Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Элле Николай Алексеевич

Элле Николай Алексеевич — республикӑри театр ӗҫне йӗркелекенӗ. 1909 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашра ҫуралнӑ. 1982 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, РСФСР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Шупашкарти педагогика училищинче вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Коллективист», «Красная Чувашия» хаҫат редакцийӗсенче ӗҫленӗ. 1931 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илсе кайнӑ, унта вӑл ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ.
1938 ҫулта Шупашкара таврӑннӑ, республикӑн радиокомитетӗнче вӑй хума тытӑннӑ. Икӗ ҫул иртсен ӑна Чӑваш патшалӑх драма театрӗн директорӗ вырӑнне шанса панӑ. 1960 ҫулта Чӑваш патшалӑх музыкӑпа драма театрне йӗркеленӗ, Николай Эллене ун пӗрремӗш директорӗ пулма шанса панӑ.

Ӗҫӗ

Каҫӑсем

Организатор театрального дела в республике (К 100-летию со дня рождения Н.А. Элле) (вырӑсла)

Вуламалли

  • Романов П. В. Элле Николай Алексеевич / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — с.503.
  • Элле Николай Алексеевич // Заломнов П.Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П.Д. Заломнов. — Чебоксары, 2002. — с.36.
  • Элле Николай Алексеевич // Краткая энциклопедия Красночетайского района. — Чебоксары, 2004. — с. 210-211.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-29 09:59:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6583 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем