Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Элмен Данил Семенович

Элмен Данил СеменовичЧӑваш автономлӑ облаҫе йӗркеленӗ политика ӗҫченӗ. 1885 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Исментерте ҫуралнӑ. 1932 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Илйинкӑра вилнӗ.

Шупашкарти пӗр урама ун ятне панӑ.

Кун-ҫулӗ

Данил ҫемьери ачасенчен асли пулнӑ. Мӗн пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхнӑ — килти ҫӑкӑр хӗл каҫмалӑх та ҫитмен. Ҫитӗнерех ҫӑпата хатӗрлеме хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫапла май вӑл ҫемьене пулӑшасшӑн пулнӑ.
Сакӑр ҫул тултарсан ӑна вырӑнти тӑватӑ класлӑ земство училищине вӗренме янӑ. Вӗренме вӑл лайӑх вӗреннӗ, учитель ун тӑрӑшӑвне кура ачана Чӗмпӗрти чӑваш шкулне яма сӗннӗ. Укҫи-тенки те, ҫипуҫӗ те пулманран Чӗмпӗре кайма май килмен. Ҫавах та ашшӗ ӑна ялтан ҫичӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ялти икӗ класлӑ училищене вӗренме янӑ. Унта вӑл 1902-1905 ҫулсенче ӑс пухнӑ. Училищене пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл ҫавах Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ.
Данил Элмен виҫӗ пӑлхавӑра хутшӑннӑ.

Ӗҫӗ

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-29 15:05:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4871 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем