Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чаллӑ ҫапӑҫӑвӗ

Чаллӑ ҫапӑҫӑвӗ — 1506 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пӑлхар-чӑвашсемпе вырӑссем хушшинче пулса иртнӗ ҫапӑҫу.
Ку вӑл пӑлхар-чӑвашсен историллӗ юлашки чаплӑ ҫӗнтерӗвӗ пулнӑ.

Истори

1506 ҫулта Д.В.Шеин, М.Ф.Курбский, Ф.И.Палецкий ертсе пынӑ вырӑс ҫарӗсем Чаллӑ хули патне ҫитеҫҫӗ. Вӗсен чи аслӑ вӑйпучӗ Дмитрий Жилка пулнӑ. Пӑлхар-чӑвашсем хӑйсен хулине юлашки юн тумламӗ тухичченех хӳтӗлеме шутлаҫҫӗ. Вӗсене мӑсӑльманланнӑ пӑлхар-чӑваш ҫарпуҫӗ Мухаммет-Амин ертсе пынӑ. Пӑлхар-чӑвашсем вырӑссен ҫӗр пинлӗ ҫарне пуҫӗпех ҫапса тӑкаҫҫӗ. Ҫапӑҫу хирӗнче 60 пин Мускав ҫынни выртса юлать, ыттисем тарма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫапӑҫуран вырӑссен 8 пин ҫарҫынни кӑна чӗррӗ-сыввӑн килне таврӑннӑ.

«И разгневася господь против русских вои, отняв у них храбрость и мужества, — ҫырнӑ ҫакӑ ҫапӑҫу пирки вырӑссен истори хучӗсенче. — Русские же воям всем спящим от труда пушного опочивающим, — и храбрых человек сердца, без помощи божия, восколыбася, мягчая женских сердец, и слабейша, и поедаша их всех мечем толикое множество, аки клас, юнош младых и средневечных мужи. И покрыся лице земли трупьем человеческим, поле Арское и царев луг, кровию чермнившеся…».

Вуламалли



 
Категорисем: Чаллӑ, Истори
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-06-23 18:58:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8514 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем