Янкӑлч — Канаш районӗнчи ял, Янкӑлч ял тӑрӑхӗн тӗпӗ.
Ялта пӗве пур.
1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене туса хуриччен Ҫӗрпӳ уесӗн Ҫӑхӑр Мами вулӑсне кенӗ. Кайран вара Канаш районне пӑхӑнма тытӑннӑ. Ял совечӗ кунтах пулнӑ.
Ялта культура ҫурчӗ, вӑтам шкул пур. Вӑтам шкулта Ҫарпа ӗҫ хастарӗсен музейӗ ӗҫлет.