çук саншăн, ни вырсарникун, ни çынсем пек йĕркеллĕ тум тăхăнса çӳрейместĕн, — тесе кабина алăкне хупрĕ. Павел Семенович, стартера пĕр хушă ӳлеттерсен, каллех каялла тухса моторпа чылай вăхăт аппаланчĕ.

Николай Иванович шарламарĕ. Шофер кăмăлне вăл аван пĕлет: япăх çанталăкра яланах çапла мăкăртатать, тӳпери турра ятлаçать.

Павел Семенович машина капотне хупрĕ, кĕрсе ларсан, кабина алăкне икĕ хут шартлаттарчĕ (кĕрĕк пиншак арки хĕсĕннĕ-мĕн), тем çухатнăн ассăн сывларĕ, моторне тапратса ярса, шухăшне малалла тăсрĕ:

— Машина мухмăрне чĕртрĕмĕр, манăнне вăт — нельçе. Текерлĕк пурнăçĕ çав ĕçекен шоферăн: чун йăшкать — ĕçме ыйтать, пыр пăрçа анине курнă тăрнанни пек ярăнать. Хам эпĕ ĕçекенниех мар. Паян Матрена Федоровна айăплă: юбилей тăватпăр, тет, «кĕмĕл çӳç» туйĕ, тет. Çитрĕм каçхине рейсран. Çĕркаçхи çанталăка ху пĕлетĕн: кĕрсе ларса тинке тухрĕ. Хывса пăрахрăм хамăн вараланчăк тумтире те — тӳрех ваннăна. Ылтăн этем манăн Матрена Федоровна: ятлама пĕлмест, пĕр сивĕ сăмах та илтеймĕн. Тепĕр интеллигент йышши хĕрарăм пулсан, шофер шăршинченех хăрамалла, кĕпе-тум-тире те тытса çăвас çук. Хăвах пĕлетĕн шофер ĕçне: пылчăкра унăн яланах машина айĕнчи пĕр-пĕр деталь çĕмĕрĕлет, вара çарти пек «пластунски» шусах пылчăк ванни ăшне кĕрсе выртатăн: сивĕре баллон шăтать, ун чухне алсене тăм илтерменни кăна. Çитетĕн киле тарăхса, машина шухăшласа кăларакан пĕтĕм çынсене çĕрти-çӳлтипе вăрçатăн. Чĕре кăкарăнчăкри хаяр йытă пек çапăнать кăкăрта. Çитетĕн те çапла — таса та ăшă хваттер, апат хатĕр.

Малалла

Каялла таврăнма ан ыйтсам!


Ман чĕрен сĕткенне ĕçсе ятăн пулсан та,

Амантмасăр ăна хăварсам!

Час-часах тĕлĕкре курăнатăн пулсан та

Каялла таврăнма ан ыйтсам!

 

Мĕн пирки-ши мана тăрăшсах эс вĕрентрĕн

Юрату сим-пылне тутанма?

Чунăмра-чĕрере вут-кăвар-çке тивертрĕн

Юратмарăн пулсан мĕн тума?

 

Манпала пуличчен урăххи санăн пулнă.

Улталанă пулас вăл сана.

Тавăрма пуль ăна çавăнпа тупа тунă,

Çавăнпах пуль суйларăн мана.

 

Кураймастăп тесе чĕрӳне улталаймăн.

Эп туятăп, ăна эс манман.

Ман çумра телейне нихăçан та тупаймăн:

Паян мар-тăк — ыран уйрăлан.

 

Пур-пĕрех тавтапуç! Питĕ йывăр пулсан та

Кирлĕ мар паянтан тĕл пулма.

Чĕрери сурана куççульпе шăварсан та

Çитрĕ вăхăт пире уйрăлма!

Çырмари концерт


Çырмара концерт пуçланнă,

Дирижерĕ ват шапа.

Улăхĕ, кӳлли, вăрманĕ

Янăрать çĕршер саспа.

Кăвва-кăвва, па-ка-как!

Тăр-тăр-тăр!.. Ак-ак-ак!.

Пулăсем пуçне кăларнă,

Шăп лараççĕ кайăксем,

Куянсем те тимлĕн ларнă —

Киленеççĕ итлесе.

Сарă тилĕ, сăрă кашкăр,

Шурă юс, мăран упа...

Пурте килнĕ итлемешкĕн,

Пурте ăшшăн ал çупать.

Кăвва-кăвва, па-ка-как!

Тăр-тăр-тăр!.. Ак-ак-ак!..

Уйăпсем


Уйăпсем, уйăпсем!

Ма сивве юрататăр?

Юр ӳксен, Сивĕтсен,

Каялла таврăнатăр.

Пилешсем, палансем,

Катăркас çырлисем

Сирĕн тутлă апатăр.

Хĕрлĕ мăйлăскерсем,

Куçăма йăпататăр.

Уйăпсем, уйăпсем!

Ăшăран ма таратăр?

Хĕл иртсен,

Çур çитсен,

Çурçĕре ăсанатăр.

Путене


Каçхине е ир енне

Тухăр тулă пуссине,

Итлĕр путĕр-путенен

Янкăр уçă сассине.

Пĕт-пĕлтик, пĕт-пĕлтик!..

Шăнкăрав пек чĕтренет.

Авăтать çине-çинех

Йăпăр-йăпăр путене.

Пĕлтерет вăл çынсене

Тулă хӳхĕм пулнине.

Пĕт-пĕлтик, пĕт-пĕлтик!..

Хирĕпех халь илтĕнет.

Пĕрлĕхре — вăй


Костя кирпĕч пачкисене курсан:

— Атте, çакăн чухлĕ кирпĕче ăçтан тепĕр вырăна куçарса пĕтермелле? Ытла нумай, — терĕ кăмăлсăррăн.

— Ак çапла ĕçлер, ачам. Эпĕ малтан кирпĕчсене илсе аннӳне парăп, аннӳ — аппуна, аппу — асаннӳне, асаннӳ — сана, эсĕ — пиччӳне, пиччӳ — кирлĕ вырăна.

Ĕç вĕресе тăрать. Кирпĕчсем алăран алла хăвăрт куçаççĕ. Çемье сисмерĕ те — вунă пачка кирпĕч купаланса та тăчĕ.

Ахальтен-и ваттисем куç хăрать те, алă тăвать тесе каланă.

■ Страницăсем: 1... 31 32 33 34 35 36 37 38 39 ... 796