Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чемей пӑлхавӗ

Чемей пӑлхавӗ, — Чемей тата юнашар вырнаҫнӑ ялсенчи ҫынсен хӗҫ-пӑшаллӑ пӑлхавӗ. Пӑлхава Чемей, Елшик, Тӑмкасси, Ҫӗмӗртлӗх Чемей, Варпуҫ ялӗнчи ҫынсем хутшӑннӑ. Пӑлхава Морев Иван Михайлович ертсе пынӑ. Пӑлхав 1907 ҫулхи нарӑсӑн 11-пе 23-мӗш хушшинче иртнӗ.

Пӑлхава пурӗ 500 ҫын ытла хутшӑннӑ. Пӑлхава патша влаҫӗ хӗрхенӳсӗр пӗтернӗ, Морев Иван Михайловича, тата 18 ҫынна тытса кайнӑ.

Пӑлхав сӑлтавӗ патшалӑх ирӗксӗр куланай тӳллетернинчен пулса кайнӑ. Ҫынсен вара 1906 ҫул тухӑҫсӑр пулнӑ пирки куланай тӳллеймен.


 
Категорисем: Пӑлхавсем, Чемей
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2024-02-11 11:19:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10116 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем