Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Фёдоров Николай Васильевич (художник)

Фёдоров Николай Васильевич — сӑрӑ ӑсти. 1921 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хумпуҫ Патӑрьелте ҫуралнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1997), Чӑваш сӑрӑ ӑстисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Николай Васильевич Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ ордена тата медальсене тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

1937 ҫултанах Пӑвари сланец кӑларнӑ вырӑнта ӗҫлеме пуҫланӑ. 1942 ҫулта хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ, Сталинград ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, япунсене хирӗҫ кӗрешнӗ.

1957 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине, 1970 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн илемпе графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

Училищере пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Николай Васильевич чылай вӑхӑт хушши Чӑваш Тимешри тата Хумпуҫ Патӑрьелти шкулсенче ачасене ӳкерме вӗрентнӗ.

Пултарулӑхӗ

Николай Васильевич мӗн ачаранпах ӳкерме юратнӑ. Сӑрӑ ӑсти ытларах енӗпе портретсем хайлама юратать — ял ҫыннисен сӑнӗсем нумай ун. Историллӗ ярӑмсем те пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тавралӑха сӑнласси унӑн ӗҫӗсенче чылай тӗл пулать.

Уйрӑммӑн Николай Васильевичӑн тепӗр пултарулахне те асӑнса хӑварма пулать: вӑл тӑрӑшнипе Хумпуҫ Патӑрьел шкулӗнче ҫапӑҫури мухтавӗн музейӗпе картинсен галерейине йӗркеленӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-01-13 23:54:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4958 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем