Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Исаев Юрий Николаевич

Исаев Юрий НиколаевичИсаев Юрий Николаевич — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1969 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Патӑръел районӗнчи Нӑрваш Шӑхальте ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

Нӑрваш Шӑхальри вӑтам шкултан (1986), Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культури факултечӗнчен (1989) вӗренсе тухнӑ. 2002 ҫулта «Чувашские эмотивные антропосемизмы и их синонимические ряды (пейоративное семантическое поле «человек»)» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.
2010 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен интитучӗн директорӗ.

Ӗҫӗсем

  • Семантическая структура многозначного слова //Антропосемантика, антропосеми тата антропоконнотатив. Вестник ЧГУ. Ч., 1998.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-06-08 20:45:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9631 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем