Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Трубина Марфа Дмитриевна

Трубина Мархви (паспортра Трубина Марфа Дмитревна) — чӑваш ҫыравҫи. 1888 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче хальхи Куславкка районне кӗрекен Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

РСФСР тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентӳҫи. Ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ.

1934 ҫултанпа СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ.

КУн-ҫулӗ

1903 ҫулта ял шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Чӗмпӗр чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ. Кунта вӑл хӑйӗн литература ӗҫне пуҫланӑ та.

Пултарулӑхӗ

Трубина Махви ытларах ачасем валли ҫырнӑ.

Трубина Мархви чӑвашран тухнӑ малтанхи хӗрарӑм-ҫыравҫӑсенчен пӗри. Вӑл нумай повесть, калав, юмах, пьеса ҫырса хӑварнӑ, вӗсенчен паллӑрахисем — «Мучар», «Хӳтӗ вырӑнта», «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» повеҫсем.

Пуҫламӑш тапхӑрта Трубина Мархви поэзире те хастар ӗҫленӗ, XX ӗмӗрӗн ҫулӗсенче чылай сӑвӑ-юрӑ пичетленӗ. Тӗрӗсрех каласан, литература ӗҫне вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ чухнех тытӑннӑ. Уйрӑмах ӑна ку ӗҫре Алексей Кольцов поэзийӗ хавхалантарнӑ. Унӑн ку вӑхӑтра ҫырнисенчен сахалӑшӗ упранса юлнӑ. Вырӑсла ҫырнӑ икӗ сӑвви 1917 ҫулта «Чебоксарская правда» хаҫатра пичетленнӗ. Трупина Мархви чӑваш халӑх юррисене якатса ҫырнӑ. фольклор материалӗ чылай пухнӑ. Шкул ачисемпе пӗрле алҫыру журналӗ кӑларса тӑнӑ.

Вуламалли

  • «Чӑваш литературин антологийӗ», хатӗрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003.
  • Канюков В. Трубина Мархви: пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен ҫырнӑ очерк. — Ш.: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1959.
  • Канюков В. Трубина Мархви // Трубина М. ҫырнисен пуххи. — Ш., 1970. — 1 т.
  • Давыдов-Анатри В. Мархви аппа // Давыдов-Анатри В. Юлташсемпе юнашар. — Ш., 1981.
  • Григорьев Н. Трубина Мархви творчествинчи хӗрарӑм сӑнарӗ // Григорьев Н. Юратна санарсем. — Ш., 1982.
  • Юхма М. Вӑл «Нарспи» авторӗпе пӗрле вӗреннӗ // Юхма М. Аваллӑх арчинчи ахах. — Ш., 1997.
  • Карлинова Л. Поделились воспоминаниями // Чӑваш ен. — 1998, юпа, 31 - чӳк, 7.
  • Ялгир П. Писала и для детей, и для взрослых // Чӑваш ен. — 1998. авӑн, 5-12.
  • Ялгир П. Ача-пӑча литературине никӗсленӗ // Хыпар. — 1998, авӑн, 2.
  • Родионов В. Марфа Дмитриевна Трубина // Родионов В. Чаваш литератури (1917–1930-мӗш ҫулсем). — Ш., 2005.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Трубина Мархви
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-09-09 16:04:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15698 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем